АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никам та хĕнемен, çаратман иккен

04 июня 2008 г.

Пĕр лăпкă кун Улатăр районĕн шалти ĕçсен пайне Г.Маторкина вĕçтерсе çитнĕ.

- Киле килсех хĕнерĕç, çаратрĕç, - тÿрех сăмахне пуçарнă хайхи. - Куç умĕнчех икĕ пин тенкĕ вăрларĕç.

Унтан хĕрарăм хăйне кÿрентерекенсене, С.Качегаевпа А.Снугинăна явап тыттарма ыйтса заявлени чĕрмекленĕ.

Право органĕ ĕçе вăраха яман, çийĕнчех тишкерме тытăннă. Тĕпчев вара пач урăххине кăтартнă. Маторкинăна никам та хĕнемен, çаратман та-мĕн. Тăванĕсене курайманнипе тавăрма шутланă вăл. Лешĕсем «айăпа» каçарттарма укçа сĕнессе кĕтнĕ. Çапма пĕлмен пушă хăйнех пырса çапнă. Суйса право хуралне йăнăш çулпа чуптарнăшăн Маторкинăна пĕр çуллăх ĕçлесе юсанмалла айăпланă. Шалăвĕн 15 проценчĕ патшалăх хыснине куçса пырĕ.

Кăсăруклине -

саваламан сак çине

Шăмăршă тăрăхĕнчи С. Галкинăн пурнăçĕ ăнса пынă темелле. Вăтăртан иртнĕ арçын районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшнă. Çемçерех те çÿллĕрех пукан йышăнасси канăç паман тейĕн ăна. Чап, власть этеме самантрах пăсать-мĕн. Правăна сыхлакан кĕçех хăй кукăр-макăр çул çине тăнă.

Пĕррехинче шалти ĕçсен пайĕнче шăнкăрав янăраса кайнă. Шăмăршăра пурăнакан хĕрарăм килĕнчен укçа вăрланине пĕлтернĕ. С. Галкин хыпара ятарлă кĕнекере учета илме васкаман. Малтан преступление уçса памалла тенĕ-ши? Унтан тепĕр кăсăруклипе «айăплине», Ю.Петрова, шалти ĕçсен пайне илсе те çитернĕ.

- Укçана ăçта чикрĕн, кала?! - тÿрех сиксе ÿкнĕ вăл «вăрă» çине.

Арçын тунма тытăнни тарăхтарсах янă пакунлине. Хайхи ăна ачисене туртса илсе интерната ярассипе, мăшăрне пусмăрлассипе хăратнă, хĕненĕ. Лешĕ çав-çавах айăпа йышăнманнине кура Петров пуçне противогаз тăхăнтартнă та сывлăш кĕмелли çулне пÿле-пÿле лартнă. Инкек тÿсекеншĕн чăн-чăн тамăк пуçланнă. Хăтăлса тухнă арçын тÿрех çÿлерех ларакансем патне çул тытнă. ЧР прокурорĕн çумĕ С.Галкина РФ УК 286-мĕш статйин 3 пайĕпе явап тыттарма ĕç пуçарнă. Çапла вăл çын валли шăтăк чавсан.

Çамрăклах эрех

тыткăнĕнче

Хăш-пĕр çул çитмен çамрăксем аслисенчен юлманни, вĕсемпе танах хаяр шĕвек сăрăхтарни шалт тĕлĕнтерет. Акă Канашри ача-пăча пульницине 15 çулти хĕр ачана васкавлăн илсе çитернĕ. Вăл сасартăк аптăраса ÿкнин сăлтавĕ - симĕс çĕлен. Уринчен ури иртеймен кăна мар, хĕр ача çăварне те уçса калаçайман, чĕлхи çыхланнă. Ытлашши эрех ĕçнипе унăн организмĕ наркăмăшланнă. Ăна вилĕм аллинчен туртса кăларма шурă халатлисен самай тăрăшма тивнĕ. Ашшĕпе амăшĕ тĕпренчĕкĕ çамрăклах хаяр шĕвекпе туслашнине те пĕлмеççĕ-тĕр.

Материалсене Л.АЛА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика