АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăпчăк ыйхиллĕ ăстасем

03 июля 2009 г.

Етĕрне районĕнчи «Агрофирма «Волготрансгаз» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн филиалĕнче - «Родина» ял хуçалăх предприятийĕнче - ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен тата обществăлла выльăх-чĕрлĕхе искусствăллă майпа пĕтĕлентерекен техниксен XXX тата XXVIII конкурсĕсем иртрĕç.

Ăруран-ăрăва

Ăмăртусене хутшăнакансене саламланăн йăл-йăл кулса пăхакан сарă хĕвел шевлисем, салтак тÿми чечекĕсене аса илтерекен шап-шурă халатлă выльăх-чĕрлĕх пăхакансем - çакнашкал илемлĕ ÿкерчĕк тухса тăчĕ куç умне. Хуçалăхсемпе районсенче çĕнтернĕ чи ăста операторсемпе техниксем хутшăнчĕç ăмăртусене.

Паллă та пĕлтерĕшлĕ мероприятие Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă. Çакăн пек конкурссем выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи малта пыракансен опытне сарма, çĕнĕлĕхсемпе паллашма пулăшаççĕ. Йывăр та пархатарлă профессисене çĕнĕлле хаклама хистеççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ те тĕп вырăнта ял хуçалăхĕнче. Магазин сентрисене вырăнта туса илекен продукципе пуянлатма пулăшаççĕ, паха апат-çимĕçпе тĕнче рынокне çул хываççĕ. Тĕрĕссипе çĕр çыннисемпе выльăх-чĕрлĕх ăстисен ĕçĕ-хĕлĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çăкăрсăр, аш-какайпа сĕт-турăхсăр мĕнле-ха?

Савăнăçлă уява уçма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев, Етĕрне район пуçлăхĕ Евгений Яранский, ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Владимир Тихонов, «Волготрансгаз» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Жерар Мурадян, ял хуçалăх специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Пухăннисене саламланă май М. Игнатьев çакна палăртрĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ хута кайнăранпа республикăри ял хуçалăх отраслĕнче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Акакан-сухалакан лаптăксем пысăкланаççĕ, тухăç çулран-çул ÿссе пырать. Техника паркĕсем энерги ресурсĕ перекетлекен машина-тракторпа пуянланма тытăнчĕç. Çĕнĕлĕхсем выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те сисĕнеççĕ. Тĕнче стандартне тивĕçтерекен хăватлă оборудованисем вырнаçтарнă чаплă выльăх-чĕрлĕх фермисем Чăваш Енре те çĕкленеççĕ. Чăн та, хальлĕхе вĕсем нумаях мар, анчах малтанхи утăм тунă ĕнтĕ. Темиçе çул каялла вара вĕсем пирки ĕмĕтленме те пултарайман-тăр. Таса, сывлăша кондиционерпа тасатакан, ĕç-хĕле автоматика тăвакан фермăсемпе комплекссенчен тухас та килмест. Çĕнĕлĕх выльăх пăхаканăн пурнăç шайне, ĕç культурине ÿстерет.

- Выльăх-чĕрлĕх ăстисене малта пыракан çĕнĕ фермăсене кайса кăтартмалла, - терĕ министр. - Ĕçе çĕнĕлле йĕркелени продукци хăй хаклăхне чакарать, тупăш та ытларах кĕрет. Паха продукци те аван сутăнать. Эсир никамран малтан тăратăр та чи кайран çывăрма выртатăр. Эппин, сире валли тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса памаллах.

Тĕнчери кризиса, бюджет хĕсĕккине пăхмасăр патшалăх ял хуçалăхне пулăшассине чакарманни ĕçченсене шанăç кĕртет.

Конкурссене «Родина» хуçалăхра йĕркелени ахальтен мар. «Волготрансгаз» тулли мар яваплă пĕрлешÿ хуçалăха хăй хÿттине илни ăна аталанса çĕкленме çунат хушнă тейĕн. Унччен йывăррăн сывланă предприяти халĕ 100 гектар çĕр пуçне аш-какай, сĕт илессипе республикăра та малта. Акă Валентина Волковăпа Любовь Храмова пĕлтĕр кашни ĕнерен 7685-7264 килограмм сĕт сума пултарнă. Чăннипех пысăк çитĕнÿ! Хальхи вăхăтра кунта талăкра ĕне пуçне 20-25 литр сĕт сăваççĕ. Хуçалăхăн пилĕк ферма. Çавна май апат та самай кирлĕ. Симĕс массăпа витаминсен çăнăхĕнчен гранула хатĕрлеççĕ, утă, сенаж янтăлаççĕ. Конкурса пухăннисем кунти выльăх апачĕ хатĕрлес технологипе те кăсăклансах паллашрĕç. Фермăсене çĕнетсе юсанипе пĕрлех сĕт пăрăхĕсем, холодильник вырнаçтарнă. Шалу та аван - уйăхра вунă пине яхăн. Ертÿçĕсем çынсене тивĕçлипе канма, ĕçлеме условисем туса пама тăрăшаççĕ. Хуçалăха çичĕ çул ытла ĕнтĕ Владимир Иванович Тимофеев ăнăçлă ертсе пырать.

Чăваш Ен чысне

Раççейре çĕклĕç

Савăнăçлă самант хыççăн хĕрÿ ăмăртусем пуçланчĕç. Малтанах операторсемпе техниксем теори пайĕнче пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Вĕсем «экзамен» тытса тухасса коридорта, урамра пĕрле çитнĕ специалистсемпе ертÿçĕсем чăтăмсăррăн кĕтрĕç, ыттисемпе пĕрлех пăлханчĕç. Район чысне çÿлте тытас килет-çке.

- Мĕнле хуравларăн? - алăкран тухнă çамрăк хĕр патне чупса пычĕç иккĕн-виççĕн.

- Чиперех, тĕрĕсех каларăм-ха, - кĕскен тавăрчĕ сăпайлă пике.

Валентина Максимова Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăхран çитнĕ-мĕн. 24 çулта кăна-ха. Сĕт-çу ферминче вара 19 çултанпах тăрăшать. Тĕрĕссипе, çак ĕçе ачаранах хăнăхнă вăл. Амăшĕ, Зоя Андреева, районта кăна мар, республикăра та паллă доярка. Пĕлтĕр вăл ĕне пуçне 6 пин килограма яхăн сĕт сунă. Халĕ ăсталăха хĕрне парса, хăнăхтарса пырать. Валя ĕçленĕ хушăрах Вăрнар совхозтехникумĕнче пĕлĕвне малалла ÿстерет.

- Район ăмăртăвне иккĕ те хутшăннă-ха, анчах республика шайĕнче пĕрремĕш хут. Паллах, кунта йывăртарах, пăлханнипе пĕлни те пуçран тухса ÿкет, - пытармарĕ вăл. - Çапах çĕнтерес ĕмĕтпех çитрĕм.

Теори пайĕ хыççăн операторсемпе техниксем мĕн пĕлнине фермăра çирĕплетрĕç. Сăвăм аппарачĕсене вăхăтпа сÿтсе пуçтарчĕç, ĕне сурĕç. Санитари йĕркисене мĕнле пăхăннине те çирĕп тĕрĕслерĕ комисси. Çакă продукци пахалăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă-çке.

Конкурсăн иккĕмĕш кунĕ савăнăçлă самантпа вĕçленчĕ. Судьясен коллегийĕ чи пултаруллисене палăртрĕ. Ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен ăмăртăвĕнче каллех пĕлтĕрхи чемпион - Етĕрне районĕнчи «Заветы Ильича» хуçалăх доярки Валентина Андреева çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Вера Николаевăпа «Шупашкар районĕнчи «Приволжское» хуçалăх» Валентина Волкова «Етĕрне районĕнчи «Родина» хуçалăх». Выльăх-чĕрлĕхе искусствăллă майпа пĕтĕлентерекен техниксем хушшинче Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозри Наталия Садовникова мала тухрĕ. Елена Николаевăпа «Шупашкар районĕнчи «Атлашевский» кооператив» Валентина Леонтьева «Муркаш районĕнчи «Герой»» иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Çĕнтерÿçĕсене Михаил Игнатьев министрпа Етĕрне район пуçлăхĕ Евгений Яранский дипломсемпе чечексем, укçан преми парса чысларĕç. Çак кун ĕçре палăрнисене те хисеп турĕç. Етĕрне районĕнчи «Родина» хуçалăхри Валентина Волковăпа Любовь Храмова çитĕнÿсемшĕн ЧР ял хуçалăх министерствин тав хутне тивĕçрĕç. Вĕсем сĕт сăвассипе республикăра пĕлтĕр те палăрнăччĕ. Ольга Наумова «Етĕрне районĕнчи «Рассвет»», Анна Константинова «Елчĕк районĕнчи «Победа»» кăтартăвĕсем те пысăк. Иртнĕ çул 78 доярка кашни ĕнерен 5 пин килограмм ытла сĕт сунă, 24 çын вара 6 пин килограмм ытларах та.

Конкурс çĕнтерÿçи Валентина Андреева Чăваш Ен чысне Раççейри ăмăртура хÿтĕлĕ.

Л. НИКИТИНА.

С. ИГНАТЬЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика