10 июня 2009 г.
Канмалли кунсем умĕн тăван яла çитрĕм те, магазин патне çывхараспа çынсен ушкăнне асăрхарăм. «Мĕн сÿтсе яваççĕ-ши Кивĕшелттемсем?» - пырса интересленмесĕр чăтаймарăм эпĕ.
Пикенсех район хаçачĕ вулаççĕ иккен.
- Кур-ха, мĕн тери илемлĕ те лайăх тухать халь пирĕн «Канаш Ен». Алла тытма кăмăллă вĕт! Ытти çулсенче сăн ÿкерчĕксенчи çынсене те палласа илме çукчĕ, - пĕрне-пĕри пÿлсех хăпартланса калаçма тытăнчĕç хамăр ялсем...
Мĕнре-ши вăрттăнлăхĕ? «Канаш Ене» Шупашкарта, «Çĕнĕ Вăхăт» издательствăра кăларма тытăннă-мĕн.
- 2006 çулта эпир хаçат-журналпа та ĕçлеме пуçларăмăр, - тет республикăра çеç мар, ытти тăрăхра та палăрнă полиграфи предприятийĕн - «Çĕнĕ Вăхăт» издательствăн директорĕ Алексей Сорокин. - Хальхи вăхăтра пирĕн патра 7 район хаçачĕ пичетленет. Малтанах «Çĕнтерÿшĕн» «Йĕпреç районĕ», «Шăмăршă хыпарĕ» «Шăмăршă районĕ», «Пирĕн пурнăç» «Хĕрлĕ Чутай районĕ», «Каçал Ен» «Комсомольски районĕ» редакцийĕсемпе килĕшÿ турăмăр, кăçал «Порецкие вести» «Пăрачкав районĕ», «Ял ĕçченĕ» «Тăвай районĕ», Елчĕк Ен «Елчĕк районĕ» хаçатсемпе килĕшÿсем çыртăмăр.
Ялсенче пурăнакансене хăйсен тăрăхĕсенчи хаçатсем илемлĕ сăн-сăпачĕпе кăмăлĕсене çĕклеччĕр тетпĕр. 2009 çула Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернине асрах тытатпăр. Тыр-пул ăстисене, ырми-канми хастарсене, республика ялĕсене халалласа А. Ефимовăн «Тырă пусси хумханать. Колхоз агрономĕ çырнинчен», А. Ананьевăн «Вăрманкас Юнтапа ялĕ. Ĕлĕкхипе хальхи», Н. Розовăн «Нихçан манас çук... Тутарстан Республикин Теччĕ районĕнчи Çĕньял çыннисем», С. Отрывановăн «Край Норусовский», Т. Верендеевăн, Г. Мочаловăн, З. Сурковăн «Край родной Синьял Покровский» историпе этнографи очеркĕсене, аса илĕвĕсене кăлартăмăр.
Пирĕн заказчиксен йышĕнче - Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви, вĕрентÿпе çамрăксен политикин, экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствисем, Чăваш наци конгресĕ, акционерсен «Дорисс» уçă пĕрлешĕвĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, ял хуçалăх академийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Мускав патшалăх уçă университечĕн политехника институчĕ «филиалĕ», Патшалăх службин Атăлпа Вятка тăрăхĕнчи академийĕ тата ыттисем те.
Чăваш Енĕн паллă çыравçисемпе, ученăйĕсемпе, тавра пĕлÿçисемпе те тачă çыхăну йĕркеленчĕ. Акă тинтерех кăна чăваш аваллăхне çĕнĕ куçпа тишкерсе хаклакан Г.П. Кеннамăнăн «Геннадий Петрович Егоровăн» 416 страницăллă, хитре хуплашкаллă, питĕ сумлă та интереслĕ ĕçĕ - «Скифы - потомки Моисея, Шумера и Египта» кĕнеки кун çути курчĕ. Мăн-мăн-мăн асаттемĕрсен - скифсен «шумерсен, Египет çыннисен» историйĕ яр уççăн курăнать унта. Чăннипех тĕлĕнмелле хăй евĕр, курăмлă тĕпчев. «Çĕнĕ Вăхăт» юлашки вăхăтра кÿнĕ «çыруллă парнесен» шутĕнче çавăн пекех - Стихван Шавлин «Çĕр çинчи йĕрсем. Следы на земле» чăвашла-вырăсла сăвă пуххи, В. Кузьминăн 3 томран тăракан «Тымар» романĕ, «Чувашия глазами этнографа: поиски и находки» статьясемпе очерксен, рецензисен çаври, «Çулталăк кĕнеки - Календарь года на 2009 год», Микиш Павăлĕн «Хăтăлаймастăн, Похлебкин» фельетонĕсемпе шÿтлĕ калавĕсен ярăмĕ, «Вернулся на Родину... Судьба поэта Романа Иванова», Л. Егоровăн «Шкулти уявсем» вăйă-конкурс пуххи, Ю. Ковалевăн «Асамлă вырăнсем» сборникĕ. Пирĕнпе чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши, Виталий Станьял литература тĕпчевçи, Василий Дмитриев академик, Виталий Енĕш çыравçă, Евгений Ерагин тавра пĕлÿçĕ, истори наукисен докторĕ Геннадий Тафаев, халăх сăмахлăхĕн тĕпчевçи Эдисон Патмар тата ытти паллă çын туслă çыхăну тытаççĕ.
- Алексей Вениаминович, Патшалăх пичет архивĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2008 çулта Чăваш Енре мĕнпурĕ 1262 кĕнеке тухнă, вĕсенчен 239-ăшĕ сирĕн издательствăра.
- Урăхла каласан, республикăри кашни 5-мĕш кĕнеке пирĕн патра çутă кун курнă. «Çĕнĕ Вăхăт» пичет продукцийĕ кăларас енĕпе Чăваш патшалăх университечĕн типографийĕ хыççăн иккĕмĕш вырăнта пырать, ытти полиграфи предприятийĕнчен чылай малта. Сăмахран, «Чăваш Ен» издательствăпа полиграфи комплексĕ 76, Шупашкарти 1-мĕш типографи 42 кĕнеке пичетленĕ.
- Çак тĕслĕхсем авторсем «Çĕнĕ Вăхăт» ĕçĕ-хĕлĕпе, кĕнекесен пахалăхĕпе, хакĕсемпе кăмăллă пулнине кăтартаççĕ, паллах. Калăр-ха, Алексей Вениаминович, эсир специальноçпа историк, кĕнеке кăларас ĕçрен айккинче тăмалла пек, çапах та çак пархатарлă та сăваплă, халăха пĕлÿ çăл куçĕ парнелес ĕçе кÿлĕннĕ...
- Эпĕ пĕчĕкренех чăваш кĕнекисене юратса ÿснĕ. Чăваш халăх писателĕн Леонид Агаковăн, Мĕтри Кипекĕн романĕсемпе повеçĕсене алăран яман, каçса кайса вуланă. Çак юрату мана пурнăçра хамăн вырăна тупма пулăшрĕ, 2004 çулта «Çĕнĕ Вăхăт» издательство уçма хавхалантарчĕ. Пирĕн предприяти халăхра ырă ят çĕнсе илни кăмăла çĕклет. Коллективра пысăк опытлă, хăйсен ĕçĕсене лайăх пĕлекен пултаруллă ăстасем вăй хунине те палăртас килет. Германирен кÿрсе килнĕ паха техника лайăх та йÿнĕ пичет продукцийĕ хатĕрлесе кăларма май парать.
- Эсир вулакансене çĕнĕлĕхсемпе савăнтарсах тăнине те асăнса хăвармалла пулĕ.
- Анчахрах издательство çуртĕнче «Чăваш кĕнекин центрĕ» йĕркелерĕмĕр. Халĕ кунтах кĕнекесем туянма пулать. Уйăхра 1 хутчен «Çĕнĕ вăхăт - çĕнĕ кĕнекесем» информаци кăларăмĕ тухма тытăнчĕ. Çĕнĕ кĕнекесемпе издательство сайтĕнче те, пирĕнпе çыхăнса ĕçлекен организацисен сайчĕсенче те паллашма май пур. Чăваш Енри тата республика тулашĕнчи кĕнеке туянас шухăшлă организацисене, чăваш культура центрĕсене пичетрен тухакан кĕнекесен списокĕсене ярса пама тытăнтăмăр. Халăхăмăра чун çимĕçĕпе тивĕçтерсе тăма яланах хавас эпир.
Пирĕн калаçăва издательствăна черетлĕ ал çырăвĕпе килнĕ Чăваш тавра пĕлÿçисен ертÿçи Виталий Станьял та хутшăнчĕ.
- Чăваш тавра пĕлÿçисемпе çыравçисемшĕн «Çĕнĕ Вăхăт» - тĕлĕкре ĕмĕтленнĕ телей кайăкĕ! Чăваш Енпе Атăл тăрăхĕнчи тавра пĕлÿ юхăмне çĕнĕ сывлăш вĕрсе кĕртрĕ вăл. Халĕ кунта Самар, Саратов, Ульяновск, Мускав, Чулхула облаçĕсенчи, Мускаври, Тутарстанпа Пушкăртстанри, Çĕпĕрти сумлă авторсемпе организацисем те тĕлĕнмелле илемлĕ, таса кĕнекесем кăлараççĕ.
- Алексей Вениаминович, çитес вăхăтра мĕнле кĕнекесем çитĕç-ши вулакансем патне?
- И. Вязовăн «Оринин аваллăхĕ», А. Львовăн «Манăçми сăнарсем», Б. Панфиловăн «Ожерелье судьбы», В. Алмантайăн «Предания старины далекой», С.Николаевăн «Наследие космонавта - 3», П. Тихоновăн «Лесоводы Чувашии», Е. Турханăн «Ăçта эсĕ, юратăвăм?», М. Мерченĕн «Пĕр тумлам куççуль» кĕнекисем.
КĔскен:
«Çĕнĕ Вăхăт» издательство директорĕ Алексей Вениаминович Сорокин Элĕкре 1979 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ист
«Çĕнĕ вăхăт - çĕнĕлле»

«Çĕнĕ Вăхăт» издательство директорĕ Алексей Вениаминович Сорокин Элĕкре 1979 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетĕнчен вĕренсе тухнă. ЧР халăх академийĕн член-ассистенчĕ.
Вăл ертсе пыракан издательство адресĕ: 428034, Шупашкар, Павлов мичман урамĕ, 50№1 çурт.
Тел.№факс:«8352» 412798,
89022874346.
П. ÇĂлкуç калаçнă.
ори факультетĕнчен вĕренсе тухнă. ЧР халăх академийĕн член-ассистенчĕ.