АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашсем каллех малта

19 июня 2008 г.

Çирĕм районти 700 ытла атлет хутшăнчĕ Чăваш Республикинчи ял спортсменĕсен çуллахи XIV вăййисен финалне. Çĕмĕрле хулинче иртрĕ вăл. Икĕ çулта пулакан спорт уявĕ пуçланнă ятпа ăмăртуçăсене ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А. Николаев, хула администрацийĕн пуçлăхĕ В. Садырга, Олимп вăййисен чемпионкисем Е. Николаевăпа В. Егорова, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн председателĕн çумĕ Г. Николаева, «Урожай» физкультурăпа спорт обществин Тĕп канашĕн хисеплĕ членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Р. Камалетдинов ăшшăн саламларĕç.

Çĕмĕрлере физкультурăпа спорт хĕрĕх çул каялла лайăх аталанма пуçланă. Фургонсем тăвакан комбинатра ĕçленĕ В. Ярды 1968 çулта чăваш велосипедисчĕсенчен чи малтан Олимп вăййисене хутшăннă, 70-мĕш çулсенче тĕнче тата Олимпиада чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ. Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте Çĕмĕрле тăрăхĕнчи спортсменсенчен СССР тата Раççей чемпионачĕсенче С. Башкиров футболист, Т. Чулах, С. Иванова, Т. Федотова, Г. Майорова, Н. Дашина, А. Мельников çăмăл атлетсем уйрăмах палăрчĕç. Алексей Владимирович Мельников РФ тава тивĕçлĕ тренерĕн ятне тивĕçрĕ, халĕ вăл çĕршывăн пĕрлештернĕ командине XXIX Олимп вăййисене хатĕрлет.

Чи малтанах çăмăл атлетсем старта Çĕмĕрлери «Труд» стадионта тухрĕç. Кĕске дистанцисенче Çĕмĕрле районĕнчи О. Петровăпа Т. Саерова тата Улатăр районĕнчи В. Кирпичев çĕнтерчĕç. Вăтам тата инçе дистанцисенче чемпион ятне Муркашри Л. Степанова, Вăрнарти Т. Макарова, Çĕрпÿри А. Прокопьев тата Шупашкар районĕнчи Г. Козлов тивĕçрĕç. Хутăш эстафетăра малти виçĕ вырăна Вăрнар, Çĕмĕрле тата Улатăр районĕсен командисем йышăнчĕç.

Кире пуканĕ йăтакансен турнирĕнче Патăрьел, Канаш тата Етĕрне районĕсен пăхаттирĕсем уйрăмах палăрчĕç. Çĕнтерÿçĕ-командăри П. Рубцов, Н. Перепелкин тата А. Алексеев хăйсен виçисенче чи лайăх результат кăтартрĕç. Арçынсем хушшинче Канаш районĕнчи Чакаçри А. Чернов абсолютлă чемпион пулса тăчĕ. Хĕрсен ушкăнĕнче мала тухнă Йĕпреç районĕнчи Пучинкери Д. Павлова пĕр пăтлă снаряда сулахай алăпа 53 хут, сылтăм алăпа 62 хут сулласа çĕклерĕ. Хăйсен виçисенче çавăн пекех Канаш районĕнчи И. Антоновăпа Етĕрне районĕнчи А. Ефимова пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕнче Шупашкар, Вăрнар тата Красноармейски тăрăхĕсенчи атлетсем хастар пулчĕç, Шупашкар районĕн команди пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Ăна Шупашкар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Апаш çынни В. Смородинов тата Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Григорьев «Тутаркасси» хатĕрленĕ. Вĕсен вĕренекенĕсем Е. Осиповăпа Л. Сергиан _ хĕрсен ушкăнĕнче, Раççей спорт мастерĕсем Д. Григорьевпа Д. Васильев арçынсем хушшинче мала тухрĕç.

10-15 çул каялла кăна-ха ял спортсменĕсем хушшинче шывра ишессипе ăмăртусем йĕркелесси питĕ чăрмавлă ĕçчĕ. Çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа хуласенче кăна мар, республикăри пысăк ялсенче те физкультурăпа сывлăх комплексĕсем хута кайрĕç. Вĕсенче шывра ишмелли бассейнсем те пур. Канаш районĕнчи Шăхасанти çакăн пек бассейна хăйсен сывлăхне çирĕплетме куллен 300 ытла çын çÿрет. Вĕсенчен чи пултаруллисем спорт разрячĕн нормативĕсене пурнăçлаççĕ. Канаш районĕн команди хальхинче те çĕнтернинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Йĕпреç тата Вăрмар ишевçисем тухрĕç.

Волейболистсен ăмăртăвĕсем пĕр-икĕ эрне маларах зонăсенче иртрĕç. Хĕрсен ушкăнĕнче финалта выляма Канаш, Муркаш, Вăрмар тата Шупашкар районĕсен командисем тивĕçрĕç. Татăклă тĕл пулусенче Вăрмарсем питĕ лайăх вылярĕç. Командăна мала кăларассишĕн Т. Васильева «команда капитанĕ», И. Никифорова, Е. Степанова, И. Васильева тата А. Никифорова уйрăмах нумай вăй хучĕç. Арçынсем хушшинче вара малти виçĕ вырăна Шупашкар, Вăрнар тата Пăрачкав районĕсен командисем йышăнчĕç.

Лапталла выляса малти виçĕ вырăна Канаш, Шупашкар тата Вăрнар районĕсен командисем йышăнчĕç. Механизаторсен ятарлă ăмăртăвĕнче Елчĕк, Канаш, Вăрнар, Вăрмар тата Çĕрпÿ районĕсен спортсменĕсем уйрăмах палăрчĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен малти пилĕк вырăна Канаш, Вăрнар, Шупашкар, Вăрмар тата Çĕмĕрле районĕсен командисем йышăнчĕç.

П. Сидоров.

С.ИГНАТЬЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика