АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн шăтса тухĕ?

13 апреля 2009 г.

Раççей ял хуçалăх министерствин ÿсен-тăран департаменчĕн директорĕ П. Чекмарев калани шухăша ярать: «Кăçал кондицие çитмен вăрлăх акакансем минерал удобренийĕшĕн, çунтармалли-сĕрмелли материалсемшĕн субсиди тата ытти çăмăллăх илеймĕç». Ара, çакă хăш-пĕр регионпа пĕрлех Чăваш Ене те пырса тивет. Пирĕн те кондициллĕ вăрлăх сахал-ха.

Паха вăрлăх - пулас тухăç

Мĕн акатăн - çавă шăтать тенĕ. Пулас тыр-пул тухăçлăхĕ, уй-хир тупăшлăхĕ вăрлăх пахалăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Эпир акса хăварнă вăрлăхран мĕн шăтса тухĕ-ши; Кăçалхи мартăн 20-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 49, 8 пин тонна тĕрĕсленĕ. Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче вăрлăх кирлин 79-80 проценчĕ чухлĕ янтăланă. Лару-тăру Шупашкар, Çĕмĕрле, Муркаш, Пăрачкав, Канаш енче те йывăр. Уй-хире япăх вăрлăхпах шуратасшăн-ши; Çав хушăрах Комсомольски, Елчĕк, Етĕрне, Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç тăрăхĕсенче паха вăрлăх 81-84 процент таран.

Паянхи кун тĕлне тĕрĕсленĕ вăрлăхăн 28 проценчĕ тасамарлăхĕпе, 4 проценчĕ шăтаслăхĕпе кондицие лармасть. Çур аки хапхаран шаккать пулин те, хуçалăхсенче ăна сортласа тасатас ĕçе кирлĕ пек йĕркелемен. Пилĕк кун хушшинче паха вăрлăх виçĕ процент кăна хушăннă. Ĕç-хĕле хăвăртлатма сортласа тасатакан техника юхăнса çитни те чăрмав кÿрет. Çапах чи пысăк сăлтавĕ _ ÿрĕк-сÿрĕклĕх, ертÿçĕсемпе специалистсем халĕ те хĕл ыйхинчен вăранайманни. Акă Шупашкар, Элĕк, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенче ку енĕпе икшер-виçшер звено çеç тăрăшать. Çакнашкал хăвăртлăхпа вăй хурсан кĕр акиччен те вĕçленеймĕ.

Шел, сорта лайăхлатасси, ылмаштарасси те республикăра йывăррăн пырать. Элита вăрлăх çулран-çул сахалланать. Хуçалăхсенче паха вăрлăх 4 пин тонна «хывнин 9 проценчĕ» çеç. Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă районĕсенче вара пачах çук. Ăна туянса тăкакланасшăн мар-ши е ăçтан илмеллине пĕлмеççĕ; Паха материал шыраса тĕнче хĕррине те каймалла мар-çке, ăна «Колос», «Приволжское» хуçалăхсенче, «Санары», «Малалла» агрофирмăсенче, Чăваш наукăпа тĕпчев институчĕн хуçалăхĕнче ирĕклĕнех туянма май пур.

Республикăри хуçалăхсенче çĕр улми вăрлăхне 42, 5 пин тонна янтăланă. Çав шутран 70 проценчĕ кăна сортлă шутланать. Ыттисен те хускалма, йĕркеллĕ вăрлăх туянма вăхăт. «Çĕр улмине мухтав» агрофирмăра, «Ударник», «Журавлев» фермер хуçалăхĕнче тĕрлĕ сорт çителĕклех.

Уй-хире тухакан вăрлăх тĕш тырă пахалăхне те витĕм кÿрет. «Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕнче пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕрхи тухăçăн 68 проценчĕ кăна апат-çимĕçре усă курма юрăхли палăрнă. 2007 çулхипе танлаштарсан вара апат-çимĕçлĕх туллăн хисепĕ 13 процент чакнă. Хуçалăхсем ăна выльăх апачлĕх туса илме тăрăшни шухăшлаттарать. Çак тĕллевпе тăкакланма кирлех-ши; Ун валли ахаль те фураж культурисем туллиех.

Сăтăрçăсенчен сыхланар

Агрономсен умĕнчи тепĕр задача _ вăрлăха пĕлсе имçампа чÿхесси. Паллах, кунта вăрлăхăн инфекци пуррине те шута илмелле. Эппин, акмалли материала фитоэкспертизăна тăратмалла. Кăçалхи хĕл кĕрхи культурăсен тата нумай çул ÿсекен курăксене юр кăвакăшĕпе чирлесрен пĕчĕклетрĕ темелле. Çĕр тарăн шăнни, юр сахал ÿкни, сивĕ хĕл кунĕсем çак чир-чĕре сарăлма памарĕç. Анчах ÿсен-тăран вăйсăрланчĕ, çавăнпа кĕрхисене ирех кăпăшкалатса апатлантармалла. Юр сахаллипе нÿрĕк çителĕксĕртен май уйăхĕнчи типĕ çанталăкра тĕш тырра, хĕрес чечеклисен культурисене, кăшмана вĕт пăрçасем тапăнма пултараççĕ. Склеротиниоз сарăлас хăрушлăх та пысăк. Çакă пусă çаврăнăшне пăхăнманнипе, çĕртме çителĕксĕр тунипе, çĕре йĕркеллĕ хатĕрлеменнипе çыхăннă. Вăрлăхлăх хывнă тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене тĕрĕсленĕ хыççăн 66 проценчĕ чир-чĕрпе сиенленни палăрнă. Хÿтĕлев мероприятийĕсем ирттерни, тухăçа вăхăтра пухса кĕртни тымар çĕрнине чакарма пулăшнă, анчах вăрлăх кăвакарнине, вутпуççи, септориоз, бактериоз чирĕсен çулне пÿлеймен. Выльăх апачлĕх пăрçа йышши культурăсем вара антракнозпа, бактериозпа, аскохитозпа, фузариумпа аптăрани паллă. Çавăнпа вăрлăха имçампа пĕлсе чÿхемелле.

Чир ертекен сахал пулсан экологи енчен хăрушсăр тата йÿнĕрех «Бактофит», «Планриз», «Фитоспорин» биопрепаратсемпе усă курмалла. Вĕсем ÿсен-тăрана чир-чĕртен сыхлама, продукци хăй хаклăхне, пестицид тиевне чакарма пулăшĕç. Чир-чĕр анлă сарăлсан хими препарачĕсемпе имçамлама тивет. Биологи тата хими препарачĕсене пĕрле усă курни те лайăх пулăшать. Хими меслечĕн эффективлăхĕ пысăк, биопрепаратсемпе имçамласан калча 1-2 кун маларах шăтса тухать. Çакă çĕрте нÿрĕклĕх пĕчĕк пулсан, сивĕ тăрсан лайăх. Имçампа нормăран ытлашши усă курни те вăрлăхпа калчана сиенлемест.

Вăрлăх вăйлă сиенленсен, уйрăмах вутпуççипе, хими препарачĕсĕр пĕтереймĕн. Кунта «Тебуконазол», «ТебуконазолĂ пропиканозол» имçамсем лайăх пулăшĕç. Протравитель ÿсен-тăрана акнă хыççăн 30 кун сыхлать. Мĕншĕн тесен çанталăка тата тăпра пахалăхне кура йĕркеллĕ шăтса тухаймасăрах çĕрнĕ тĕслĕх чылай. Ытти мерăсем «тивĕçлĕ агротехника, ÿсен-тăрана ÿснĕ тапхăрта хÿтĕлени» йышăнни лару-тăрăва улăштарĕ. Йăнăшас мар тесен усă курма ирĕк панă, патшалăх сертификатне тивĕçтерекен, регистрациленĕ препаратсем туянмалла.

Пĕлтĕр тĕш тырă культури пăнчăллă гельминтоспориозпа чирлесси ÿснĕ. Кăçал вăл сарăласси пысăк: инфекци вăрлăхра, çĕрте лайăх упранать. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ май тĕрлĕ сăтăрçăсемпе чир-чĕр те хушăнĕ. Çумăрлă çура ÿсен-тăрана шурă янкар, тутăх, тымар çĕрĕкĕн чир-чĕрĕ тапăнма пултарать. Шăрăх çанталăкра вара тĕш тырă чечекленсе пучаха ларнă тапхăрта трипс тапăнса тухăçа чакарĕ. Юлашки çулсенче ăшă çанталăк тăнипе кăнтăр регионĕсенче тĕл пулакан сăтăрçăсем те пирĕн тăрăха çитни палăрать. Республикăри кăнтăр районĕсенче çăкăр пучахлă тырăсене сиенлекен Кузька-нăрă тĕл пулма тытăнчĕ. Фитономус та люцерна çулçине самай сăтăр тăвать, вăл та юлашки 5 çулта сарăлма тытăнчĕ. Пĕлтĕр тата кăнтăр енчи тăрăхсенче лаптăксене улăх лĕпĕшĕ те тапăнчĕ. Кăçал та вăл тепĕр хут вăй илме пултарĕ. Тырă кĕвви, проволочник, кăшлакан чĕр чунсем те ÿсен-тăрана сиенлеççĕ.

Çĕр улмин хăрушă чирĕсем _ альтернариозпа фитофтороз. Иртнĕ çул тата «иккĕмĕш çăкăр» ризоктониоз, бактериоз, хура туна чирĕсемпе сиенленесси ÿснĕ. Вĕсен çулĕсене пÿлме вăрлăха лайăх суйласа илсе яровизацилемелле, имçамламалла. «Планриз» препарат çак инфекцие хирĕç кĕрешме пулăшать.

Ака-суха ирттерме укçа-тенкĕ, вăй-хал чылай пĕтет. Тăрăшни сая ан кайтăр, акса-лартса хăварни лайăх шăтса ÿстĕр тесен агротехникăна пăхăнса ĕçлемелле, паха вăрлăхпа усă курмалла. Ун чухне тин пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ пуçтарса кĕртĕпĕр, хресчен кĕсйи те пуянланĕ.

Н. Якимов,

«Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика