АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çĕр çине хăрах урапа пуссан…»

13 апреля 2009 г.

Фермер хуçалăхĕсен малашлăхĕ нумайăшне иккĕлентеретчĕ. «10-20 гектар çĕрпе, кивĕ техникăпа ĕç кăларса пĕтеретĕр-ши» - тесе уççăнах калатчĕç. Фермерсем ытларах хăйсене кăна шанма тивнине аван ăнланнă-ха. Анчах умри йывăрлăхсем вăй-хала шеллемесĕр тăрăшма хавхалантарнă çеç вĕсене. Чылай ял хуçалăх предприятийĕ панкрута тухрĕ акă, уйрăм хресченсем вара çĕкленсе вăй илчĕç. Ĕнтĕ çĕр лаптăкĕ те тахçанах çирĕм гектартан иртнĕ, техника паркĕ те пуян. Уй-хир ĕçченĕсем шав малаллах ăнтăлаççĕ. Тен, çакă шурлăхра путма памасть вĕсене;

Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти Владислав Пархаткин вунă çул ĕнтĕ фермер хуçалăхĕн йывăр лавне туртать. 1, 3 гектар çĕрпе ĕçлеме пуçланă вăл. Ялта çитĕнсе ÿснĕскер пурнăç çулне тăван енпех çыхăнтарма шут тытнă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн вырăнти совхозра инженерта ĕçлеме тытăннă. Шел, хуçалăх панкрута тухни унăн ĕмĕтне çапса хуçнă, çĕнĕ çул-йĕр шырама хистенĕ. «Ялта та ĕçсĕр, укçа-тенкĕсĕр пурăнаймăн. Çĕр-аннемĕре лайăх пăхсан, агротехникăна пăхăнсан тупăш илме пулатех», _ шухăшланă Владислав.

«Çĕр шурлăх пек, хăрах урапа пуссан та вĕçертмест», _ тенĕччĕ пĕр фермер. Тĕрĕсех иккен, В. Пархаткин та пархатарлă, анчах йывăр çĕр ĕçне пăхмасăр лаптăкĕсене ÿстерсех пынă. Халĕ унăн ик çĕр гектара яхăн, пысăк пайĕ арендăна илнĕскер. Техника паркĕ те пуян: тракторсем, икĕ тĕш тырă комбайнĕ... Лаптăкра тĕш тырă, çĕр улми туса илет. Шел, тыр-пул тăкака саплаштарайман, хаксем чакса кайнипе сутма килĕшмен. Паха тырра мĕншĕн çурма хакпах парса ямалла тет; Анчах хранилищĕре выртаканни те тупăш кÿмест çав. Мĕн тумалла, эппин, унпа; Тĕп тупăш çăл куçĕ _ çĕр улми, 40 гектар йышăнать вăл. Лайăх упрасан çулталăкĕпех сутса укçа тума май пур. Хальлĕхе хранилищĕне те арендăна илме тивет. Ура çине çирĕп тăрсан хранилище те пулĕ-ха. Энерги ресурсне перекетлекен техника туянни те пăсмасть. Вăй çитсен, тен, ана-çаран лаптăкне те ÿстерĕ-и;

Тĕллевĕсем пысăк Владислав Пархаткинăн. Ăна пурнăçа кĕртме çывăх çыннисем, мăшăрĕпе ывăлĕ те пулăшса, хавхалантарса пыраççĕ. Ака-сухана хатĕрленнĕ май техника паркĕнчен тухма пĕлмест вăл. Ăнăçлăх, хĕрÿ ĕççи йĕркеллĕ иртесси машинăпа трактор юсавлинчен те килет. Фермер хуçалăхĕнче тăрăшакан механизаторсем те çакна аван ăнланаççĕ. Хуçапа пĕрлех техникăна тĕплĕн тишкереççĕ. Çур акинче вак-тĕвек ĕç те чăрмав кÿме пултарать. Эппин, хĕрÿ тапхăра тивĕçлипе кĕтсе илмелле.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика