АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Леонид Маяксем. Вилсе чĕрĕлсен. Очерк

19 июня 2008 г.

Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Порфирьевич Воробьев уявсенче-мĕнсенче Аслă çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен саламлă телеграммăсемпе çырусем чылай илетчĕ. Çапах та уншăн чи хакли вăл - тăван республикăмăр Президенчĕ Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе янă ăшă саламччĕ.

- Кур-ха, Леонид Александрович, мĕнешкел пысăк çынсем аса илеççĕ мана тепĕр чух! - тенĕччĕ ватă салтак çав телеграммăна кăтартса. - Мухтанать Çерçи Лекçейĕ тетĕн пуль-ха. А ма мухтанас мар? Президентсем кашнинех саламламаççĕ!..

Ку калаçу темиçе çул каярах Шупашкарта пулса иртнĕччĕ. Ун чухне Воробьев, чылай хушă Сочире сывалса пурăннă хыççăн, республикăмăр тĕп хулине тинтерех çеç таврăннăччĕ-ха. Хаяр шăпа хăйне çине-çинех пĕр шелсĕррĕн такăнтарнă пулин те «малтан аслă ывăлĕ Николай вăхăтсăр çĕре кĕрет, унтан Иван машинăпа аварие лексе яланлăхах сусăр пулса юлать, çакăн хыççăн мăшăрĕ вилет», йывăр хуйха-суйха пăхмасăрах хăйне лăпкă та çирĕп тытрĕ Алексей Петрович: ниепле те 80 урлă каçнă тееймĕн!

Çакăн пирки асăрхаттарсан кил хуçи çемçен кулса илчĕ те:

- Çук çав, сывлăхăм паçăрах çутнă çурта пек чакса-сÿнсех пырать, - терĕ. - Тата - пĕлетĕн-и? - паян кун та чĕре çумĕнче хурçă ванчăкĕ йăтса çÿретĕп. Врачсем операци тума шикленеççĕ, ватă организм тÿсеймĕ теççĕ. Юрĕ-çке, кун чухлĕ пурăннăшăн та Турра мухтав! Ман тантăшсем ав çирĕм-çирĕм пиллĕкрех таçти-мурти çĕршывсенче выртса юлчĕç...

Çак тĕл пулу хыççăн вăхăт нумаях та иртмерĕ - Алексей Порфирьевич тăван ялне тухса кайрĕ. Пĕр хушă Сиккасси больницинчи ваттисен çуртĕнче пурăнчĕ. Унран ман пата çырусем килкелесех тăчĕç.

... «Хурçă ванчăкĕ» тенĕрен, А.П. Воробьева вăл хăй çинчен пирвайхи хут утмăлмĕш çулсен варринче систерчĕ «ун чухне Алексей Порфирьевич районти «Васкавлă пулăшу» станцийĕнче ĕçлетчĕ, ялсем тăрăх машинăпа чупатчĕ». Систерессе унчченех систеркеленĕ-ха «вăрçă парни» - анчах фронтовик кун пирки никама та шарламан, иртсе кайĕ-ха тенĕ.

Темлерен, Канашран таврăнсан, тÿсеймерĕ - арăмне каласа пачĕ.

- Мĕн шуйттанĕ пулчĕ-ши пилĕке, Кулюк? Кăшт пĕшкĕнсенех пăта çапнăн ыратать, - терĕ.

- Вăхăта ан тăс, ыранах хамăр пата пырса тĕрĕслеттер, - упăшкине шеллереххĕн пăхрĕ участок больницинче ĕçлекен Акулина Семеновна.

- Врачсене чăрмантарса çÿреме кирлех-ши? Тен...

- Нимле «тен» çине те ан йăвантар, Лекçей. Кунашкал япалапа шÿтлемеççĕ, - çине тăрсах асăрхаттарчĕ мăшăрĕ.

Арăм - арăмах, итлерĕ ăна Алексей Порфирьевич: тепĕр куннех больницăна çитсе рентген ÿкерчĕкĕ тутарчĕ.

Сехетрен-мĕнрен чир сăлтавне пĕлме тĕп врач патне кĕчĕ.

- Вăрçăра пулнă-и эсир, Алексей Порфирьевич? - ыйтупа кĕтсе илчĕ ăна Зинон Никандрович Волков.

- Пулмасăр вара?- кÿренереххĕн тавăрчĕ Воробьев. - Финсемпе те çапăçнă. Тăватă хутчен аманнă. Юлашки хутĕнче врачсем аран-аран кăна çăлса хăварчĕç.

- Кĕпепе çуралнă эсир, Алексей Порфирьевич! - тĕлĕнсе пуçне сулкаларĕ тĕп врач рентген ÿкерчĕкне апла та капла çавăркаласа. - Пăхăр-ха, мĕн чухлĕ «тимĕр» сирĕн çумра. Кунашкал «парнепе» кашни салтаках мухтанма пултараймасть. Мĕнле тÿснĕ эсир çак таранччен - ăнланмастăп, ниепле те пуçа шăнăçмасть. Пĕр тăхтамасăр Шăхасана кайăр: операци тумалла. Акă направлени, паçăрах çырса хатĕрлерĕм... Хам та тунă пулăттăм та - унта шанчăклăрах: хирургсем те опытлăрах, аппаратура та лайăхрах...

Операцие Ф.Г. Григорьев тĕп врач турĕ. Ăнăçлă иртрĕ вăл.

Килне каяс умĕн «икĕ чĕреллĕ» салтак хăйне вилĕмрен хăтарнă «асамçă-врач» патĕнче пулчĕ.

- Тавах, Фирс Григорьевич, - терĕ пăлханчăклăн хирург аллине чăмăртаса.

- Урăх ан аптăра, Алексей Порфирьевич, сывлăху çирĕп пултăр, - ырă сунчĕ лешĕ. Çавăнтах сĕтел туртминчен хутпа чĕркенĕ хурçă ванчăкĕсем кăларчĕ. - Кусене асăнмалăх ил. Крупп магната хăйне Германие ярса памалла та ««Япăх шăратнă: çирĕм-çирĕм пилĕк çул иртсен те совет салтакне ураран ÿкереймерĕç!»», анчах ватă миллиардер шăмми витĕр тахçанах вĕлтрен шăтнă-тăр... - Пĕр хушă шарламасăр тăчĕ-тăчĕ те çапла хушса хучĕ: - Сана, Алексей Порфирьевич, - ВТЭК членĕсем вăрçăн иккĕмĕш ушкăнри инваличĕ пулнине çирĕплетекен удостоверени пама йышăнчĕç. Урăх пĕр кун та ан ĕçлĕр, паян-ыранах ĕçрен хăтарма ыйтса заявлени çырăр. Малашне ытларах канма, уçă сывлăшра пулма тăрăшăр...

Ватă салтаксем хăш-пĕр чух, пĕрле пухăнсан, вут-çулăмлă кунсене, манăçми çапăçусене аса илеççĕ. Воробьев патне черет çитет - шарламасть. Мĕнпе мухтантăр-ха вăл, шофер пулнăскер?Алла пăшал тытса атакăна кĕмен, паттăрла ĕç туман. Хăй çапла шутлать.

Каламалли, «мухтанмалли» вара ун ытлашшипех. Ахаль мар-тăр ăна Мускав таранах пĕлеççĕ!

Пĕррехинче - çитмĕлмĕш çулсен варринче - Сиккассине «Правда» хаçатран Юрий Грибов писатель персе çитрĕ, хирĕç пулнă çамрăксенчен Воробьевсем ăçтарах пурăннине ыйтрĕ...

Инçетрен килнĕ хăна кĕнĕ чухне тинтерех çеç дежурствăран таврăннă Акулина Семеновна купăста тĕветчĕ. Корреспондент ăçтан тата мĕн тĕллевпе çитнине пĕлсен çухалсах кайрĕ. Ниепле те ĕненесшĕн пулмарĕ вăл ятлă-сумлă çын тĕп хуларанах ун мăшăрĕ патне килнине.

- Йывăр ÿснĕ вăл, Лекçей, ах! йывăр, - терĕ Акулина Семеновна. - Ури çине ĕне ир пуснисем, çамрăклах нуша тÿснисем чун-кăмăлран та таса пулаççĕ тени тĕрĕсех çав. Мухтанса каламастăп: пурте хисеплеççĕ ман мăшăрăма, хаклаççĕ...

Порфирий Егорович Воробьев 1920 çулта тифпа чирлесе вилсен унăн арăмĕ пилĕк ачапа тăрса юлать. Чи асли - Акриç - вун улттă та тултарман-ха, Лекçей саккăрта, кĕçĕнни - Ваççа - тин кăна утма хăнăхать.

Атăл тăрăхĕнчи халăха выçлăх çулма тытăнсан Лекçей амăшĕ пур пек япалисене пĕтĕмпех сутать, анчах ывăл-хĕрĕсене упраса хăваратех...

1939 çулхи сентябрь уйăхĕнче, Гитлер эшкерĕсем Польша çĕрĕ çине тапăнса кĕрсен, Лекçей мана алăри ачапа хăварса хăй чупакан машинăпах унта тухса кайрĕ... Каярахпа - «финн вăрçи» хускалсан - Карели перешеекне çитет, хытă çирĕплетнĕ «Маннергейм линине» çĕмĕрнĕ çĕре хутшăнать, - хĕрарăм самантлăха шăпланчĕ. Унтан куç кĕскипе юнашар вырнаçтарнă сăрланă рама умне пырса тăчĕ.

Корреспондент пĕр рете вырнаçтарнă, тĕссĕр слюдапа витнĕ пилĕк сăн ÿкерчĕк çывăхнерех пычĕ.

- Ку, сулахайри, Лекçей, - ăнлантарчĕ ăна кил хуçи хĕрарăмĕ, кăкăрĕ çине «Çапăçура палăрнăшăн» медаль çакнине кăтартса. - Ыттисем - ывăлсем...

Кĕçех «Правда» хаçатра А.П. Воробьев çинчен çырнă илемлĕ тĕрленчĕк пичетленсе тухать. Унăн авторĕ - Юрий Глебов писатель - миллионшар вулакана чăваш салтакĕпе паллаштарать, унăн фронтри йывăр, хĕн-асаплă сукмакне тĕрĕссĕн те ĕненмелле йĕрлет.

Эп хам та, Чăваш радиора корреспондент пулса ĕçленĕ чухне, радио итлекенсене Алексей Порфирьевич çинчен тĕплĕн каласа кăтартнăччĕ.

Ырă, ăшă сăмаха ытлашшипех тивĕç ман ентешĕм. Вут-çулăм витĕр вăл хăюллăн утса тухнă, çĕршывăмăра пуçне шеллемесĕр хÿтĕленĕ.

Аслă вăрçă çулĕ А.П. Воробьевшăн Мускав çывăхĕнче, шоферсен ротинче пуçланнă.

Темлерех пурне те строя тăратаççĕ те опытлă водительсене виçĕ утăм маларах тухма хушаççĕ. Палламан майор Воробьев умĕнче чарăнса тăрать.

- Ман шутпа, шăпах сире валли ку çамрăк, - ăнлантарать ăна рота командирĕ. - Машинăпа ултă çул çÿренĕ, авари-таврашне лекмен. Шурă финсемпе те тытăçса курнă...

Çапла пырса лекрĕ чăваш ачи Верховнăй Главнокомандовани Ставкин 8-мĕш миномет полкĕнчи «катюша» расчечĕсенчен пĕрне. Сăмах май, ку подразделение Мускав çывăхĕнчи Алабино салинче 1941 çулхи июль тата август уйăхĕсенче пухса йĕркеленĕ. Каярахпа вăл, Хĕрлĕ ялавлă гварди Новороссийск полкĕ пулса тăнăскер, хăйĕн паттăрлăхĕпе палăрнă, Александр Невскипе Суворов орденĕсене тивĕçнĕ. Орджоникидзе хули çывăхĕнче çапăçнă, Çурçĕр Кавказа, Новороссийскпа Тамань çур утравне, Чехословакие ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Тăшмана хăйĕн йăвине - Берлина - çити хăваланă. Маларах вара ăна, йĕркеленĕ хыççăнах, васкавлă майпа Украинăри Аслă Токмак ялне «Кăнтăр фрончĕн командованине пăхăнса тăма» ăсатаççĕ. Кунта килсе çитнĕ-çитменех полк хĕрÿ çапăçусене хутшăнать.

Çак тапхăра аса илсе акă мĕн каласа панăччĕ Алексей Порфирьевич:

- Мана «БМ-13» установкăсенчен пĕрне турттарма çирĕплетрĕç. Пирвайхи хут Запорожье облаçне кĕрекен Мелитополь çывăхĕнчи Шурă кÿлĕ патĕнче умлă-хыçлах темиçе залп патăмăр, çур çĕр иртни икĕ сехетре. Çав вырăнта тăракан фашистсен техникипе пехотинчен нимĕн те юлмарĕ пулĕ - пĕтĕмпех вутпа çулăм ăшĕнчеччĕ. Хамăр вара çийĕнчех, пĕр тăхтаса тăмасăр çĕнĕ позици йышăнма васкарăмăр. Вăрман витĕр, тăшман разведчикĕсем курасран асăрханса... Çакăн хыççăн пирĕн çĕр çине шаларах та шаларах кĕрсе пыракан фашистсем, «тамăк вутĕнчен» хăраса, асăрханарах куçма тытăнчĕç.

Çапла: малтан йĕркеллехчĕ. Анчах та Андреевка ялĕ патĕнче хамăр инкеке лекрĕмĕр. Легендăна кĕрсе юлнă флеровецсене тупнă пекех тăшман пире те шыраса тупрĕ, хупăрласа илчĕ. Çĕр çинчен те переççĕ, çÿлтен те бомба тăкăнать. Полк управленийĕпе штабăн пĕтĕм техники пĕтрĕ, ман «полуторка» кăна тĕрĕс-тĕкел. Кĕçех вăл та, мотора осколка тивнĕскер, чăхăмлама пуçларĕ. Полк командирĕ Лобанов ăна çунтарса яма е сывлăша сирпĕтме хушрĕ. Хăй чĕрĕ юлнисемпе пĕрле чăтлăхалла чупрĕ. Эпĕ вара, пуçран аманнăскер, унăн приказне пурнăçлама васкамарăм «шел-çке-ха, ара, хаклă техникăна пĕтерме!»: машинăна чул хÿме хÿттине тăратрăм та - тăрăшсах юсама пикентĕм... Ир енне Сальск çеçен хирĕпе чакса пыракан хамăр чаçсене хăваласа çитрĕм. Полк командирĕ мана курсан калама çук хĕпĕртесе ÿкрĕ, пурин умĕнчех ыталаса илчĕ: «Воробьев, эс - чăн-чăн герой! - тет. - Ункăран хăтăлса тухсанах орден илме тăрататăп». «Салтак наградăшăн çапăçмасть», - тавăртăм кĕскен. Чăн та çапла, ара. Эпир орден-медальшĕн мар, хуласемпе ялсене, арăмсемпе ачасене хÿтĕлес тесе шинель тăхăннă...

... 1942 çулхи июнь уйăхĕнче гварди минометсен полкĕ Кубань тăрăхне çитсе тухать. Вăл вăхăтра кунта хаяр çапăçусем пынă. «Катюша» расчечĕ вут-çулăм тăкса урăх çĕре куçма ĕлкĕрет кăна - вăл маларах тăнă вырăна бомбăсемпе снарядсем тăкăнма та пуçлаççĕ.

Август уйăхĕн иккĕмĕшĕнче Ставрополь тăрăхĕнчи Çĕнĕ Александровск станцийĕ патĕнче чăн-чăн тамăк пуçланнă. Çар приказне ăнăçлă пурнăçланă хыççăн Воробьев хÿтлĕх шыраса хăй машинине садсем витĕр, çырма хĕррипе хăваланă. Çак вăхăтра, çĕр питне кисретсе, юнашарах ик-виçĕ бомба çурăлать. Аманнă водитель вут хыпнă машина кабининчен аран-аран кăна хĕсĕнкелесе тухма ĕлкĕрет...

А.П. Воробьев аса илĕвĕнчен:

«Эпир виççĕн çеç тăрса юлнă иккен: установка командирĕ Николай Баулов, Леня Дмитриев тата эпĕ. Ыттисенчен çăмăлрах аманнăскер, юлташсене бомба алтнă шăтăка вырттарса хăварса станицăналла шуса кайрăм.

Урам вĕçĕнчи çурт пахчине ăнăçлах çитрĕм. Выртатăп кама та пулин курасса шанса. Кĕçех, пушă витрисене чăнкăртаттарса, çамрăк хĕрарăм тухрĕ. «Инке! Инке тетĕп! - юн нумай юхнăран вăйран-халтан кайнăскер хуллен сас патăм. - Ан хăра: хамăрăн эп, вырăс салтакĕ...» Ырă кăмăллă украин хăрарăмĕ мана юлташсене сĕтĕрсе килме пулăшрĕ. Пурне те ăшă сĕт ĕçтерчĕ, сурансене çуса çыхрĕ. Çакăн хыççăн Бауловпа Дмитриева шанчăклă кÿршисем патне вырнаçтарчĕ. Мана хăй патĕнче хăварчĕ. Анчах... тепĕр куннех нимĕç салтакĕсем шыраса тупрĕç - тахăшĕ пĕлтерме те ĕлкĕрнĕ. Допрос турĕç: кам, хăш чаçрен, звани? Нимĕн те каламарăм. Хытă хĕнесе асаплантарнă хыççăн сарайне кайса хупрĕç. Кунта пĕр çирĕм-вăтăр çынччĕ ĕнтĕ, чылайăшĕ - еврей... Çур çĕр çитеспе икĕ машина çине тиерĕç те ялтан пĕр-икĕ çухрăма турттарса кайрĕç. Унтан, танксене тытса чармалли тарăн траншея хĕррине тăратса, пулеметран ăшалама тытăнчĕç. Эпĕ, вилнĕ пек пулса, ыттисем çине ÿкрĕм. Кĕçех салтаксем пире васкавлăн тăпрапа витсе каялла çаврăнчĕç. Машинăсен сасси лăплансан траншейăран йăраланса тухрăм та каллех - урăх ăçта каяс-ха? - Паша Меренкова патне таврăнтăм...»

Тепĕр темиçе уйăхран, суранĕсем çĕвĕленсе тÿрленсен, «паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ» виçĕ боец хăйсен полкне шырама тухса каять. Чылайччен çĕтсе çÿренĕ хыççăн, 1943 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче, ракетчиксем тинех хăйсен чаçĕ вырнаçнă тĕле çитсе тухаççĕ.

Унтан каллех - çĕнĕ машина, çĕрлехи тÿпене шап-шурă çиçĕмпе çуракан «катюша» залпĕсем. Хальхинче 59-мĕш уйрăм дивизион йышĕнче çапăçакан Алексей Воробьев Краснодар хулине ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать, Сталинград патĕнче - паттăр гвардеецсемпе пĕрле - Паулюс çарĕ çине вут тăкать.

1943 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче «катюша» водительне тăваттăмĕш хут амантаççĕ. Хальхинче вăл, пĕр эрне ытла тăнсăр выртнă хыççăн, госпитальте çеç «вăранать».

Врачсем хăюллă ракетчик сываласса шанман. Анчах та вăл вилĕме куçран сурнăн виçĕ уйăхран каллех ура çине тăрать. Тăватă аяк пĕрчи çухатнăскер, хăй полкнех таврăнасшăн пулнă. Анчах та тухтăрсем урăхла «приговор» йышăннă. «Руль умне ларас шухăша пуçунтан яланлăхах кăлар, - тенĕ врачсем Воробьевăн мăйран бинтпа çакнă сулахай алли çине пăхса. - Тимĕр тылă витĕр кăларнă пекехчĕ: пĕрер шăммăн пухса сыпрăмăр...»

... Килне вăл каç кÿлĕм çитет. Алăка уçса шÿтлĕн: «Хваттере яратăр-и?» - тесен шак хытнă арăмĕ урайне лаплатать. Çакăн сăлтавĕ акă мĕнре пулнă. Упăшкинчен чылай вăхăт нимле хыпар илмен хыççăн Акулина Семеновна ăна военкомат урлă шыраттарнă иккен. Уйăхран-мĕнрен харăсах икĕ çыру килнĕ: пĕри - Василий Михайлович Шеверов комиссартан, тепри - Николай Сапожниковран. Иккĕшĕ те пирĕн ентешсем, иккĕшĕ те Алексей Порфирьевич паттăрла вилни çинчен пĕлтернĕ.

1950 çулччен Воробьев виççĕмĕш ушкăнри инвалид пулнине пăхмасăрах Ял совет председателĕнче ĕçлет. Унтан, Канашри I-мĕш больницăна çĕнĕ машина парсан, хăй профессийĕшĕн тунсăхланă шофер унта вырнаçать. Вун тăхăр çул район тăрăх «хăвалать» вăл «Васкавлă пулăшу» машинине. Шартлама сивĕ-и, çил-тăман çавăрттарать-и, çапса çумăр çăвать-и - нихăçан та турткалашса тăмасть. Хул калакĕ сурса ыратни те, çурăм шăмми канăç паманни те тытса чараймасть ракетчика: ăна кĕтеççĕ, унăн çитмеллех! Кунта та фронтри пекех пысăк ăсталăхпа çаврăнăçулăх кирлĕ. Чылай чухне çĕр хута, тăнкăр-танкăр çулпа çÿремелле.

Вун тăхăр çул... Миçе çынна вилĕмрен çăлса хăварман-ши вăрçă ветеранĕ çак хушăра! Хăй сывлăхĕ пирки шутлама кăна вăхăт тупайман вăл.

Хăрушă вăрçă кĕрлеме чарăннăранпа 63 çул çитрĕ. Тăван çĕршыва, пĕтĕм Европăна Гитлер саранчисенчен хăтарса хăварнă паттăрсен йышĕ чаксах пырать.

- Манăн те «лере» кайма вăхăт çывхарать пулас, Леонид Александрович: сывлăх чаксах, сĕвĕрĕлсех пырать, - тенĕччĕ ватă салтак эпир унпа юлашки хут тĕл пулсан. - Анчах ним чухлĕ те кулянмастăп: ĕмĕрĕме чăн-чăн этемле пурăнса ирттертĕм, ятăма çĕртмерĕм!

Çакăн хыççăн вăхăт нумаях та иртмерĕ - тăван Сиккассинчен хурлăхлă хыпар илтĕм: паттăр ракетчик чĕри тапма чар ăннă...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика