10 июня 2009 г.
Красноармейски тăрăхĕнчи Кĕçĕн Шетмĕре пурăнакан Анатолий Николаевич Игнатьев районти чи çамрăк фермер шутланать. Çĕр ĕçне 22 çултах кÿлĕннĕ вăл.
Игнатьевсем тĕпленнĕ çĕнĕ урамри капмар та хăтлă çуртсенче пĕтĕмпех çамрăк çемьесем. Анатолипе Олеся та темиçе çул каялла çĕнĕ вырăнта çĕр илсе хуралтăсем, гараж тунă, пÿрт çĕклеме никĕс янă. Материалĕсем те хатĕр ĕнтĕ.
_ Строительство ĕçĕсене тытăнма вăхăт та хĕсĕкрех, укçа-тенкĕ те çитсе пымасть, _ пытармасть кил хуçи.
А. Игнатьев «Газпром» тулли мар пĕрлешĕвĕн районти предприятийĕнче вăй хурать. Канмалли кунсенче вара фермер хуçалăхĕнче тăрăшать, ларса канма та ерçÿ çук темелле. Мăшăрĕ хĕр пĕрчипе ларать. Тĕрĕссипе, килти хуçалăх ытларах Олеся çине тиенет. Ĕçĕ сахалах мар: 4 ĕне, пăру, икĕ сысна амипе çурисене пăхмалла.
_ Хам та сĕт сăватăп, пĕчĕкрен фермăра атте-аннене пулăшса ÿснĕ вĕт, _ тет Анатолий.
Ĕçе çăмăллатма сăвăм аппарачĕ те туяннă-ха, анчах темшĕн выльăхсен кăмăлне каймасть вăл, яхăнне те ямаççĕ.
_ Ун чухлĕ сĕте ăçта вырнаçтаратăр; _ ыйтатăп мăшăртан.
_ Куллен виçĕ ĕнерен 50-60 литр сăватпăр. Кĕçех тепри те пăруламалла, эппин, сĕт татах хушăнать. Унччен патшалăха сутнă. Халĕ çуррине çеç паратпăр, ыттине _ сысна çурисене. Мĕншĕн тесен туянакан хак тивĕçтермест.
Сĕт хакĕ йÿнелсе кайнипе Игнатьевсем сысна самăртса сутма тытăнасшăн. Çавна май витене татах анлăлатма палăртнă. Тырă хăйсемех çитĕнтереççĕ, ăна авăртма КДУ-2 агрегат та туяннă. Капла какай хăй хаклăхĕ йÿнĕрех ларать. Шел, агрегата хута яма 380 вольтлă çутă линийĕ кĕртесси те чăрмавлă паян. Çĕнĕ урамра официаллă электролини тума проект хатĕр-ха, анчах ĕçе вĕçне çитереймен. Тен, ун чухне çивĕч ыйтăва татса пама май килĕ-и; Сĕт хакĕ йĕркеленсен, тăкака саплаштарма пуçласан ĕнесен йышне вунна çитерме те хирĕç мар.
2007 çулта 25 гектар пай çĕрĕ илсе урпа акса хăварнă Игнатьевсем. Технологие пăхăнсах кайманни те систернĕ-тĕр, малтанхи çул тухăç чаплах тухман: гектар пуçне 10 центнер çеç. Пĕлтĕр вара йăнăшсене шута илсе ака-сухана тĕплĕн хатĕрленнĕ, удобрени хывнă, паха вăрлăхпа усă курма тăрăшнă. Ĕçлени сая кайман, гектартан тĕш тырă 25-30 центнер илнĕ. Урпана выльăх апачлĕх сутнă, люцерна вăрлăхĕ те аван кайнă. Чĕр тавара вырнаçтарма Игнатьев хăех çул-йĕр шыранă, туянакансене тупнă. Çавăнпах-и акакан-сухалакан лаптăка 35 гектара çитернĕ. Урпа, викăпа сĕлĕ хутăшĕ акса хăварнă.
_ Çĕр улми те лартасшăнччĕ, вăрлăхне те янтăларăм. Шел, ĕлкĕреймерĕм тата ăна валли техника та çителĕксĕртерех.
Техника тенĕрен, фермерăн виçĕ трактор, «Нива» комбайн, груз турттармалли машина тата ытти те пур. Нумайăшĕ кивĕрех темелле. Çĕннине туянма тин ура çине çĕкленекен хуçалăх вăй çитереймĕ. Пуррине те акционерсен «Раççей ял хуçалăх банкĕ» уçă пĕрлешĕвĕн хушма офисĕнчен 400 пин тенкĕ çăмăллăх кредичĕ илнипе, хăйсен укçи-тенкине хушнипе туяннă.
_ Юрать кредит пачĕç, унсăрăн ĕç пуçарма кансĕр, _ палăртать кил хуçи.
Хĕрÿ ĕççинче, вырмара ытти çынсене те явăçтарма тивет. Комбайнерпа механизатора тивĕçлипе тÿлеме тăрăшать вăл. Кунне 800-1500 тенкĕ таран ĕçлесе илнĕ вĕсем. Тивĕçлипе хакламасан малашне кама шанăн; Кăçал акă каллех 30 гектар пай çĕрĕ арендăна илсе кĕрхисем акма ĕмĕтленет Анатолий. Йĕркеллĕ аталанса кайсан, ура çине çирĕп тăрсан, тен, пĕчĕк коллектив та чăмăртанĕ-и;
Игнатьевсен хушма хуçалăхĕ техникăпа тулнă темелле. Пахчара та, кил картишĕнче те лараççĕ. Ятарлă вырăн, гараж çуккипе хĕсĕнме тивет. «Аякка лартма та хăрушă, самантрах кукăр алăллисем тапăнаççĕ», _ тет А. Игнатьев. 60 тонна кĕрекен тырă хранилищи те пахчарах унăн. Хушма хуçалăх _ фермерăн тĕп бази те.
Çĕр ĕçĕ, выльăх-чĕрлĕх усрани çемьене пĕлтĕр 500 пин тенкĕ тупăш кÿнĕ. Малашне ытларах та илме ĕмĕтленеççĕ.
_ Çамрăклах çĕр ĕçне кÿлĕнме мĕн хистерĕ; _ ыйтатăп унран. _ Эсир ахаль те лайăх шалуллă вырăнта вăй хуратăр;
_ Эпĕ ялта, çĕр ĕçĕпе ÿснĕ, çавăнпа унран ниепле те уйрăлаймастăп. Хулана ылтăн вĕренпе сĕтĕрсен те, чаплă хваттер парсан та каймастăп. Чун ялах туртать. Çуркунне калча ешерсе шăтса тухнине курса, тăри юррине итлесе савăнатăп. Вырмара сап-сарă тырăпа юхса тулакан пÿлме кăмăла çĕклет. Эпĕ ĕçлемесĕр, вăхăта усăсăр ирттерекен çамрăксене ăнланма пултараймастăп. Чÿречерен пăхса е халап çапса ларнипе нимĕн те пулмасть.
_ Тыр-пул ÿстерме юрататăр пулсан пуçĕпех çĕр ĕçĕ çине куçас шухăш çук-и; Тĕллеве пурнăçа кĕртме вăхăт та çителĕклĕ пулĕ;
_ Куçăттăм, анчах ял хуçалăхĕнчи вылянса тăракан хаксем хăратаççĕ: паян тупăш, ыран тăкак та пама пултарать. Тата капла çăмăллăх кредичĕ илме май пур. Фермерсене салук çуккипе ăна парасшăнах мар.
Анатолий Николаевич сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Кĕçĕн Шетмĕри Игнатьевсен çемйи спортпа туслă. Пиччĕшĕсен ячĕпе вырăнта ăмăртусем те йĕркелеççĕ. Ялти обществăлла ĕçрен юлмаççĕ. Ытти çамрăкшăн чăннипех ырă тĕслĕх.
- Хальхи вăхăтра ялта та тату та тулăх пурăнма май çителĕклех, - терĕ вăл сыв пуллашнă май, - ÿркенмелле мар кăна. Пирĕн енче вара ĕçчен те пултаруллă яш-кĕрĕм пайтах. Вĕсем тăван енчех çемье çавăрса çурт-йĕр çĕклени ял пурнăçĕ çĕнелсе улшăннине çирĕплетет те.
Сăн ÿкерчĕкре Игнатьевсен çемйи.
Л. Никитина.