08 июля 2009 г.
«Вĕçĕ. Пуçл. 1-мĕш стр.»
Республикăра çулсерен «Уй-хир кунĕ» йĕркелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă кăçалхи уяв Патăрьел районĕнчи «Труд» хуçалăхра иртрĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев, Президент Администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Владимир Тимофеев, район пуçлăхĕсем, хуçалăхсен ертÿçисем, фермерсем, специалистсем тата ыттисем хутшăнчĕç.
Суйламалăх та, курмалăх та
Анлă та пысăк лаптăкра ретĕн-ретĕн лартса тухнă хăватлă техникăна тĕлĕнсе те ăмсанса сăнарĕç пухăннисем. Специалистсем кăсăкланакансен ыйтăвĕсене туллин хуравланă май экспозиципе лайăхрах паллашма пулăшрĕç. Чăн та, пăхмалăх, суйламалăх пур вара. Раççейри тата ют çĕршыври 40 предприяти-организаци çĕр ытла ял хуçалăх техники тăратнă кунта. Ытларах - малта пыракан, энерги тата ресурс перекетлекен пысăк тухăçлă машина-трактор. Çĕр ĕçченĕн уявне çитнисем селекцири çитĕнÿсемпе, ÿсен-тăрана сыхламалли, агрохими хатĕрĕсемпе те паллашма пултарчĕç. Пирĕн тăрăхран республикăри паллă дилер компанийĕсем - «Чувашагролизинг», «Чувашагрокомплект», «Белпросервис», «Агротрейдинг» пĕрлешÿсем, инновацилле технологине пурнăçа кĕртсе пыракан хуçалăхсем хутшăнма кăмăл тунă, экспозицисем тăратнă. Чаплă техникăн хакĕ те самай. Çиччĕ виç те пĕрре кас тенĕн ăна туяниччен тĕплĕн шутласа виçмелле. Унсăрăн чаплă япала тухăç вырăнне тăкак кăна кÿрĕ, çука хăварĕ.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ курава Патăрьел тăрăхĕнче ирттерни ахальтен мар. Пулăхлă та пуян çĕрпе туллин усă курма тăрăшаççĕ кунта. Кунат район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов каланă тăрăх, акăнмасăр-сухаланмасăр юлнă çĕр çук. Тĕш тырă лаптăкĕ - 20 пин, çĕр улми - 2500, пахча çимĕç 100 гектар йышăнать. Районта хушма хуçалăхсем те вăйлă аталаннă, çăмăллăх кредичĕ илессипе малта пыраççĕ. Тупăш ÿссех пырать. Çакă уй-хирте çĕнĕ технологипе, техникăпа ытларах усă курнипе çыхăннă. Районта техника паркне çулсерен 5-6,5 процент çĕнетеççĕ. Территорире Чăваш Енĕн, Раççей Федерацийĕн агропромышленность комплексне, яла аталантарассипе йышăннă программăсем пурнăçа кĕрсе пыни савăнтарать. Эппин, тĕслĕх илмелли чылай.
- Курав Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче тата Раççей уй-хирĕн çулталăкĕнче иртни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, - терĕ М. Игнатьев министр. - Выставка республикăри аграрисене энерги тата ресурс перекетлекен çĕнĕ техникăпа тĕплĕнрех паллашма май парĕ.
Çĕнĕ техникăпа тата технологипе усă курни ял ĕçченĕсене республика президенчĕ лартнă тĕллеве - пĕрер миллион тонна тĕш тырă тата çĕр улми туса илессине пурнăçа кĕртме пулăшас пирки иккĕленмерĕ министр. Çĕршыв тата республика ертÿçисем ялта пурăнакансен условийĕсене лайăхлатассипе ĕçсем тăваççĕ. Çакна РФ Президенчĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ те çирĕплетет. Ял хуçалăхĕнче тĕрлĕ формăпа усă курса вăй хуракансене çурт-йĕрпе тивĕçтерме хушма пулăшусем пама пăхнă. Хуçалăхсене минерал удобренийĕшĕн дотаци те уйăрма тытăннă.
- Техника туянма Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче республикăран субсиди уйăрсан аванччĕ, - палăртрĕ «Малалла» хуçалăх ертÿçи Михаил Петров. - Кÿршĕри регионсенче шăпах çапла пулăшаççĕ те.
Курава хутшăнакансем çĕр ĕç тата выльăх апачĕ хатĕрлемелли техникăпа паллашнă хыççăн «Труд», «Малалла» хуçалăхсен тĕш тырă, çĕр улми уйĕсене те çитсе курчĕç. Çак кунах Чăваш Енре çĕр улми туса илессине аталантарассипе «çавра сĕтел» иртрĕ.
Çĕр çын - çĕр шухăш тенĕ. Курав пирки мĕн шутлаççĕ-ха çынсем?
В. Денисов, Комсомольски районĕнчи «Урожай» хуçалăхăн тĕп агрономĕ: «Кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ выставка. Тавра курăма анлатать. Хамăр ĕç-хĕле ыттисемпе танлаштарма май пур. Çитĕнÿсемпе çитменлĕхсем алă тупанĕ çинчи пекех палăраççĕ. Ыттисене кура туртăнас килет. Эпир те кризиса пăхмасăр тĕш тырă вырмалли «Полесье», çĕр улми пухса кĕртмелли «Гримми» комбайнсем, ытти техника туянтăмăр. Хуçалăхăн акакан-сухалакан çĕр 2700 гектар, йĕркеллĕ техникăсăр йывăр. Çăмăллăх кредичĕпе, лизингпа, хамăр укçа-тенкĕпе - пуринпе те усă куратпăр».
П. Никифоров, Патăрьел районĕнчи «Красное знамя» хуçалăх ертÿçи: «Усăллă мероприяти, кунта çĕнĕ йышши техникăна курса хаклама, тĕрĕс суйласа илме май пур. Ыттисен опычĕпе паллашатăн, хăвна кирлине илетĕн. Эпир те кăçал техника паркне çĕнетме 13 миллион тенкĕ хывнă. Çăмăллăх кредичĕпе, хамăр укçапа усă курнă».
А. Новикова, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» производство кооперативĕн пуçлăхĕ: «Куравра чаплă техника нумай, суйла та суйла. Чăн та, хаклăрах ĕнтĕ. Хуçалăх кăçал çĕнĕ тĕш тырă комбайнĕ туянчĕ-ха, анчах вăл ултă миллиона яхăн кайса ларчĕ. Юрать лизинг урлă илме май пур. Хамăр укçа-тенкĕпе вăй çитереймĕн».
Сухаçăсен ăмăртăвĕнче
«Уй-хир кунĕ - 2009» куравăн иккĕмĕш кунĕнче механизатор-сухаçăсен ăмăртăвне курса киленме тÿр килчĕ. Механизаторсен ăсталăхĕпе пĕлĕвне ÿстерсе малта пыракан опыта сарас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурса 15 районтан 16 механизатор хутшăнчĕ. Вĕсем пурте çĕр ĕçĕнче ырă тĕслĕх кăтартнисем, тăрăшулăхĕпе палăрнисем. Эппин, вĕсенчен чи лайăххине суйласа илме те çăмăл мар. Условисемпе килĕшÿллĕн механизаторсен палăртнă вăхăтра технологие пăхăнса ятарлă вырăна сухаламалла. Комисси суха тарăнăшне, касăсем тикĕс пулнине те шута илчĕ.
Хĕрÿ ăмăртура пилĕк корпуслă плугпа сухаласа Çĕрпÿ районĕнчи «Воддорстрой» предприяти ĕçченĕ Изосим Романов мала тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Мерван Фахрутдиновпа «Шăмăршă районĕ, «Мир»» Владислав Арманов «Куславкка районĕнчи хушма хуçалăх».
«Виçĕ корпуслă плуг» номинацире Вениамин Лисицина «Елчĕк районĕ, «Сатурн»» çитекенни пулмарĕ. Геннадий Мироновпа «Комсомольски районĕ, «Слава картофелю»» Олег Исаев «Патăрьел районĕ, «Труд»» иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Йĕпреç районĕнчи «Путиловка» колхоз механизаторĕ Николай Захаров «Чи лайăх агрегатшăн» диплом тата хаклă приз илме пултарчĕ.
Аслисемпе пĕрлех çамрăксем те ăмăртрĕç. Муркаш районĕнчи хушма хуçалăх тытса пыракан Руслан Толиков та парнесĕр юлмарĕ.
Курава пĕтĕмлетнĕ май ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Павлов уяв республикăри çĕр ĕçченĕсене агрономи ĕçĕ-хĕлĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашма, техникăна пĕлсе суйласа илме пулăшнине палăртрĕ.
Пĕлтерĕшлĕ те усăллă выстав кăсем малашне те иртĕç.
Л. Никитина.
С. Игнатьев сăн ÿкерчĕкĕсем.