АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрăхсăр тавар

04 июля 2008 г.

Çу кунĕсем çитнĕ май пахча çимĕç ăстисем пасартан, лавккаран хĕрсех химикатсемпе удобренисем, вăрлăх туянаççĕ. Хĕрÿ тапхăрпа, туянакансен тимсĕрлĕхĕпе усă курса усламçăсем вĕсене час-часах юрăхсăр тавар тыттара-тыттара яраççĕ.

Раççей ял хуçалăх асăрхавĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ тĕрĕслеве тухни те çакăнпах çыхăннă. Акă Шупашкарта «Фиалка» суту-илÿ çуртĕнче те Раççей территорийĕнче патшалăх регистрацине тухман «Новый Фас» пестицид ярăнтарнă. 2007 çултах усă курмалли срокĕ тухнă «Медветокс» пестицид та сентре çинче выртнă. Ватă çынсем ăна-кăна тавçăраймĕç, туянĕç тенĕ-ши;

Шупашкарти А. Васкинеева пайтаçă та Раççейре сутма ирĕк паман, патшалăх регистрацийĕ витĕр тухман «Муравьед», «Гризли» пестицидсене сентре çине сарса хунă. «Нитроаммофоска», «Азофоска» агрохимикатсене 1 килограмлă пакетсене вырăнтах тултарса сутнă. Вĕсене вара химикатсемпе ĕçлекен предприятисен кăна чĕркеме юрать. Апла пайтаçă пĕлсех йĕркене пăснă; Айăплисене явап тыттарма административлă ĕç пуçарнă. Туянакансене те малашне тимлĕрех пулма сĕнес килет. Ниме тăман таварпа пайтаçăн кĕсйине мĕншĕн хулăнлатас; Тата юрăхсăр япала сиенлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика