Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
Уважаемые читатели! Наш новый сайт www.atal-volga.com. Мы рады видеть Вас на сайте.

Новости » Шанчăклă тус-юлташ

28.04.2011

Çирĕм çул каялла «Хресчен сасси» хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ кун çути курнă. Сахал мар шыв-шур юхрĕ çак тапхăрта. Самана таппипе хаçат та улшăнса çĕнелсе пычĕ. Ун никĕсĕ çинче «Атăл-Волга» издательство çурчĕ йĕркеленчĕ. Паян унпа пĕрле «Тăван Атăл», «Капкăн», «ЛИК» журналсем, «Чăваш Республикин саккун йышăнăвĕн пуххи», «Чăваш Республикин патшалăх заказĕ» хыпар бюллетенĕсем тата «Вести Чувашии» хаçат тухса тăраççĕ.

Виçĕм кун Шупашкарта «Хресчен сассипе» «Вести Чувашии» хаçатсем – 20 çул, «Тăван Атăл» журнал 80 çул тултарнине уявларĕç. Савăнăçлă пухура ЧР культура министрĕ Р. Лизакова республика президенчĕн М. Игнатьевăн саламне вуласа пачĕ. «Чи пахи – кашни вулакан хăйне валли кирлине тупма, çĕннине уçма пултарни»,– тенĕ президент салам сăмахĕнче. Çак шухăшах министр та палăртрĕ: çĕнĕ саманара çуралнă хаçат вулакан патне çĕннине чылай илсе килчĕ. Унăн страницисенче йăлтах пур: республика, Раççей, тĕнче хыпарĕсем, ырми-канми ял ĕçченĕн çитĕнĕвĕ, шухăш-ĕмĕчĕ, хушма хуçалăхра тата тĕпелте усă курмалли канашсем, вулакан пултарулăхĕ. Хаçатăн кашни кăларăмне кĕтекеншĕн вăл чăннипех те чун уççи. Ахальтен мар «Хресчен сассин» çырăну тиражĕ республикăри пичет кăларăмĕсен йышĕнче чи пысăкки. Роза Михайловна Е. Николаева, Л. Никитина, Е. Трофимова, Э. Григорьева хаçат ĕçченĕсене министерствăн Хисеп грамотипе тав хучĕ парса чысларĕ. В. Петрова, Э. Шельтямова Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А. Разумов, ял хуçалăх министрĕн çумĕ Л. Николаев, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ В. Абрамов, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Л. Абрамова, А. Самакин пайтаçă, республикăри «Ăратлă выльăх» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ И. Козин, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, çыравçăсем, журналист-ĕçтешĕмĕрсем саламласа ăшă сăмахсем каларĕç, парнесемпе чысларĕç, хунав евĕр хунама, Атăл евĕр сарăлма ырă сунчĕç. Çаплах пултăрччĕ!

Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
428019, Чувашская Республика, Чебоксары, пр.Ивана Яковлева, 13, 6 этаж.
Телефон: 8352 62-04-54
www.hreschen.cap.ru