Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
Уважаемые читатели! Наш новый сайт www.atal-volga.com. Мы рады видеть Вас на сайте.

Публикации » Шурлăх урамĕнче

10.08.2011

«Ял çĕкленет – чун савăнать» «54-мĕш номер» статьяна вуласан нумай шутласа çÿрерĕм. Пирĕн Юнтапа ялĕнче пурĕ 90 кил. Тĕп урампа асфальт çул иртет. Ытти çĕрте вара çуллахи типĕ çанталăкра та техникăпа кĕреймĕн. Хĕлле е йĕпе-сапара çуран çÿреме те чĕр нуша. Икĕ урамра тертленсе пурăнакансем çивĕч ыйтăва татса пама ыйтса ял тăрăхне те, район администрацине те çитнĕ. Хальлĕхе шантарнипех ĕç вĕçленет. Симĕс урамран «ячĕ çапла» шурлăх урамĕ пулса тăчĕ. Ялта 1994 çулта çутă юписене улăштарчĕç. Çавăнтанпах нушаланатпăр ĕнтĕ. Хăçан пирĕн урамсене такăр çул çитĕ; Вырăнти пуçлăхсем пĕчĕк ял çине çаврăнса пăхĕç-ши;

В. Тарасов, ял старости.

Комсомольски районĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
428019, Чувашская Республика, Чебоксары, пр.Ивана Яковлева, 13, 6 этаж.
Телефон: 8352 62-04-54
http://www.hreschen.cap.ru