Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
Уважаемые читатели! Наш новый сайт www.atal-volga.com. Мы рады видеть Вас на сайте.

Новости » Хисеплĕ «Хресчен сасси», «Вести Чувашии» хаçатсемпе «Тăван Атăл» журналта вăй хуракансем!

27.04.2011

Сире Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви ячĕпе тата хам ятран «Хресчен сассипе» «Вести Чувашии» хаçатсем 20 çул, «Тăван Атăл» журнал 80 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатăп, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине, чăваш чĕлхипе литературине аталантарас, уйрăмах ял халăхне тĕрек, пулăшу парас туртăмри пысăк ĕçсемшĕн тав тăватăп, малашнехи ĕçĕр-хĕлĕрте ăнăçу сунатăп.

«Хресчен сасси» хаçатпа Ял хуçалăх министерстви хушшинче тачă та ĕçлĕ çыхăну йĕркеленнĕ. Эсир яланах ял хуçалăхĕнче пулса иртекен ĕçсене вăхăтра тата тĕрĕс-тĕкел çутатса пыратăр. Агропромышленность комплексĕпе çыхăннă материалсем тăтăшах хаçат страницисенче кун çути кураççĕ. Хресченпе ял пурнăçне çутатса паракан ятарлă рубрикăсем те сахал мар. Ял çыннисем уйрăмах «Ял хуçалăхĕ», «Аталану çулĕпе» тата ытти чылай рубрикăра пичетленекен материалсене юратса вулаççĕ.

Сире, «Хресчен сасси», «Вести Чувашии» хаçатсемпе «Тăван Атăл» журналта вăй хуракансене, пĕтĕм чăваш çĕрĕ çинчи ял хуçалăх ĕçченĕсен ячĕпе ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей тата ăнăçу сунатăп! Малашне те пĕрлех пуласчĕ, ял хуçалăх ыйтăвĕсене вăхăтра çутатса пĕрлех чăваш халăхĕшĕн тăрăшасчĕ!

С. Павлов,

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн

Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры Чувашии
428019, Чувашская Республика, Чебоксары, пр.Ивана Яковлева, 13, 6 этаж.
Телефон: 8352 62-04-54
http://www.hreschen.cap.ru