АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Витĕр куракан пуçлăх

08 июля 2009 г.

Çĕнĕ Шупашкарти «СтройМонтажРеконструкция» хупă пĕрлешÿре директор ĕçне туса пыракан Р.Якушев тĕнчери кризиса çулталăк малтан хатĕрленме тытăннă тейĕн. Предприяти укçи-тенкине перекетлесе ĕç çыннисене 2007 çулхи сентябрь уйăхĕнчен шалу пач тÿлеме пăрахнă. «Кĕтĕр, кассăра укçа çук», - суеçтернĕ вăл. Çулталăка яхăн çынсем тÿлевсĕр тар тăкнă предприятире. Коллектив пысăк та мар темелле, пурĕ те 11-ĕн вăй хураççĕ. Анчах пуçлăхшăн çакă та йывăр çĕклем.

 2008 çулхи май уйăхĕччен ĕç çыннисен шалăвне пуçтарса пынă пуçлăх. Çак тапхăрта парăм сакăр çĕр пине яхăн пуçтарăннă. Якушев укçа-тенке ахаль вырттарман, коммерцире усă курнă, хăйне валли услам тунă. «Предприятие çĕклеме янă ăна», - ăнлантарнă вăл кайран. Çапах право органĕ ĕненмен япшар чĕлхеллĕ пуçлăха, РФ УК 145-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе айăплама ĕç пуçарнă. Шалусăр ĕçлеттерме юратакан пуçлăх пирки тĕпченĕ материалсене суда çитернĕ те ĕнтĕ.

«Эпĕ туянма

хистемен вĕт»

Шупашкарти Калинин районĕнче пурăнакан Т. Филина вара услам тумалли урăх çул-йĕр тупнă. Хăйĕн хваттерĕнчех вăрттăн лавкка уçнă. Кун пек çĕрте мĕн сутни паллă темелле. Хĕрарăм-пайтаçă та ыттисенчен уйрăлса тăман, техника спирчĕ туяннă та шывпа хутăштарса ярса панă. Усал шĕвек çынсен сывлăхĕшĕн сиенлĕ пулнине аван ăнланнă-ха вăл, анчах укçа шыв пек юхса кĕнĕ чухне мĕн вăл ыттисен пурнăçĕ! «Эпĕ туянма хистеместĕп вĕт», - тенĕ кăна усламçă. Саккуна пăсакана саваламан сак çине лартнă.

Ăçта таран, куккук амăшĕ?

Ача çуратакана мар, ăна пăхса ÿстерекене чăн-чăн амăшĕ тетпĕр. Тĕрĕсех-тĕр. Акă Канаш районĕнчи Михайловăн «хушаматне улăштарнă» çула çитмен виçĕ ачине пăхма кăмăлĕ те, вăхăчĕ те пулман. Хаяр шĕвекпе туслашнăскер чун тĕпренчĕкĕсем çурма тутă пурăннине те асăрхаман. Вĕсене воспитани парасси, вĕренме пулăшасси пирки аса та илмен. «Çуратса янă, пурăнаççĕ», - тенĕ кăна. Анчах право органĕ унпа килĕшмен, çинĕ-çимен, япăх условисенче пурăнакан ачасене Канашри ачасемпе çул çитменнисен социаллă приютне ăсатнă. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçламан Михайловăна РФ УК 156-мĕш статйипе айăпланă.

Шел, мерăсем йышăнни те тÿрĕ çул çине тăратайман хĕрарăма. Район сучĕ ăна амăшĕн правинчен хăтарма, алимент тÿлеттерме йышăннă.

Л. АЛА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика