10 июня 2009 г.
Тирпей-илем хамăршăн
Элĕк тăрăхĕнче чылай вăхăт пулманран улшăнусем тÿрех сисĕнчĕç. Пытармалли çук, иртнĕ çул çÿревре район центрĕнчи сапаланса выртакан çÿп-çап кăмăла самай хуçнăччĕ. Халĕ таса та хăтлă урамсемпе утма та кăмăллă. Çĕнĕ тротуарсем, парксемпе скверсем хушăннă, çуртсем те илемленсе çĕнелнĕ.
- Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене чылай хушă тĕпрен юсаса çĕнетмен, унтан-кунтан сапланипех çырлахнă. Халĕ çак ĕçе «Çурт-йĕр» тулли мар яваплă пĕрлешĕве шанса панă май тинех йĕркелĕх сисĕнме тытăнчĕ. Пĕлтĕр икĕ çуртăн çи виттине юсаса çĕнетрĕç, теприне хăтлăх кÿчĕç. Йăлтах Элĕк ял тăрăхĕн укçипе, - пĕлтерет унăн пуçлăхĕ Валериан Семенович Николаев.
Урамсене, ялсене асфальт çул çитернипе пĕрлех тротуар та сарса пама тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр Гагарин, Совет, Октябрь урамĕсенче те тротуар тăвассине пĕлтерсен халăх сасартăк хирĕç пулнă. Çынсем çурт умĕпех шаклаттарса утса иртни кăмăла кайман пулас. Çапах ÿкĕте кĕртнĕ хыççăн ĕçе вĕçлеме пултарнă. Халĕ пурте кăмăллă. Аслă çулпа транспортран хăра-хăра утни мар ĕнтĕ. Лару-тăру улшăннине кура ытти урамсенче те тротуар сарса пама ыйтма тытăннă. Район центрĕнче унсăр епле-ха?
- Кăçал аслă çулпа тротуар хушшинчи лаптăкра чечексем те лартса хăварасшăн-ха, - пытармасть ĕмĕтне В. Николаев.
Çуркунне тата кĕркунне «Йывăç кунĕ» ирттересси те йăлана кĕнĕ кунта. Вĕсем тăрăшнипе 3252 çамрăк хунав лартса хăварнă. Пархатарлă ĕçе ача-пăчана та явăçтараççĕ. Çакă тăван ене юратма, тавралăха упрама вĕрентессе шанса тăраççĕ аслисем. Районти Культура çурчĕ умĕнче фонтан вырнаçтарма проект хатĕрленĕ. Элĕкри пĕвене тасатса канмалли вырăн та тăвасшăн. Салари çурт-йĕре, карта-хуралтăна çĕнетессипе те нумай ĕçлеççĕ. Ведомство çурт-йĕр фондĕнче шутланнă çуртсенче уйрăмах ĕç чылай. Вĕсене вун-вун çул строительсен алли пырса тĕкĕнмен, ял тăрăхне панă май лару-тăру улшăнасса шанса тăраççĕ. Уйрăм çуртсем умĕнчи картасене те хуçисем кам мĕнле тытнине кура ял тăрăхĕн бюджетĕнчи укçапах тепĕр хут çĕнетме пулăшнă.
Салара юхăннă нумай хваттерлĕ çуртсем те пур-ха. Каллех пуç ватмăш. Унта пурăнакансене хăтлă хваттерсене куçарма палăртнă ĕнтĕ.
Шел, хăнăхнă йăлапа, укçа перекетлесе çÿп-çап турттарма килĕшÿ туман предприяти-организацисем, уйрăм çынсем халĕ те ăптăр-каптăра çырмана, вăрмана тултарма хăтланаççĕ.
- Ялсем тăрăх ятарлă рейда тухатпăр, тавралăха варалакансене асăрхаттаратпăр. Хăш-пĕр чухне çирĕп мерăсем те йышăнма тивет, - тет ял тăрăхĕн ĕçченĕ Валентина Павловна Андреева.
Чăн та, ырă пуçару вăй илнипе пĕрлех пуçтахсем те тĕлĕрмеççĕ. Парксемпе скверсене вараланипе пĕрлех пурлăха аркатса юрăхсăра кăлараççĕ. Çапах ырă йăла çĕнтерессе, çамрăксен шухăш-кăмăлĕ улшăнасса шанаççĕ кунта.
Тирпей-илем пирки тĕплĕн шутланă май чи лайăх ял, çурт, хушма хуçалăх конкурссем те йĕркелеççĕ-ха. Пĕлтĕр акă Синерти Илларионовсем, Элĕкри Васильевсем çĕнтерÿçĕсен ятне тивĕçнĕ.
- Халăха таса шывпа тивĕçтересси мĕнле пырать? - кăсăкланатăп хама канăç паман ыйтупа.
- Нумай хваттерлĕ çуртсене шыв йĕркеллех пырса тăрать. Уйрăм çуртсене тивĕçтерме пăрăхсем хывасшăнччĕ, анчах халăх хирĕç. Мĕншĕн тесен кашниннех çăл пур, шыва насуспа пÿртех кĕртмелле тунă, хушма тăкак кама кирлĕ? Çапах ялсенчи колонкăсене, обществăлла çăлсене юсасах тăратпăр, - пулчĕ хурав.
Çĕр хуçи кам?
Çĕр ыйтăвĕ Элĕк ял тăрăхĕнче те çивĕч тăрать. Çапах та 1456 хуçалăх вĕт. Хальхи вăхăтра 490 пай çĕрĕнчен чылайăшĕ регистраци витĕр тухнă. Ял тăрăхĕпе налук служби ыттисен хуçисене палăртассипе ĕçлеççĕ, вĕсене çĕршĕн налук тÿлемелли çинчен асăрхаттараççĕ.
- Нумайăшĕ хăйсен лаптăкĕ ăçта вырнаçнине те пĕлмест, маннă, - пăшăрханса калаçать Валентина Павловна. - Пушă çĕр юхăнать, çум курăкпа хупланать, налук та пухăнмасть.
Чăн та, хăшĕ-пĕри çĕршĕн тÿлемесси пирки асăрхаттарсан кăна хăйсен пай çĕрĕ пуррине аса илнĕ... Юрать фермерсем пур. Хальхи вăхăтра вĕсем 433,86 гектар акса-туса илеççĕ. Журавлев, Митрофанов, Романов тата ыттисен хуçалăхĕсем вăй пухса пыни савăнтарать. Анчах вĕсемшĕн те пушă выртакан ана-çаран - хушма йывăр çĕклем. Эппин, хушма хуçалăхсене аталантармалла. Вырăнсенче ăнлантару ĕçне туни харама кайман, çăмăллăхпа кредит илекенсен йышĕ чылай. Пĕлтĕр çеç 100 çемье 14332 пин тенкĕлĕх кредитпа усă курнă. Хальхи вăхăра та çак ĕç малалла пырать. Выльăх-чĕрлĕх усракансем, паллах, çĕрпе те тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Çапах юлашки вăхăтра выльăх йышĕ чакни те сисĕнет. Ял хуçалăх предприятийĕсем арканнă май утă-улăм, тырă илесси йывăрланнă. Тата Чăваш Енри Çĕр саккунĕнчи тÿрлетÿсем хыççăн «2009 çулхи мартăн 24-мĕшĕ» пай çĕрĕсем çинче кĕтÿ çÿретнĕшĕн, утă çулнăшăн тÿлеме тивĕ малашне. Ял хуçалăх продукчĕсем йÿнелсе юлни те тăкака ÿстерет. Çитменнине ăна вырнаçтарма та чăрмавлă. Сĕт пуçтараççĕ-ха. «Аликово-молоко» ял хуçалăх кооперативĕпе райпо ăмăртмалла тенĕн туянаççĕ халăхран, анчах хакĕ ытла та пĕчĕк. Çĕмĕрле тăрăхĕнчи пайтаçăсем те Элĕк енне çул хывма, вырăнтисенчен чĕр тавара хаклăрахпа туянма хăтланни кăлăхах пулнă. Сĕте йÿнĕпе те пулин вырăнтах сутма май пулсан, пахча çимĕçе уйрăм çынсенчен туянакансем çукпа пĕрех.
- Эпир çак енĕпе кооперативсем йĕркелеме пулăшма та хатĕр, анчах килĕшекен çук, - теççĕ ял тăрăхĕнче. - Мĕншĕн тесен вăл тупăшлă мар. Улма-çырлапа çăмăлрах - райпо туянать-ха. Ыттисен пасарта сутма тивет. Ял хуçалăхĕнчи хаксене йĕркелесе тытса пыни кирлех. Çакă предприятисемшĕн кăна мар, хушма хуçалăхсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Ял çыннисен социаллă пурнăçне те çĕклеме пулăшĕ.