Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
Уважаемые читатели! Наш новый сайт www.atal-volga.com. Мы рады видеть Вас на сайте.

Публикации » Президент йăнăшсене тÿрлетме хушнă

17.08.2011

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен вăхăт нумай юлмарĕ. Çавна май республикăри шкулсен 80 проценчĕ ачасене паянах йышăнма хатĕр. Энтри-Пасарĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вара хĕрÿ ĕç пырать. Вăтăр çул каяллах уçнă пĕлÿ çуртĕнче хальччен тĕплĕ юсав ирттермен пирки вăл чăнахах та юхăннă. Çурт тăрри шăтнă, хĕллехи вăхăтра классенче сивĕ пулнă. Юсав ĕçĕсене ирттерме ятарлă программăпа 2 млн тенкĕ укçа уйăрнă. Халĕ кунта «Валеон» пĕрлешÿ тăрăшсах ĕçлет. ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Куславкка районĕнче пулнă май чи малтан çак шкула çитсе курчĕ.

Çырла сутса – 5 пин

360 вырăнлă шкулта кăçал 43 ача вĕренĕ. Вĕсем çичĕ ялтан пуçтарăнаççĕ. Паллах, хăй вăхăтĕнче пĕлÿ çурчĕ ача сассипе кĕрлесе çеç тăнă. «Астăватăп: коридор тулли вĕренекен утатчĕ», – аса илет иртнине шкул директорĕ Людмила Зорина.

Халĕ пушă вырăн туллиех. Çавна май кăçал кунта шкулчченхи уйрăм йĕркелеме палăртнă. Çирĕм ача çÿрĕ унта.

Классемпе, спортзалпа паллашнă хыççăн республика ертÿçи юсав ĕçĕсене сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕлкĕртмелли пирки сăмах пуçарчĕ. «Августăн 20-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă эпир», – терĕ Людмила Минеевна. Чи кирлĕ ĕçе «çурт тăррине юсассине» пурнăçланă.

Шкул пахчипе те кăсăкланчĕ президент, унталла çул тытрĕ. Хуçасемшĕн ку кĕтменлĕх пулчĕ. Çум курăк ашкăрса ÿсекен лаптăксене кăтартма шут тытман-çке вĕсем. Унсăр пуçне пĕлÿ çурчĕ çывăхĕнчи кивĕ, ишĕлчĕк хуралтăсене пăсмалли, пахчана тирпей-илем кÿмелли палăрчĕ.

Ял çыннисемпе канашланă май президент шкулта ача сахаллине систерчĕ. «Хальхи вăхăтра ача ÿстерме çăмăл мар, çавăнпа çуратмаççĕ, – хăюллăн калаçрĕ В.Михайлова пенсионер. – Çитменнине ĕç те çук». Çĕр ĕçĕпе ĕçлемеллине палăртрĕ республика ертÿçи. «Çĕр ĕçĕпе пуйма çук», – пулчĕ хурав. «Ĕçлеме пĕлсен пурăнма пулать», – терĕ М.Игнатьев. Çак сăмаха 6-мĕш класа каякан Анфиса Турганова çирĕплетет тейĕн. Хĕр ача каникул вăхăтĕнче çырла сутса пилĕк пин тенкĕлĕх тупăш тунă. Унпа вăл хăй валли телефон туяннă. Тантăшĕ Полина та çĕр çырли сутса чылаях укçа тунă иккен. «Хăвăр ĕçлесе илни сумлăрах та, хаклăрах та. Çапла вĕт», – калаçрĕ хĕр ачасемпе президент. Лешсем килĕшсе пуçĕсене сĕлтрĕç.

Хамăр çимĕç ăçта;

Çак кунах М.Игнатьев «Владино-Агро» пĕрлешĕвĕн йĕтемĕ çинче, уй-хирĕнче пулса курчĕ. Хуçалăхра 19 çын ĕçлет. Предприяти ертÿçи Надежда Петрова пĕлтернĕ тăрăх усă куракан çĕрсен лаптăкĕ – 1613 га. Нумай çул ÿсекен курăк 200 га çинче çитĕнет. Кĕрхи тулă лаптăкĕнче икĕ комбайн ĕçлет. Тырра виçĕ машинăпа тата прицеп кăкарнă тракторсемпе турттараççĕ.

Хуçалăх ертÿçине тырă хакĕ канăçсăрлантарать. Канашри элеватора йÿнĕпех ăсатнă. «Тырă хакĕ ÿкмесен алă çавăрса янă пулăттăмăр, çĕнĕ техника та туянăттăмăр», – тет хастар хĕрарăм. Асăннă хуçалăхăн вăтам тухăçĕ – гектартан 28 центнер.

Куславкка районĕн пасарне те кĕрсе курчĕ президент. «Лад» пĕрлешĕве уйрăм çын тытса тăрать. Алăкран кĕрсенех пахча çимĕç сутакан ватăсем лараççĕ. Çимĕçĕсем – çĕр çинче. Сутуçăсене услови туса памаллине каларĕç вĕсем. Сĕнÿпе килĕшсе президент район администрацийĕн пуçлăхне Иван Майорова йăнăша тÿрлетме хушрĕ. Çавăн пекех аш-какай сутнă çĕрте те тасах мар. Чÿрече çинчи шăна виллисене асăрхаса: «Санитарипе эпидемиологи станцийĕ ĕçлемест-им;» – терĕ.

Чăваш Енре туса хатĕрленĕ апат-çимĕç çуккине, хаксем, ытти çĕртипе танлаштарсан, пысăкрах пулнине асăрхарĕ республика ертÿçи. Сăмахран, «Хлебосолра» Екатеринбургран кÿрсе килнĕ çăмарта сутаççĕ. «Ку сирĕн çĕнĕ çăмарта пулĕ-ха. Эпĕ туянас тетĕп. Мана сертификата кăтартăр», – терĕ шахвăртса. Сутуçă шыранçи турĕ, анчах тупаймарĕ. Президент калашле асăннă хуларан паха апат-çимĕç турттарма самолет кирлĕ. Çав вăхăтрах хамăрăн айккинче юлать.

Район администрацийĕнче канашлу ирттернĕ май та çак ыйтусенех хускатрĕ М.Игнатьев. Куславкка районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармаллине, ялан кирлĕ апат-çимĕç хакне чакармаллине, хăш-пĕр ял тăрăхĕн интернетри сайчĕсенче кивĕ хыпар çеç пулнине, Куславкка районĕнчи хуçалăхсем лимитпа туянма май пур топливăна илменнине асăрхаттарчĕ вăл. Ĕçлеме пĕлсен пурăнма май пуррине тĕслĕхпе çирĕплетрĕ: В.Семенов фермер пахча çимĕç çитĕнтерсех «çаврăнать». «Россельхозбанкран» 12 млн тенкĕ кредит илсе пахча çимĕç упрамалли склад тăвать кăçал. Малашне унта купăста, тăварланă хăяр упрĕç. Лайăх пурăнас тесен вăй хурса ĕçлемеллине палăртрĕ Василий Николаевич та.

В.ПЕТРОВА.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
428019, Чувашская Республика, Чебоксары, пр.Ивана Яковлева, 13, 6 этаж.
Телефон: 8352 62-04-54
www.hreschen.cap.ru