АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăрмавсене пăхмасăр - малалла

04 июня 2008 г.

ЧР ял хуçалăх министерствин анлă ларăвĕнче кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, ÿсĕмсемпе пĕрлех çитменлĕхсене те палăртрĕç.

Сăмахран, çăмăллăх кредичĕсем илнĕ чухне чылай хуçалăх ертÿçи парăма сĕтрен килнĕ тупăшпа татса пама ĕмĕтленнĕ, унăн пĕр литрĕ 13-12 тенкĕрен 5-4, 5 тенке чакасса никам та шутламан. Çавна май нумайăшĕн мăйракаллă шултра выльăх пуçне чакарма тивнĕ. 4 уйăхра 2 пин пуç аш-какая ăсатнă. Сĕт хакĕ тата мĕншĕн чакнă-ши? Сĕт-çу завочĕсем типĕ сĕтпе ĕçлеме пуçăннăран. Мĕншĕн ăна республикăна илсе килме чарман? Чи малтан ял çыннин, хресченпе фермер хуçалăхĕн, кооперативсен пурнăçĕпе кăсăкланмалла мар-им-ха? Пĕчĕк хуçалăхсен кăтартăвĕсем те пысăккисен евĕрлех. Апла вĕсене аталанма та çул уçса памалла.

- Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ, Красноармейски, Пăрачкав... районĕсенче сăвăм палăрмаллах чакнă. Сĕт мĕн ĕмĕртен тупăшлă шутланнă. Унăн хакĕ июль уйăхĕнче хăпармалла, - терĕ ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев.

Михаил Васильевич тавар туса кăларакана малашлăха пăхса пурăнма сĕнчĕ. Çав хушăрах сĕт пуçтаракан кооперативсене асăрхаттарса хăварчĕ.

- Аккредитаци тухнă кооперативсене тăтăшах тĕрĕслесе тăратпăр. Вĕсен хут çинче мар, чăннипех ĕçлемелле, - асăрхаттарчĕ М. Игнатьев.

Паянхи кун республикăра 266 тĕрлĕ кооператив. Анчах вĕсенчен пурте ĕçе тытăнайман-ха. Сăлтавĕсем те паллă: нумайăшĕн укçа никĕсĕ çителĕксĕр, салук та çук. Банк вара унсăр кредит уйăрмасть. Ун пек кооперативсене алă пÿрнисемпе шутлама пулать. Сĕнтĕрвăрринче вара пĕр кооператив çеç йĕркеленĕ, Елчĕкре _ виççĕ. Патăрьел «11 кооператив», Канаш «9», Йĕпреç «7» районĕсем ку тĕлĕшпе аван ĕçлеççĕ.

- Кăçал аккредитациленĕ хуçалăхсен 70 проценчĕ, 2009 çулта - 75 проценчĕ ĕçе тытăнмалла, - палăртрĕ министр.

Чăваш Республикинче пурĕ 22 ял хуçалăх пасарĕ, вĕсенчен иккĕшĕнче çеç суту-илÿ тăваççĕ. Строительство ĕçĕсем кашни районтах пыраççĕ-ха. Сăмахран, Йĕпреç, Вăрнар, Çĕрпÿ, Канаш «Вырăскас Пикшихре», Муркаш «Мăн Сĕнтĕрпе Турай салисенче», Шупашкар районĕсенче. Ишек пасарне сакăр районтан суту-илÿ тума пухăнаççĕ. Кунтах выльăх-чĕрлĕх сутаççĕ, сĕт-тăпăрчă пуçтараççĕ, аш-пăшпа та услам тăваççĕ. Пасар условийĕсем япăххи те чăрмантармасть.

- Укçа-тенкĕ çитменни ура хурать, - тет Шупашкар район ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Мустаев. - Раççей ял хуçалăх банкĕ кредит уйăрма килĕшмест. Малтан салук çук тесе тÿрре тухрĕç, халĕ вăл ыйтăва татса панă ĕнтĕ, малалла лайăххине шанатпăр та...

Патăрьел районĕнчи «Айша» кооператив та ыррине кĕтет. Ларура вăл ĕçлеме пултарнине хут çинче çирĕплетрĕç, халĕ ĕмĕчĕсем пысăк унăн. Перекет банкĕн представителĕ «Айша» кооперативăн проектне ырланă, пулăшма та килĕшнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика