Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
Уважаемые читатели! Наш новый сайт www.atal-volga.com. Мы рады видеть Вас на сайте.

Публикации » Ырана хăвармасăр

12.08.2011

Туса илнĕ пахча çимĕçе пухмалли-тирпейлемелли тапхăр пырать. Хĕле те хатĕрленме тытăнмалла. Çитес çул тухăç епле пуласси август уйăхĕнче пахчара мĕнле ĕçсем туса ирттернинчен те нумай килет-çке. Тĕп сакайĕпе нÿхрепе те йĕркене кĕртмелле, дезинфекцилемелле. Тепĕр хут редис, салат, çулçăлăх сухан, ешĕл çимĕç акма та к

• Помидорпа пăрăç хăвăртрах пиçсе çитчĕр тесен юлашки хут тăррине татма тата турачĕсене иртме юрать.

• Ÿсен-тăрана апатлантармалла.

• Тымар çимĕçе сайралатмалла «хĕрлĕ кăшманпа кишĕре суйласа тăпăлтармалла, шăварма манмалла мар».

• Пушаннă йăрансене кĕрхи культурăсемпе сидерат валли «удобрени хывас вырăнне курăк акса çулни» хатĕрлемелле.

• Купăстана апатлантармалла, купаламалла.

• Сухана кăларнă пулĕ ĕнтĕ: ăна августăн пĕрремĕш вунă кунлăхĕнче, çĕре выртнă хыççăн, çулçисем типсен, кăлараççĕ.

• Çĕр улмине кăлариччен пĕр эрне маларах авăрне çулмалла.

• Хурăн çырлине «земляника» тирпейлемелле. Сывă çулçăсене татмалла мар. Августăн иккĕмĕш çурри – çĕр çырли лартмалли вăхăт. Çак ĕçе сентябрь çурриччен туса ĕлкĕрмелле. Унсăрăн вăл сивĕсем пуçланиччен вăй илсе ĕлкĕреймест. Ăна маларах çĕр улми, помидор ÿснĕ вырăна лартмалла мар. Инфекципе сиенлĕ хурт-кăпшанкă ерме пултарать. Чи лайăх вырăн – маларах ешĕл культурăпа тымар çимĕç ÿсни. Çĕр çырлине икĕ ретпе лартсан аванрах: çутă та, сывлăш та çителĕклĕ пулĕ. Йăрансене хура пленкăпа витмелле.

• Çĕнĕ компост хывмалла, киввине чавса пăтратмалла.

• Теплицăри помидора, пăрăçпа хăяра фитофтороз чирĕ ернĕ пулсан биологи хатĕрĕсемпе сирпĕтмелле.

• Улмуççипе груша йывăçĕ çинчи пĕрĕнсе типсе ларнă çимĕçе, хурлăханпа крыжовникăн сиенленнĕ çулçисене татмалла. Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса çанталăк типĕ чухне çырла тĕммисене шăвармалла. Август хурлăхана туратпа ĕрчетмелли лайăх вăхăт. Хăмла çырлине пуçтарса илсенех турачĕсене касмалла. Çак ĕçе мĕн чухлĕ хăвăртрах тăватăн, сиенлĕ хурт-кăпшанкă çавăн чухлĕ сахалтарах пулать. Чирлĕ, хуçăлнă туратсене иртмелле. Тунката таврашне хăвармалла мар: унта инфекци нумай пуçтарăнать.

• Крыжовникпа хура хурлăхан «хĕрли мар!» турачĕсен вĕçне татмалла. Çакă хĕле лайăхрах хатĕрленме, çитес çул тухăç ытларах илме май парать. Çырлине пухса илнĕ хыççăн тутăх тĕспе витĕннĕ çулçăсем асăрхасан тĕмсене тимĕр купоросĕпе «10 л шыва 300-400 г» е пăхăр хлорокиçĕпе «10 л шыва 40-50 г» пĕрĕхтермелле. Ыхра шывĕ те пыйтăсемпе сăвăссене пĕтерме пулăшать.

• Çимĕç йывăçĕсемпе çырла тĕмĕсен тата нумай çул ÿсекен ÿсен-тăран айне азот удобренийĕ хывмалла мар. Мĕншĕн тесен çĕнĕ хунавсем ÿсме пуçлаççĕ, вĕсем вара хĕле хатĕрленсе ĕлкĕреймеççĕ.

• Чие, слива, сырлан тата сирень йывăçĕсен тымарĕсенчен тухакан хунавсене касмалла. Чиене 11 процентлă йÿçек кÿкĕрт калийĕпе сирпĕтни çитес çул ытларах çимĕç папки тума май парать.

• Августран çимĕç йывăçĕсем ÿсме пăрахаççĕ. Хĕл лайăх каçчăр тесен вĕсене халĕ фосфорпа кали удобренийĕпе е кĕлпе апатлантармалла.

• Пахчари çум курăкĕ çинчен те манмалла мар. Вăррине тăкса ĕлкĕриччен вĕсене тăпăлтармалла.

• Августăн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче çурхи ыхра çулçисене пĕр çыхха çыхсан тутлăхлă апат тымар патне лайăхрах çитĕ. Ыхрана çулçисем выртсан тата сарăхсан кăлараççĕ.

• Кабачока нумайлăха упрама хăварас тесен йăран çинче тата 30 кун, хуппи хытса çитиччен, тытмалла.

• Пĕр çул ÿсекен чечек вăррине пухаççĕ. Ирис, флокс, пион тата ытти нумай çул ÿсекен чечексене уйăрма тата лартма тытăнаççĕ.

• Чылай чухне астра чечеке ларсан фузариозпа чирлет. Вăхăтсăрах сарăхать. Çапла ан пултăр тесен астра вăррине формалин растворĕнче «400 пай шыв çине 1 пай формалин» 20-25 минут тытмалла. Çавăн пекех астрăна пĕр вырăна темиçе çул лартмаççĕ. Ăна лартма хатĕрлекен çĕре чĕрĕ навус хывмаççĕ.

• Сирень лартмалли чи лайăх вăхăт та август уйăхĕ. Сирень тĕмне çулçипех лартаççĕ. Унăн çулçи октябрьте çеç тăкăнать. Лартиччен хунавĕсене виçеллĕ касаççĕ, вăрăм тымарĕсене кăштах кĕскетеççĕ. Вăл питĕ йывăр та йÿçек çĕр çинче кăна япăх ÿсет. ая юлман-ха.

Хальтерех тумалли ĕçсем:

Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
428019, Чувашская Республика, Чебоксары, пр.Ивана Яковлева, 13, 6 этаж.
Телефон: 8352 62-04-54
http://www.hreschen.cap.ru