Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
Уважаемые читатели! Наш новый сайт www.atal-volga.com. Мы рады видеть Вас на сайте.

Публикации » Ялтак аппа кĕпе çĕлет. Кам валли?

17.08.2011

Сакăр теçеткерен иртнĕ Евдокия Бакеева хăйĕн ĕмĕрĕнче виçĕ пине яхăн кĕпе çĕленĕ. Шутне пĕлме çуха каснă татăксене пуçтарса пынă вăл. Халĕ те упрать вĕсене. Евдокия Ивановна çĕленĕ икĕ аркăллă чăваш кĕписене кам кăна тăхăнман; Вĕрентекен те, колхозник те, фольклор ушкăнĕн артисчĕ те. «Чи пирвайхи кĕпĕре кам валли çĕленине астăватăр-и;» – ыйтрăм кăсăкланса. «Паллах, – терĕ вăл иртнине куç умне кăларса. – 1956 çулта Владимир облаçне торф кăларма кайнăччĕ. Шăпах çавăнта кĕпе çĕтĕлчĕ. Тăхăнма нимĕн те çук. Лавккаран пилĕк метр пусма илтĕм те кĕпе çĕлерĕм. Маларах анне кĕпе валли каснине пăхса тăнă май маншăн ку ĕç кăткăс пулмарĕ. Тантăшсем çĕнĕ япалана асăрхаса: «Çĕнĕ кĕпе тăхăннă», – терĕç чĕпĕтсе. Каярахпа пĕри те тепри саккас пама пуçларĕç. Çийĕнчех тăватă кĕпе çĕлерĕм».

Йÿç Шăхалĕнчи «Шÿлкеме» ансамбле çÿрекенсене те тумтирпе тивĕçтернĕ вăл. Вĕсене кура таврари ялсенчен те саккас паракан пулнă. Кашни çĕвве чунĕ витĕр кăларнă. Çавăнпах тав сăмахне те сахал мар илтнĕ.

Ватлăха пăхмасăр Ялтак аппа халĕ те çĕвĕ машини умне ларать. Куçĕ те çивĕч унăн. Куçлăхсăрах ĕçлет вăл. Çĕвви вара шăрçа пек пулать. «Эпĕ çĕленĕ кĕпесене çынсем савăнса тăхăнччăр. Мана аса илччĕр», – тет кинемей. Хăй çавăнтах сăхсăхса илчĕ. «Мухтав Турра. Çак çула çитиччен ырă-сывă пурăнатăп. Куç курать, ура утать, чир-чĕр аякра тăрать», – малалла сăмахлать ватă. Шел те, кун-çулĕ ытлашшиех ăнман унăн. Мăшăрĕпе, ачи-пăчипе савăнма Турă пÿрмен ăна. Çапах та тăванĕсем пăрахмаççĕ: аппăшĕн ывăлĕ Петя, Чĕмпĕрте пурăнаканскер, хĕреснамăшне пулăшма час-часах килсе çÿрет. Евдокия Ивановна тирпей-илеме юратни куç кĕрет, пур çĕрте те тасалăх хуçаланать унăн.

Кунĕпе кил картинче кăштăртатать ватă. Хăйне йăпанма чăх чĕппи çитĕнтерет, пахча çимĕç ÿстерет. Кил картинчи курăка та чăх валли çулса типĕтет. «Хĕллехи кун ку вĕсемшĕн витамин вырăнĕнче», – тет кинемей.

Колхозра ĕçлесе ĕмĕрне ирттернĕскерĕн тĕрлĕ медаль пур. Вĕсене типтерлĕн упрать Ялтак аппа. Ара, вĕсем уншăн кун-çул пуянлăхĕ, чун-чĕре çÿпçи-çке.

Комсомольски районĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
428019, Чувашская Республика, Чебоксары, пр.Ивана Яковлева, 13, 6 этаж.
Телефон: 8352 62-04-54
www.hreschen.cap.ru