АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эфирта – пенси фончĕ

04 июля 2008 г.

Республика кунĕн программипе Шупашкарти «Контур» пĕрлешÿре иртнĕ «Регионсем - килĕштерсе ĕçлессишĕн» куравра ЧР Пенси фончĕ Муркаш районĕнчи ветерансемпе тÿрĕ эфира тухрĕ, ватăсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Г.М. Толстова, Е. Андреев ячĕллĕ хуçалăхри ветерансен канашĕн председателĕ: «Юлашки вăхăтра хаçатра та, радио-телевиденипе те чирлĕ çынна пăхнăшăн паракан компенсаци ÿсни пирки пĕлтереççĕ. Кама тивĕçĕ-ши вăл; Тĕрĕслесе тăракансем пулĕç-ши;»

Хурав: Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен компенсаци 1200 тенкĕпе танлашать. Ăна 80 çултан иртнĕ ватăсене, 1-мĕш ушкăн инваличĕсене, сусăр ачасене ĕç пăрахса пăхакан çынсене тÿлеççĕ. Укçана ашшĕ-амăшне çеç мар, тăван-пĕлĕшне те параççĕ. Асăннă çынсене пăхнипе пăхманнине кÿршĕ-аршăран ыйтса-тĕрĕслесе тăраççĕ.

О.И. Михайлова, вăхăт çитмесĕрех пенсие тухнă педагог, вăтам шкулта ĕçлет: «Кăçалхи апрелĕн 21-мĕшĕнчен мана педагог стажне шута илсе вăхăт çитмесĕр пенси тÿлеме тытăнчĕç. Пенси укçи пĕчĕк. Ăна тепĕр хут шутлаттарма пулать-ши?»

Хурав: Паллах. Вун икĕ уйăх иртсен пенсие тепĕр хут шутлаттарма ирĕк панă. Çавна май вырăнти Пенси фондне ыйту «заявлени» тăратмалла çеç.

Б.П. Васильев, 1995 çултанпах пайтаçăра ĕçлет: «Эпĕ илтнĕ тăрăх, пуçтарăнса пыракан ĕç пенсийĕсен хушма страхлав тÿлевĕ «пайĕ» пирки саккун йышăннă. Вăл саккунпа усă курма пултаратăп-ши эпĕ?»

Хурав: Саккун кăçалхи октябрĕн пĕрремĕшĕнчен вăя кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн пайтаçă хăйĕн пенсине ÿстерме пултарать. Ăна валли унăн халь тÿлекен страхлав пайĕ çумне хăйĕн ирĕкĕпе укçа хывмалла. Тĕслĕхрен, пайтаçă кашни уйăхрах Пенси фондне пенсин страхлав тÿлевĕсĕр пуçне тата 1000 тенкĕ хушма страхлав хурать. Çулталăкне унăн 12 пин тенкĕ пуçтарăнать. Патшалăх çав 12 пин тенке кайран каялла тавăрса парать. Пайтаçă, калăпăр, уйăхне хушма страхлав пайне 2 пин тенкĕ хума тытăнчĕ. Çулталăкне унăн 24 пин пухăнать. Патшалăх каллех 12 пин тенкине çеç тавăрса парать. Çак сумма - патшалăх палăртнă хисеп. Чăваш Республикинче пурĕ патшалăхăн мар 55 Пенси фончĕ. Çавăнпа кашни çыннăн ăна суйласа илме ирĕк пур.

Муркаш районĕнчи Пенси фондне пухăннă ватăсене «Ĕç ветеранĕ» ят çук пирки пысăк пенси илейменни те пăшăрхантарчĕ.

«Шел, - терĕ республикăри Пенси фончĕн ертÿçи Роза Кондратьева. - «Ĕç ветеранĕ» ята вăхăтра илеймен çынсем питĕ йышлă. Çав сăлтава пулах вĕсен пенсийĕ те пĕчĕк. Анчах çавăн пек çынсене пулăшас тесе ку ыйтăва тепĕр хут пăхса тухма палăртнă. Муркаш районĕнчи 700 çын ытла хушма пенси илет».

А. МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика