АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Мана эстрада илĕртет»

04 апреля 2008 г.

Пĕтĕм чăвашсен «Вирьял шевлисем» фестиваль-конкурсĕн çĕнтерÿçи «2007 ç.». ЧР Президенчĕн стипендиачĕ «2008 ç.». Пĕр вăхăтрах икĕ вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илет. Республика культура училищин профсоюз комитечĕн активисчĕ тата казначейĕ. Ку пĕтĕмпех Алина Просвирнова пирки. – Алина, санăн хушамату мĕне пĕлтерет? Вăл просвир, Турă çăкăрĕ сăмахран пулса кайнă-и?

– Пĕлместĕп çав. Манăн атте Ульяновск облаçĕнчен, унăн ашшĕ вырăс пулнă.

– Эппин, санра чăваш тата вырăс юнĕсем пĕрлешнĕ? Çавăнпа çырла пек хитре эсĕ.

– Апла каласа ан вăтантарăр-ха мана...

– Хăв хăçан тата ăçта çуралнă?

– 1986 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăк ялĕнче. Эпир иккĕн пĕр тăван. Йăмăкăм, Анечка, пединститутра дизайнера вĕренет.

– Эсĕ вăтам пĕлÿ хăвăр ялтах илнĕ-и?

– 9 çул тăван ялти шкула çÿренĕ, кайран икĕ çул район центрĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта, педагогика класĕнче, ăс пухнă.

– Ытларах та тарăнрах пĕлÿ илсе аслă шкула вĕренме кĕме çăмăлрах пултăр терĕн-и?

– Çапла. Вăтам шкул хыççăн тÿрех Шупашкара çул тытрăм. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне куçăмлă майпа вĕренме кĕтĕм. Унта икĕ çул тăрăшсан шухăш-кăмăлăм улшăнчĕ. Тĕрĕссипе, манăн чун малтан та музыка енне туртăнатчĕ. Çавăнпах пулĕ экзаменсем тытса культура училищине куçрăм. Мана эстрада илĕртет.

– Университетран тухсах кайрăн-и?

– Çук-çке. Эпĕ халĕ харăсах икĕ çĕрте вĕренетĕп: университетăн экономика факультетĕнче – куçăмсăр, культура училищинче – куçăмлă майпа. 5-мĕш тата 3-мĕш курссенче.

– Училищĕре мĕнле профессие алла илетĕн?

– Хор дирижерĕ, хор ушкăнĕн ертÿçи пуласшăн.

– Сирĕн çемье те музыкăна юратать, çапла-и?

– Тĕрĕсех каларăр. Манăн атте хăй вăхăтĕнче Çĕрпÿ культурăпа çут ĕç училищинчен вĕренсе тухнă. Аккомпаниатор-баянист. Паянхи кун вăл ял клубĕнче илемлĕх ертÿçинче ĕçлет, Комсомольски ача-пăча искусство шкулĕнче те вăй хурать. Юрлама юратать, купăс, баян, «Ямаха» аван калать.

Анне те, ветеринари техникумне пĕтернĕ пулин те, культура ĕçне ытларах килĕштерет. Ахальтен мар вăл клуб директорĕн çумĕнче тăрăшать. Аттепе анне çамрăк чухне пĕрле юрласах паллашнă.

– Эсир тăван килте чăвашла калаçса ÿснĕ-и?

– Паллах. Аттене хăйĕн ашшĕ-амăшĕ пĕчĕклех «3 çулта чухне» Ульяновскран Аслă Чурачăка леçнĕ. Вăл ялта ÿснĕ. Анне – Аслă Чурачăкранах. Аттепе анне шкулта пĕр класрах вĕреннĕ.

– Алина, сана культура училищинче вĕренме килĕшет-и?

– Питĕ. Хам та 5 çултанпах юрлама юрататăп. Пирĕн ялта «Тевет» ятлă фольклор ансамблĕ пур. Эпĕ унта 10 çул юрлама çÿренĕ.

– Профессиллĕ сцена çине пуçласа хăçан тухрăн?

– Шупашкара килсен. Университетра «Студентсен çуркунни» фестивале хастар хутшăннă. «Брови» ятлă вырăс юррине халăх умĕнче пĕрре мар шăрантарнă. Çавăн хыççăн мана унта та, кунта та чĕнме пуçларĕç. «Ало, эпир талантсем шыратпăр!» конкурса та хутшăнма тиврĕ. Каярахпа Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсĕн дипломанчĕ пулса тăтăм. «Ăçта каян, чĕкеç?» тата «Ман телейĕм» юрăсене юрласа.

– Халĕ санăн хăвăн репертуар та пур-и?

– Çапла. Унта хамăн 4 юрă, кĕввисене Людмила Деменова çырнă. Дуэтпа, Валерий Дмитриевпа юрлакан юрă та пур. Унсăр пуçне, Светлана Печникова мана хăйĕн «Пĕрремĕш юрату» юррине парнелерĕ. Эпĕ чăваш халăх юррисене те хаваспах юрлатăп. Аранжировкисене Залиф Биксалинпа Радик Семенов туса пачĕç.

Хальхи вăхăтра харăсах темиçе юрă хатĕрлетĕп, вĕсене кĕçех халăх умне кăларăп.

– Хăвăн юррусенче мĕн çинчен юрлатăн?

– Паллах, юрату çинчен «кулать».

– Малаллахи ĕмĕтÿсем мĕнлерех?

– Тепĕр çулталăк-çулталăк çурăран харăсах икĕ диплом алла илме ĕмĕтленетĕп. Унччен, каларăм ĕнтĕ, çĕнĕ юрăсем пĕрре мар çуралĕç-ха. Сăмах май, хĕллехи сессие эпĕ ăнăçлă вĕçлерĕм, пĕтĕмпе çичĕ экзамен тытрăм.

– Чăваш эстрадинче камăн пултарулăхĕ ытларах килĕшет сана?

– Сергей Павлов, Стас Владимиров тата Катя Петрова – манăн кумирсем.

– Ку – санран илнĕ пĕрремĕш интервью. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыма ăнăçу, сцена çинче çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп сана, Алина. Сывлăху çирĕп пултăр!

– Тавах!

Вăрăм Палюк калаçнă.

Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика