АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕлентерекен япалана курсан мĕн тумалла?

04 июля 2008 г.

Телефонпа калаçнă чухне лăпкăрах пулма тăрăшăр, ятăра, хăвăр ăçтине, мĕн тунине калăр, выляса мар, чăннипе калаçнине ĕнентерĕр.

Анчах та асра тытăр: хăвăр кирек ăçта пулсан та, хăть мĕнле иккĕленÿллĕ япала асăрхасан та сирĕн тĕллевĕр - кирлĕ çĕре пĕлтересси. Хăвăр тĕллĕн нимĕн те ан тăвăр, шанчăксăр япалана ан тĕкĕнĕр. Ăнланăр, унпа малалла мĕн тăвасси чи ăста профессионалсен ĕçĕ. Унсăрăн пурнăçăра пысăк хăрушлăха кĕртсе ÿкерме пултаратăр. Эсир тупнă, кирлĕ çĕре пĕлтернĕ, халĕ инçетерех кайăр та кĕтĕр. Сире тем пулсан та пулăшусăр хăвармаççĕ.

Иккĕленÿллĕ япалана эсир ресторанта, кинотеатрта е клубра асăрханă тейĕпĕр. Вĕсенче яланах хурал, хăрушсăрлăх служби пур. Тÿрех вĕсене систерĕр. Вĕсем çак лару-тăрура мĕнле пулмаллине лайăх пĕлеççĕ.

Транспортра хуçасăр сумка е ытти япала курсан водителе «машиниста» пĕлтерĕр. Сумка пушă иккенне, ăна кам манса хăварнине пĕлсен те водителе систерĕр. Анчах та хăвăр тĕрĕслеме ан хăтланăр. Ку вăл профессионалсен ĕçĕ.

Шанчăксăр япалана урамра тупсан, анчах çывăхра власть представителĕсем çук пулсан, ун çинчен телефонпа пĕлтермелле. Сирĕн шăнкăрава кирек мĕнле питĕ васкавлă служба та йышăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика