Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
Уважаемые читатели! Наш новый сайт www.atal-volga.com. Мы рады видеть Вас на сайте.

Новости » «Атăл-Волга» издательство çурчĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!

27.04.2011

«Хресчен сасси», «Вести Чувашии» хаçатсен, «Тăван Атăл» журналăн, «Чăваш Республикин саккун йышăнăвĕн пуххи» хыпар бюллетенĕн редакцийĕсен хаклă сотрудникĕсем!

Эпĕ сире хăвăрăн кăларăмсен юбилейĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Çак икĕ вунă çул тапхăрĕнче «Хресчен сасси» хаçат республика халăхĕшĕн çирĕп тус та ырă канашçă пулса тăчĕ. «Атăл-Волга» издательство çурчĕн талантлă профессионалсенчен чăмăртаннă ушкăнран кашнийĕ çивĕч сăмах туйăмлă. Хăвăр çырнинче эсир хальхи вăхăтри çав тери пĕлтерĕшлĕ темăсене хускататăр, халăха кулленхи пурнăçри канăç паман ыйтусене тивĕç хурав тупма пулăшатăр. Чи пахи – сирĕн кăларăмсенче кашни вулакан хăйне валли кирлине тупма, çĕннине уçма пултарни.

«Тăван Атăл» журнал юлашки çулсенче тĕпрен улшăнчĕ, вулаканшăн кăсăклăрах та усăллăрах пулса тăчĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ литература хайлавĕсемпе критикăпа тишкерÿ статйисем, экспертсемпе тĕпчевçĕсен шухăшĕсем, ăнлантарăвĕсем ытларах пичетленме пуçларĕç.

Республикăн саккун йĕркеленĕвĕнчи улшăнусемпе çĕнĕлĕхсене, право акчĕсен нормативĕсене официаллă майпа пичетлесе тăракан «Вести Чувашии» хаçатпа «Чăваш Республикин саккун йышăнăвĕн пуххи» бюллетень ĕçченĕсене уйрăммăн тав тăватăп. Информацие вулакан патне тĕрĕссĕн тата çийĕнчех çитерни – акă мĕншĕн хаклатпăр эпир ку кăларăмсене.

Кулленхи хавхалануллă ĕçĕршĕн, пултарулăхри маттурлăхшăн пурсăра та чунтан тав тăватăп! Сире çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем, хастарлăхпа ăнăçу тата телейпе юрату сунатăп!

М.Игнатьев,

Чăваш Республикин Президенчĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
428019, Чувашская Республика, Чебоксары, пр.Ивана Яковлева, 13, 6 этаж.
Телефон: 8352 62-04-54
http://www.hreschen.cap.ru