Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
Уважаемые читатели! Наш новый сайт www.atal-volga.com. Мы рады видеть Вас на сайте.

Публикации » Асăну хăми – Петĕр Çăлкуç ячĕпе

05.08.2011

Августăн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлейĕ премийĕн лауреачĕ, ЧР тата РФ Журналистсен союзĕсен, ЧР Профессионал писательсен союзĕн членĕ, паллă сăвăç, куçаруçă, журналист Петр Николаевич Кузьмин – Петĕр Çăлкуç «3.05.1952 – 13.08.2010 ç.ç.» пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитет.

Шăпах çав кун 13.00 сехетре сăвăç-журналист çуралнă çурт çине «Канаш районĕнчи Кивĕ Шелттем ялĕ» Асăну хăми çирĕплетеççĕ.

Çавна май Канаш районĕн тата Çĕнĕ Шелттемпе Кивĕ Шелттем ялĕсен администрацийĕсем Петĕр Çăлкуçа пĕлнĕ ĕçтешĕсене, юлташĕсене, ентешĕсене çак сăваплă ĕçе хутшăнма йыхравлаççĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
428019, Чувашская Республика, Чебоксары, пр.Ивана Яковлева, 13, 6 этаж.
Телефон: 8352 62-04-54
http://www.hreschen.cap.ru