08 июля 2009 г.
- Уй-хирте пулатăп эпĕ, - терĕ Красноармейски фермерĕ Л.С. АРТЕМЬЕВ унпа тĕл пулма кăмăл пурри çинчен пĕлтерсен. - Çĕр улми пуссинче.
Чăнах та, калаçса татăлнă вырăнта кĕтсе илчĕ вăл. «Иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕнче агрегат хыççăн выртса юлакан кăпăшка тăпрана тĕплĕн тишкернĕ май механизатора йăрана тарăнрах çырма сĕнчĕ Леонид Спиридонович:
- Тымарсем касăлса çеç юлаççĕ, эрнерен каллех çум курăк тапса тухĕ.
Малтанхи икĕ гектар çĕре шуратса хăварнине аса илчĕ фермер.
- Сухалама сухалаттартăмăр-ха, анчах лартма лаша та, техника та тупаймарăмăр. Асаттесен йăлипех, кĕреçепе ĕçлеме тиврĕ. Юрать-ха юлташсемпе тăвансем пулăшрĕç.
Фермер хуçалăхне официаллă уçнă тĕле унăн çĕр лаптăкĕ 15 гектара çитнĕ. Халĕ вара 45 гектар çинче çĕр улми çитĕнтереççĕ. Йывăр та пархатарлă ĕçе чунĕ туртнипе, чĕри хушнипе пуçăннă вăл. «Газпромтрансгаз-Нижний Новгород - Заволжское ЛПУМГ» филиалта инженерта вăй хураканскер фермер хуçалăхне те тытса пыма вăхăт тупать. Хирте тек алăпа тертленмеççĕ ĕнтĕ. Халĕ кунта Беларусь - 1025, икĕ МТЗ-80 трактор, ытти техника пур.
- Шел, çĕр улми комбайнĕ туянаймарăм, укçа енчен йывăр. Копалка пур-ха, анчах мĕнле пуçтарса кĕртес?
Иртнĕ çул ял çыннисене те явăçтарнă-ха, кунне 600-700 тенкĕ таран тÿленĕ. Анчах кашнинчех вĕсене шанса лараймăн. Тин ура çине тăракан хуçалăха вара укçа-тенкĕ енчен саплаштарса пыма çăмăлах мар. Леонид Спиридоновичăн та час-часах Раççей ял хуçалăх банкĕпе Перекет банкĕнчен кредит илме тивет. Шалăвĕ те хуçалăха аталантармах тухса каять. Кредитсене шутласан миллион тенкĕрен те иртнĕ-тĕр. Паха вăрлăх, удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, гербицид, техника, хранилище... - пур çĕре те укçа хывмалла.
- Парăма яланах вăхăчĕ тухиччен маларах татма тăрăшатăп. Капла процентне сахалрах тÿлетĕн, хама та лăпкăрах, - тет вăл. - Шел, юлашки вăхăтра салук çителĕксĕррипе кредит илме йывăрланчĕ.
Çапах Леонид Артемьевăн ĕмĕт-тĕллевĕ пысăк. Вырăнти панкрута тухнă «Мир» хуçалăхăн арканнă çурт-йĕрне илсе çĕнĕрен чĕртсе тăратасшăн, база уçасшăн. Çум курăкпа хупланнă производство объекчĕсене туянса территорие йĕркене кĕртме тытăннă ĕнтĕ. Унта та çитсе куртăмăр. Икĕ çын хĕрсех хыт-хурапа çÿп-çапа тасатать. Арçынсен ушкăнĕ вара кăшкарĕ кăна юлнă çурта çĕнетет.
- Манран ял çыннисем час-часах кивçен ыйтаççĕ. Вăхăтлăх пулин те ĕç тупса пама тăрăшатăп. Ĕçлеччĕр, шалу илччĕр, кивçен парса татас хуйхи-суйхи те çук.
Хуçасăр объектсем куç умĕнчех арканнине курах туянма е арендăна илме васкаман Артемьев.
- Халăх çăварĕ хапха мар, уçса хупаймăн. Янтă пурлăх çинче пуйрĕ тесе ÿпкелешесрен тăхтарăм.
База тунă май территорие хăтлăх кÿртме, улмуççисем лартса хăварма палăртнă вăл. Хранилищĕсем те кунтах тума пăхнă. 250 тонна çĕр улми управĕ пĕлтĕрех тунă-ха. Анчах те васканипе, те технологие пăхăнманнипе умĕнчи çÿхе стена ишĕлме те ĕлкĕрнĕ. Эппин, ăна та юсаса çĕнетмелле. Ангар та кирлĕ - каллех тăкак. Мĕн тăвас тетĕн, уй-хиртен кĕнĕ çĕр улмине тÿрех хранилищĕне хываймăн. Типĕтме, суйлама вырăн хатĕрлемеллех. Пĕлтĕр упрама вырăн сахал пулнипе «иккĕмĕш çăкăра» уйранах сутнă.
- Ытларах та ăсатмалла пулнă, - терĕ Леонид Спиридонович.
Çимĕçĕн 20 тонни шăнса юрăхсăра тухни унăн кăмăлне самай хуçнă. Ĕçре хăçан йывăрлăхсăр, чăрмавсăр пулнă?
Çĕрĕ пысăк мар пулин те, пусă çаврăнăшне пăхăнать. Юнашарти хуçалăхсемпе килĕшсе лартакан лаптăксене улăштарса пырать вăл. Пулăхлăха пуянлатассипе те чылай ĕçлет, удобренисем çителĕклĕ хывса хăварать.
- Ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртме мĕн чăрмантарать паян?
- Укçа çителĕксĕрри. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерме вунă миллионран кая мар кирлĕ. Çĕр улми комбайнех мĕн чухлĕ тăрать? Пысăк мар коллектив пуçтарса лаптăксене пысăклатма та май килĕччĕ.
Л. Никитина.