00:00 14 января 2011 г.
«...Указ ăна официаллă йĕркепе пичетленĕ кунран вăя кĕрет», – тенине асăрхама пулать тепĕр чух хаçатсенче. Республика законĕсем те, Патшалăх Канашĕн йышăнăвĕсем те çак майпах вăя кĕреççĕ. Вĕсем официаллă майпа пичетленекен хаçатсенчен пĕри – «Вести Чувашии». Ун юбилейне те паллă тăватпăр çак кунсенче. Вăл тухма тытăннăранпа 20 çул çитрĕ. Тĕрĕссипе, хаçатăн привайхи ячĕ урăхларахчĕ – «Чăваш Ен». Малтанхи тапхăрта вăл обществăпа политика пурнăçне туллин çутатма тăрăшнă, вăхăт иртнĕ май улшăнса паянхи статусне йышăнчĕ.
«Атăл-Волга» Издательство çурчĕ кăларакан «Сборник законодательства Чувашской Республики» журналăн та çавра çул – пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 15 çул çитрĕ, тепĕр хаçатăмăрăн та пĕчĕк юбилей – «Государственный заказ Чувашской Республики» 5 çул тултарчĕ.
Çапла, çĕнĕ çул пирĕншĕн юбилейсемпе пуян. Ăнăçлă ĕç-хĕлпе паллă тăвасчĕ вĕсене сирĕнпе пĕрле.