АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апрелĕн 11-мĕшĕ - Космонавтика кунĕ

11 апреля 2008 г.

Космонавтикăна пулăшакан «Байконур - Шупашкар» ассоциаци тата Раççей космонавтикин федерацийĕ пуçарнипе Чăваш Республикин йышлă делегацийĕ çак кунсенче «Байконур» космодромра экскурсире пулчĕ. Унта хутшăннисем 17-мĕш экспедици экипажĕ тытса пыракан «Союз ТМА-12» космос карапĕ Пĕтĕм тĕнчери космос станцине вĕçсе кайнине хăйсен куçĕсемпе курчĕç.

Карап экипажĕн йышĕнче - Сергей Волков командир, Олег Кононенко борт-инженер тата Корея çĕршывĕн хĕрарăмĕ Ли Со Ен тĕпчевçĕ. Вĕсен программине наука тĕллевĕсемпе пĕрлех обществăлла тивĕçсене те кĕртнĕ. Экипаж уçлăха, Пĕтĕм тĕнчери космос станцине Çĕнтерÿ кÿрсе тăракан Çветтуй Георгий турăшне те илнĕ. Тепĕр икĕ эрнерен турăш Çĕр çине таврăнĕ. Ун хыççăн ăна Шупашкарти «Байконур» микрорайонти Çĕнтерÿ кÿрсе тăракан Георгий часавайне вырнаçтараççĕ.

Космонавтика кунне халалласа республика районĕсемпе хулисенче чылай мероприяти ирттерме палăртнă. Шуршăлта, СССР космонавт летчикĕн А.Г. Николаевăн Асăну комплексĕнче тата Шупашкар хулин ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче çамрăк космонавтсен отрячĕсен республика слечĕ пулать. Шуршăлта А.Г. Николаев, Н.М. Бударин, М.Х. Манаров космонавтсене халалласа значоксемпе открыткăсен, «Космос паттăрĕсем» кĕнекесен куравĕ уçăлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика