08 июля 2009 г.
ЧР ял хуçалăх министерствинче республикăра агропромышленность комплексне аталантарассипе йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Пухăннисем кăçалхи январь-май уйăхĕсенче наци проекчĕ пурнăçа мĕнле кĕрсе пынине тишкерчĕç, ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Çитменлĕхсене палăртса вĕсене пĕтермелли çул-йĕр шырарĕç. Ларăва ЧР ял хуçалăх министрĕ М.В. ИГНАТЬЕВ ертсе пычĕ.
Республикăра «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ ял хуçалăх отраслĕнчи лару-тăрăва палăрмаллах улăштарма май панă. Министр çумĕ С. Енилина пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи январь-май уйăхĕсенче мĕнпур категорири хуçалăхсем пĕтĕмĕшле продукци 103,4 процент, е 4,7 миллиард тенкĕлĕх, илнĕ. 2009 çулта агропромышленность комплексне 1,6 миллиард тенкĕлĕх инвестици явăçтарнă. Наци проекчĕ ĕçе кĕнĕренпе хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнетсе юсама вăрах вăхăтлăх кредит 2,4 миллиард тенкĕлĕх илнĕ. 76 объектран паянхи куна утмăлăшне туса пĕтерсе хута янă ĕнтĕ.
Чăвашстат материалĕсенчен пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан мĕнпур категорири хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх продукцине илесси ÿсни курăнать: аш-какай _ 104, сĕт _ 100, çăмарта 103 процент. Сĕт енĕпе эпир Атăлçи тăрăхĕнче малтисен ретĕнче. Ял хуçалăх организацийĕсенче çак тапхăрта пĕлтĕрхинчен сăвăм 7,1 процент ÿснĕ. Шел, 12 районта вара «Куславкка, Çĕмĕрле, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Элĕк...» кăтарту чакнă. Аш-какай илессипе Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Элĕк, Çĕмĕрле, Вăрнар районĕсем çителĕксĕр ĕçленĕ.
Июнь уйăхĕ тĕлне республикăра сыснасен хисепĕ 17,2 процент, е 267,8 пуç, хушăннă. Çакă Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенче пысăк комплекссем хута янипе те çыхăннă. Анчах Раççейре кăна мар, Чăваш Енре те выльăх-чĕрлĕх йышĕ чакассине чарма май килмен. Январь-май уйăхĕсенче мĕнпур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх хисепĕ 3,2 процент сахалланнă, çав шутран ĕнесем _ 2,5 процент. Кĕтÿ пĕчĕкленни выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ илессине те витĕм кÿме пултарĕ. Çурма пушă витесемпе республика палăртнине пурнăçа кĕртейĕ-ши;
Хальхи вăхăтра çĕршывра выльăх-чĕрлĕх отрасльне пулăшма, шалти рынока вырăнти аш-какайпа, сĕтпе тултарма Раççей правительствин шайĕнчех мерăсем йышăнаççĕ. Июнь-сентябрь уйăхĕсенче Беларуçран типĕ сĕт кÿме пăрахни те çакăнпах çыхăннă. Çулла, хамăр çĕршывра та сĕт çителĕклех чухне, мĕншĕн ютран турттармалла; Çакă вырăнти хуçалăхсене паха тавара йĕркеллĕ хакпа сутма май парĕ.
Тăваттăмĕш кварталта Беларусь Раççее каллех типĕ сĕт сутма тытăнĕ. Анчах çулталăк вĕçлениччен вăл 15 пин тоннăран иртмĕ. Çав вăхăтрах Раççей кÿршĕрен тăпăрчă, çу, сыр ытларах илме пуçланă.
Рынокра вырăнти аш-какай калăпăшне ÿстерес тĕллевпе ют çĕршывсенчен продукци кÿрессине пĕчĕклетнĕ. Эппин, сентресене хамăрăн тултармалла. Раççей ял хуçалăх министерстви кашни регионах аш-какай илессине ÿстерме ыйтнă. Чăваш Енре те кăçал 124,9 пин тонна аш, е пĕлтĕрхинчен 15,7 пин тонна ытларах, хатĕрлемелле. Палăртнине туллин пурнăçлама хушма хуçалăхсене те явăçтарма тивĕ.
Наци проекчĕ хута кайнăранпа хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăх кредичĕ 6,6 миллиард тенкĕ илнĕ. Кăçал вара _ 378,9 миллион тенкĕ. Шăмăршă, Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Йĕпреç, Тăвай тăрăхĕсенче ку енĕпе уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ.
Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк специалистсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси малта пырать. Кăçал 6,8 пин тăваткăл метр çурт хута каймалла.
«2012 çулччен яла социаллă аталантарасси» федерацин тĕллевлĕ программи те ял ĕçченĕсене хăтлă çурт-йĕрлĕ пулма пулăшать. 2003-2008 çулсенче ялти 2790 çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Кăçал тата виç çĕр çемье пурнăçне лайăхлатĕ.
Халĕ çур акине пĕтĕмлетме те вăхăт. Министр çумĕ С. Павлов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăра пĕлтĕрхипе танлаштарсан акнă-лартнă лаптăксем 0,1 процент хушăннă. Çав шутран тĕш тырăсен _ 3,7 процент, çĕр улмин 1,3 хут. Ака планне Улатăр, Вăрнар, Пăрачкав, Етĕрне районĕсем тултарнă. Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Тăвай тăрăхĕсенче вара палăртнине пурнăçлайман. Тĕлĕнмелле те, çулсерен усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси ÿсет пек, çав вăхăтрах çум курăкпа хупланнă лаптăксем чакма мар, хушăнсах пыраççĕ. Кăçал акă тĕрĕслев хыççăн татах 17,7 пин гектар усă курман çĕр тупса палăртнă. Элĕк районĕнче кăна 6305 гектар таран! Муркаш «3155 гектар», Канаш, Вăрмар, Йĕпреç, Куславкка енче те «2524-1215» чылай. Ăçтан тупăннă кун чухлĕ лаптăк; Ара, пĕлтĕр пурне те шута илнĕ мар-им; Сăлтавĕ вара тĕрлĕрен. Элĕксем хуçасăр çĕрсен хисепĕ ÿснипе сăлтавларĕç, теприсен те хуравĕ тупăнсах тăчĕ. Çапах тĕп сăлтавĕ çÿле суя кăтартусем тăратнипе те çыхăннă-тăр. Çĕрпе туллин усă курас яваплăх муниципалитет çине тиенет. Вĕсем çинче 70 процент таран çĕр.
Ларура ытти çивĕч ыйтăва та çĕклерĕç. Шупашкар, Красноармейски районĕсенче тупса палăртнă бруцеллез чирĕ юлашки вăхăтра пысăк шăв-шав çĕклерĕ. Вăхăтра мерăсем йышăнни çеç ăна сарăлма паман. Мĕнле лекнĕ вăл пирĕн республикăна; Каллех тивĕçлĕ çынсен явапсăрлăхĕ, урăх регионран ирĕк памасăр чирлĕ сурăхсем кÿрсе килнипе инкек сиксе тухнă. Апла малашне тата çирĕпрех ыйтма тивĕ.