Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
Уважаемые читатели! Наш новый сайт www.atal-volga.com. Мы рады видеть Вас на сайте.

Публикации » Ырă кăмăлтан

10.08.2011

«Пĕтĕм çĕршыв Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне çĕкленнĕренпе 50 çул çитнине паллă тунă тата çăлтăрсен анлăшне парăнтарнисене чысланă çул пирĕн хамăрăн паттăр ентеше, Андриян Григорьевич Николаева, тивĕçлипе хисеп тумалла».

М.Игнатьев,

Чăваш Республикин Президенчĕ.

Шăп та лăп 49 çул каялла, 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче, А. Г. Николаев историре пуçласа ушкăнпа космоса çĕкленнĕ. 8 çултан, 1970 çулхи июльте, тĕнче уçлăхĕ ăна тепĕр хут парăннă: 17 талăк та 17 сехете тăсăлнă вĕçев çав вăхăтра чи вăрăмми пулнă.

Виççĕмĕш космонавт, Чăваш çĕрĕ çинче çуралнăскер, наци паттăрĕ кăна мар, пĕтĕм тĕнче пĕлекен тата юратакан çын пулнă. Ентешĕмĕрĕн тава тивĕçлĕ ĕçĕсене Раççейĕн тата ют çĕршывсен вун-вун наградипе палăртнă. Унăн хушаматне Чăваш Енĕн Ĕç Мухтавĕн тата Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине чи малтан кĕртнĕ. А.Г.Николаев – пирĕн республикăн, Калуга, Каспийск, Махачкала, Нальчик, Ржев, Смоленск, Гюмри, Караганда, Дархан, София, Варна, Петрич, Плавен, Карловы Вары, Буир хулисен хисеплĕ гражданинĕ. Чăваш Енĕн çăлтăр ывăлĕн ятне Уйăхăн леш енчи кратера, Франц Иосиф çĕрĕн архипелагĕнчи пĕр купола, Антарктидăри хысака, карапсене, нумай-нумай урампа шкула, çамрăк космонавтсен отрядне панă.

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче СССР летчик-космонавчĕ, авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ А.Г.Николаев çуралнă кун, Шупашкарта палăк уçма палăртнă. Космонавтика скверне тăвассине пуçармалли монумент пирĕн ентешĕн тĕлĕнмелле паттăрлăхĕпе çитĕнĕвĕсен символĕ пулĕ.

Скульптура композицийĕ – чăннипех халăх палăкĕ, мĕншĕн тесен ăна хатĕрлеме тата лартма кирлĕ укçа-тенке Чăваш Республикинче пурăнакансем çеç мар, Раççейĕн ытти регионĕнче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем те пухаççĕ. Калăпăр, Ульяновскри пысăках мар предприяти ертÿçи Дмитрий Кузьмин 20 пин куçарса панă, Инçет Хĕвел тухăçĕнчи ветерансем 3 пин тенкĕ ытла пухнă. Çак кунсенче вара республикăри Ветерансен канашне Шупашкарта пурăнакан пенсионерка шăнкăравланă, хăй çÿрейменнине кура хваттерне укçа пырса илме ыйтнă.

Чăвашсен авалтан пыракан йăлипе йĕркеленĕ нимене, мухтавлă ентешĕмĕре чыслас ĕçе кашниех хутшăнма пултарать. «А.Г.Николаев палăкне лартма – ырă кăмăлтан» ««Добровольное пожертвование на установку памятника А.Г.Николаеву»» тесе çырса тÿлев шучĕ çине çак реквизитсемпе укçа куçарма пулать:

ИНН 2127327480 КПП 213001001.

Некоммерческая организация Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Р/с / 40703810600000000081

К/с. / 30101810800000000714

БИК 049706714 ОГРН 1032127013071

Тĕплĕнрех çак адреспа ыйтса пĕлмелле: Шупашкар хули, Мир проспекчĕ, 90/1. Тел.: 62-04-81, e-mail: fond@cap.ru.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
428019, Чувашская Республика, Чебоксары, пр.Ивана Яковлева, 13, 6 этаж.
Телефон: 8352 62-04-54
http://www.hreschen.cap.ru