АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсене хĕвел те саламларĕ

19 июня 2008 г.

Икĕ куна пычĕ Елчĕк тăрăхĕнче ĕнесене машинăпа сăвакансен тата выльăх-чĕрлĕхе искусствăлла майпа пĕтĕлентерекенсен конкурсĕ. Районсенче мала тухнă çĕнтерÿçĕсем пуçтарăнчĕç унта. Пĕр-пĕрин опычĕпе, ăсталăхĕпе паллашма чăннипех кăсăк. Сăмах май каласан, конкурса çулсерен ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ, ăна валли бюджетран та сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Çакă выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансен ĕçне тивĕçлипе хаклама, пуçаруллисене палăртма, паха опыта сарма пулăшать.

Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ конкурс. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ С. Димитриев, Елчĕк район администрацийĕн ертÿçи Н. Миллин пухăннисене ăшшăн саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç. Чăваш Ен ялавне çĕклеме пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсем Роза Зосимова доярка «Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» хуçалăх», Лариса Капирова осеменатор «Муркаш районĕнчи «Рассвет» агрофирма» тивĕçрĕç. Ăмăрту малалла «Прогресс» хуçалăхра тăсăлчĕ. Мĕншĕн республикăри инçетри района суйласа илнĕ-ха конкурс йĕркелÿçисем?

Елчĕксенчен вĕренмелли сахал мар. Юлашки çулсенче район малалла çирĕп аталанса пырать. Кĕске хушăра лару-тăрăва чылай лайăхлатма, улăштарма пултарни куç умĕнчех. Çур акине те кĕске вăхăтрах ирттернĕ, тăрăшса ĕçленĕ. Çум курăкпа хупланнă лаптăк та тупаймăн. Калчасем лайăх шăтса тухни савăнтарать. Çĕр ĕçченĕсем кăçал тĕш тырă пĕлтĕрхинчен те ытларах илессе иккĕленмеççĕ. Уй-хире минераллă удобрени, тислĕк çителĕклĕ хывнă. Хуçалăхсен йышĕ те ÿсет, унччен 9 пулнă, халĕ - 24. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те вăй илет, çĕкленет. Хуçалăхсем наци проекчĕпе усă курса фермăсене çĕнетеççĕ, техника туянаççĕ. Çав шутран «Прогресс» хуçалăхра та. Ферма территорийĕнчи тасалăх, илемлĕх, ешерекен чечексем тÿрех куçа курăнаççĕ.

- Конкурс умĕн илемлетнĕ ĕнтĕ, - текелерĕç пухăннисем.

- Çук, - терĕç кунта ĕçлекенсем, - пирĕн яланах çапла. Чăн та, витесене васкавлăн хĕле хатĕрлерĕмĕр ĕнтĕ.

«Прогреса» 6 ял кĕрет. Унăн 4 пин гектар çĕр, 330 гектар арендăна илнĕ. Выльăх-чĕрлĕх йышĕ ÿснĕ май хушма лаптăк шырама тивет. Мăйракаллă шултра выльăх кăна 1700 пуç, çав шутран 470 ĕне. Унсăр пуçне 4 пин сысна. М. Разумов ертÿçĕ каланă тăрăх, пĕлтĕр пĕрлешÿ 57 миллион тенкĕ ытла тупăш илнĕ. Унăн 80 проценчĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнипе çыхăннă. Фермăсене çĕнĕ йышши оборудованисем вырнаçтарнă, техника паркĕ те пуянланать.

- Пĕлтĕр ĕне пуçне çулталăкра 5 пин килограмм сĕт сунă, ĕмĕт - 6-7 пине çитересси, ăна валли условисем пур, апат кăна çителĕклĕ пултăр, - терĕç фермăра тăрăшакансем.

Хуçалăхри вăтам шалу уйăхне 5 пин тенкĕ ытла ÿкет.

- Пирĕн тĕллев - йывăр ĕçсене çăмăллатса шалу ÿстересси, - пĕлтерет М. Разумов. - Хаксем хăпарса пыни, выльăх-чĕрлĕх продукчĕ йÿнелни йывăрлатать, анчах пирĕн майсем шырамалла, тупмалла.

Район чысне хÿтĕлеме те «Прогресри» Г. Петрова дояркăпа А. Можаев осеменатора шаннă. Конкурс фермăсенчи çĕнĕ оборудованисемпе ĕçлеме пĕлессипе те çыхăннă. Вĕсен опыт çителĕклех. Хăнасем вара кунти ĕç-хĕлпе те савăнсах паллашрĕç. «Пиреччĕ çакăн пек ферма», - илтĕнчĕ унтан та кунтан. Кĕçех хĕрÿ ăмăрту пуçланчĕ. Кăткăс ыйтусене хуравланипе пĕрлех практикăра та кăтартса пычĕç. Вуншар мăшăр куç пăхнипе е çирĕп судьясем умĕнче пăлханнипе час-часах алăсем çыхланчĕç, ыйтусем те такăнтарчĕç вĕсене. Анчах алла илсе йăнăшсене çийĕнчех тÿрлетме те вăй çитерчĕç. Опытлă çынсемпе пĕрле çамрăк ĕçченсем те хаваспах ăмăртрĕç. Сĕт сумалли аппарата сÿтсе пуçтарчĕç, теори пайĕнче кăткăс ыйтусене хуравларĕç.

Конкурс вĕçленнĕ тĕле çĕнтерÿçĕсене саламланăн хĕвел те ăшшăн çутатса ячĕ. Çавăнпах-и уява та районăн тĕп стадионĕнче малалла тăсрĕç, çĕнтерÿçĕсене чысларĕç. Вĕсем вара сахал мар. Ĕнесене машинăпа сăвакансем хушшинче В. Андреева «Етĕрне районĕ, «Заветы Ильича»», Г. Петрова «Елчĕк районĕ, «Прогресс»», Н. Добронравова «Сĕнтĕрвăрри районĕ, «Рассвет»» малти вырăнсене тивĕçрĕç. Арçынсенчен И. Гиниятуллин çĕнтерчĕ. Çамрăксенчен М. Мокрова «Хĕрлĕ Чутай районĕ, «Коминтерн»», ветерансенчен В. Каруева «Патăрьел районĕ, Ленин ячĕллĕ агрофирма» палăрчĕç. Выльăх-чĕрлĕхе искусствăлла майпа пĕтĕлентерессипе П. Зверева «Комсомольски районĕ, «Заря»» çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Ф. Максимовăпа «Муркаш районĕ, Суворов ячĕллĕ хуçалăх» А. Можаева «Елчĕк районĕ, «Прогресс»» пайларĕç. «Выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техник» номинацире комисси пĕр саслăн А. Юданова палăртрĕ «Улатăр районĕ, «Кувакинское молоко» пĕрлешÿ». Çамрăксенчен Н. Садовникова «Етĕрне районĕ, «Ленинская искра»», ветерансенчен Л. Иванова «Тăвай районĕ, «Новый путь»» мала тухрĕç. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе, укçан премипе тата дипломсемпе чысларĕç. Конкурса хутшăнакансене кашнинех ЧР ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе, парнесемпе хавхалантарчĕç. Агропромышленность комплексĕнчи çитĕнÿсемшĕн, вăй-хал парса ĕçленĕшĕн район пуçлăхĕ Н. Миллин, «Прогресс» хуçалăх ертÿçи М. Разумов та тава тивĕçрĕç.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен йышĕ çамрăксемпе хушăнса пыни савăнтарать. Конкурсра та самай вĕсем. Çакă яш-кĕрĕм ял хуçалăхне туртăннине, агропромышленность комплексĕ тепĕр хут аталанма пуçланине кăтартать. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен интересĕсене хÿтĕлесе Раççейре çĕнĕ саккун проектне хатĕрленĕ. Вăл вырăнта туса илекен апат-çимĕçе çул уçса памалла. Апла сĕт хакĕ те ÿсĕ. Республикăра фермăсенчи ĕç-хĕле те çĕнĕлле йĕркелесси вăй илет. Сĕт залĕсем 19-а çитнĕ.

- Пирĕн тĕллев - май килнĕ таран ыттисене те çĕнĕ технологи çине куçарасси, - терĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев.

Конкурсран çĕкленÿллĕ кăмăлпа, малалла тăрăшарах ĕçлес туйăмпа саланчĕç. Умри улшăнусем, çĕнĕлĕхсем пурне те савăнăç кÿреççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика