16 июля 2008 г.
Июнĕн 19-мĕшĕнче Мускаври Триумф площадĕнче хресченсемпе фермерсен митингĕ пулса иртнĕ. «Çĕршыв умне апат-çимĕç хăрушлăхĕ тухса тăчĕ, - тенĕ унта Хресчен «фермер» хуçалăхĕсен ассоциацийĕн канашĕн председателĕ Вячеслав Телегин.
- Тĕп хулара апат-çимĕçĕн 70 ытла проценчĕ - чикĕ леш енчен кÿрсе килни. Регионсенче хамăр патра туса илнĕ апат-çимĕç 40-50 процентпа танлашать. Сăмахран, Тутарстан Республикин склачĕсенче услам çу, сырсемпе типĕ сĕт ытлашши пухăнса кайнă. Çакăн сăлтавĕ - Кăçал Беларуçпа Украинăран, пĕлтĕрхи ултă уйăхрипе танлаштарсан, типĕ сĕте икĕ хут нумайрах сутăн илни. «Хĕлле сĕтĕн 1 литрне 11, 5-12, 5 тенкĕпе туянатчĕç, халĕ уншăн 6, 5 тенкĕрен ытла тÿлесшĕн мар», - тет «Ватан» кооператив председателĕ З.Г.Гемранов. Çапах та магазинсенче хаксем пачах та улшăнмарĕç. Кунта монополистсен каварĕ куç кĕретех. Хаксем малашне те çаплах йÿнĕ пулсан хресченсем ирĕксĕрех ĕнисенчен аш тума пуçлĕç. Анчах ĕне çемьене тăрантараканĕ-çке. Çапах та кредитсене мĕнле те пулин тÿлесе татмалла».
Мускав варринче, Кремльтен пĕр километр айккинерех, грузовик çинчен Раççей хресченĕсене, хамăрăн ял хуçалăх производителĕсене хÿтĕлес пирки сăмахсем янăраççĕ. Иртен-çÿрен пĕр-пĕринпе калаçкаласа та илет: «Камсем, ара, паянхи кун митинг ирттерме хăюлăх çитереççĕ?» Раççейĕн агропромышленность ĕçченĕсен хĕрлĕ-симĕс ялавĕ айĕнче, «Раççей продукчĕсем ют апат-çимĕçрен тасарах та тутлăрах» плакачĕ умĕнче, харпăр хăй тата хресчен «фермер» хуçалăхĕсен хуçисем журналистсемпе калаçаççĕ.
- Эпир Рязань таврашĕнчен, аслă вырăс поэчĕ Сергей Есенин хăй вăхăтĕнчех ĕнесен куçĕсенче хуйхă асăрханă, - янратать уçă сассипе «Надежда» кооператив председателĕ Литвинов. - Пĕлтĕр наци проекчĕ пулăшнипе сĕт тирпейлекен оборудовани туянма пилĕк çуллăха 7 миллион тенкĕ çăмăллатнă кредит илтĕм. Ĕмĕтпе çунатлантăм, хресченсене ĕçлеме, тупăш илме икĕ смена йĕркелерĕм. Талăкра 4 тонна сĕт тирпейлетпĕр. Хĕлле, пирĕн продукци хакĕ 15 тенке çитнĕ чухне, чун юрлама пуçларĕ. Часах ĕçсене йăлтах йĕркелесе çитерĕп, çĕнĕ хваттерсем туянăп, ĕçлекенсене шалу ÿстерсе парăп тесе шутларăм. Кĕтсе илтĕм иккен! Сĕт хакĕ 9, 5 тенкĕ таран ÿкрĕ. Пĕтет-ши хăçан та пулин хресчене ура хурасси?!
Çапла енчен енне силленсе тăнипе ĕçсем малалла каяс çук. Стабиллĕх кирлĕ. Правительствăн туянмалли çирĕп хак, калăпăр, 10-12 тенкĕ туса хумалла. Хака вăл шайран чакартăн тăк - хăвăн кĕсйÿнтен хушса тÿле. Унсăрăн эпир ахрат çырминчен нихăçан та тухаймăпăр, мĕншĕн тесен монополист-нефтяниксем иртĕхсех пыраççĕ. Паян солярка 27 тенкĕ тăрать. Фермăсенче ĕне сăвакансем, выльăх пăхакансем, трактористсем ахаль мар тарăхаççĕ ĕнтĕ: Раççей нефть кăларассипе чи малтисенчен пĕри, ăна Европăна виçесĕр юхтарать. Çур аки е вырма вăхăтĕнче вара çунтармалли-сĕрмелли материалсем хакланасса кĕтсех тăр. Энергетиксене те никам чаракан çук. Пирĕн пĕр уйăхри тупăш - 50-60 пин тенкĕ. Унăн 15 проценчĕ электроэнергишĕн тÿлеме каять. Кредитпа мĕнле татăлмалла? Чуна ыраттаракан тепĕр ыйту - тавара вырнаçтарасси. Пасарта 2, 2 тенкĕ тăваткал метрлă суту-илÿ вырăнĕшĕн уйăхне 15 пин тенкĕ тÿлемелле. Унсăр пуçне ĕçлекенсене уйăхне 8 пин тенкĕрен кая мар памалла.
Çак вăхăтра трибуна çинчен АПР Мускав хула уйрăмĕн председателĕн В.Крыловăн сасси илтĕнет: «Ăçта çухалать-ха суту-илÿре туянмалли тата ваккăн сутмалли хаксем хушшинчи уйрăмлăх? Йÿнĕпе туянса хаклă сутакансене айăпламалла». Кĕçех ăна «Коллакс-М» акционерсен пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕн С.Фетисовăн уçă сасси хупласа лартать: «Эпир патшалăхшăн çук пекех. Пирĕн предприяти сĕт пакечĕсем тумалли хатĕрсем кăларать. Вăл мĕн пур тăкаксене «материал, электроэнерги хакĕсене, ĕçшĕн тÿленине» шутласан 3-5 тенке ларать. Заводсем сĕтĕн кашни литрне 6 тенкĕпе, çу хисепĕ 4 процентран кая мар пулсан 7 тенкĕпе туянаççĕ. Шутлама йывăр мар! Пĕр пакет сĕтĕн чăн хакĕ 12 тенке яхăн. Магазинта ăна 50 тенкĕпе сутаççĕ. Монополие хирĕç кĕрешекен службăсене ыйхăран вăратмалла. Вĕсем суту-илÿри йĕркесĕрлĕхе асăрхаччăр. Депутатсем хăйсем тахçанах сăмах панине хăçан аса илĕç-ши тата? Ман шутпа, хресченсен хăйсен продукцине мĕнле пур - çапла сутмалла, ăна пакетсене ярасси магазин сечĕсен ĕçĕ. Пасар суту-илĕвне йĕркелес тĕлĕшпе Мускав мэрĕнчен, Лужковран тĕслĕх илмелле. Вăл фермерсене яланах ăнланать».
Аграри институчĕн студенчĕ В.Зайцев ял хуçалăх аталанăвĕн программине çителĕклĕ таран укçа-тенкĕ уйăрса продуктсене урăх çĕршывсенчен кÿрсе килессине майĕпен пĕтерсе пыма чĕнсе каланă. Кубань казакĕсен çарĕн старшини М.Устинов ял экономикине çĕнетсе тĕреклетме хресченсемпе казаксен вăйне пĕрлештерсе тăрăшмаллине палăртрĕ.
- Техника регламенчĕн саккунне йышăннă хыççăн Раççей гражданĕсем «сĕт» ятпа хăйсем апатра мĕнпе усă курнине ăнланса илчĕç, çак продукци рынокĕнче чăн-чăн тупăшулăх валли çул-йĕр уçăлма пуçларĕ, - пĕлтерчĕ митингра АПР председателĕ Владимир Плотников.
Митинга пухăннисем правительство председателĕ В.Путин патне чĕнÿ яма, унта сĕтĕн пĕр килограмĕн хакне 10 тенкĕрен кая мар туса çирĕплетме, хаксем çак шайран чаксан компенсаци парасси çинчен ыйтма йышăннă. Сутакансем çак чи кирлĕ апат-çимĕç хакне 10 процентран ытла ÿстерме ан пултарччăр. АПР дизель топливи, минераллă удобренисем туяннă, техникăпа тивĕçтернĕ чухнехи тăкаксемшĕн тата лизингпа пĕрремĕш взносне тÿлемесĕр туяннă выльăх-чĕрлĕхшĕн 20-30 процентлă компенсаци памалла тесе шутлать.
Техника регламенчĕ «унта сĕтрен хатĕрленĕ 104 апат-çимĕçе пăхса тухма ыйтнă» йышăннă хыççăн çур çултан вăя кĕрет. Хресченсемпе фермерсен Триумф площадĕнчи тарăхăвне революцин чултан калăпланă трибунĕ, В.Маяковский кăна тăнларĕ. Раççей экономика аталанăвĕн министерствин хирĕçех вырнаçнă çуртĕнче вара патшалăх чиновникĕсем хăйсен тĕнчипе пурăнаççĕ - чÿречисене карăсемпе карса лартнă.
Хирĕçлев акцийĕ - Раççей правительствине хаксен политикине йĕркелеме, энерги хăвачĕсене, çунтармалли-сĕрмелли материалсен тата ял-хуçалăх продукчĕсен хакĕсем хушшинчи пысăк уйрăмлăха пĕтерме, суту-илÿ сечĕсенче çирĕп йĕрке тума чĕнсе калани.
А.РЫБАКОВ, «Сельская жизнь» хаçатран.