АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрес килсен те тивет кулма

04 апреля 2008 г.

Кăçал Раççейре Çемье çулталăкĕ, Чăваш Енре Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнă май вун-вун организаципе предприяти тăлăх ачасен интерначĕсемпе реабилитаци центрĕсене ытларах та ытларах пулăшу кÿме тытăнчĕç.

«Хĕвел» ыр кăмăллăх фончĕн ĕçченĕсем те хастар ку тĕлĕшпе. Вĕсем тăрăшнипех Шупашкарти Мускав районĕн çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕ тĕрлĕ конкурс ирттерме пултарчĕ. Тĕслĕхрен, хĕллехи «Каскад» эстафета, «Утрав çинчи йывăрлăхсене чăтса ирттерни» вăйă тата ытти те.

Чылай чухне ача интерната е ача çуртне реабилитаци центрĕ урлă лекет. Мускав районĕн çул çитмен ачасен реабилитаци центрне çул тытрăм эпĕ.

Çак учрежденирен тăлăх ачасен интернатне пĕтĕмпе 150 ача куçнă. Паян кунта 33 ача пурăнать.

– Центр – социаллă учреждени, – каласа парать унăн пуçлăхĕ Валентина Овчарова. – Эпир çемьесене пулăшатпăр.

Кама кирлĕ тăлăхсем?

Ачасем кунта тĕрлĕ çĕртен лекеççĕ. Пĕрин амăшĕ чирлесе ÿкнĕ, теприн çемйинче пурăнмалли условисем çителĕксĕр, виççĕмĕшĕ пирки пульницаран систереççĕ. Тĕслĕхрен, пĕчĕк Надя 4 çулта 9 килограмм тайнă. Çак ÿсĕмри хĕр пĕрчишĕн ку хăрушă чир: вăл ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен çеç мар, ăс-тăн енчен те аталанаймасть. Ленăн амăшĕ вара вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Перекет кĕнеки çине хĕрĕ ячĕпе укçа хывса хăварнă-ха вăл, анчах çитĕнсе çитнĕ хĕр унпа епле хуçаланмаллине ăнкараймасть.

Дима анлă пурнăç çулĕнче çухалса кайнă. Чунĕ йăваш хăйĕн, пур сăмаха та чĕре çумне илет. Интернатран та пĕрре мар тухса тарнă. Суд тенкелĕ çине ларма та ĕлкĕрнĕ. Халĕ акă Валентина Михайловна умĕнче ларать. Çар билечĕ çуккипе ĕçе илме килĕшекен организаци тупăнман иккен. Мĕн тумалла? «Хĕвел» ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнипе штукатур-маляр специальноçне алла илме пултарнă-ха вăл. Малалла вара мĕнле пурăнмалла? Кам куçĕнчен пăхмалла? Димăн Шупашкарта хваттер те пур, анчах вăл интернатра пурăннă вăхăтра хваттер укçине никам та тÿлемен. Патшалăх умĕнчи парăм 80 пин тенке çитнĕ. Çавна пула Димăна хваттерте регистрацилемеççĕ.

– Ун йышшисем пирĕн республикăра пĕрре çеç мар, – тет Валентина Михайловна.

– Прописка çук çамрăксен мĕнле пурăнмалла? Хăйсене çут тĕнчере ытлашши çын пек туйма тытăнаççĕ вĕсем. Кăткăс самантсенче аптраса ÿкеççĕ. Димăна та акă интернатра йывăрлăхсемпе кĕрешме вĕрентмен. Уншăн пур ĕçе те воспитатель тунă. Çуса тăхăнтартнă, апатне пĕçерсе çитернĕ. Ĕçлеме, кăткăс ыйтусене татса пама хăнăхтарман. Реабилитаци центрĕ те интернат евĕрлĕ, анчах кунта вăхăтлăх çеç пурăнаççĕ. Центрта медицина ĕçченĕсем, дефектолог, психолог, социаллă работник тата воспитатель пур. Кашни икĕ-виçĕ эрнерен консилиум ирттереççĕ. Çав вăхăтра ачасемпе çеç мар, ашшĕ-амăшĕпе те ĕçлеççĕ. Кил-йышри условисем улшăнмасан ачана интерната вырнаçтармалли пирки шухăшлаççĕ. Ыйтăва, паллах, суд татса парать.

Çыншăн чунлăх паха

Валентина Михайловнăн пÿлĕмне тăхăр çулти Славăпа амăшĕ кĕчĕç. Арçын ачан киле каяс шухăш çуралнă иккен. Центра ăна амăшĕ хăех çавăтса килнĕ. Клей шăршлама хăнăхнă Слава. Ыттисене те илĕртнĕ, усал ĕçе явăçтарнă. Икĕ ĕçре вăй хуракан амăшĕ ывăлĕ пăсăлнине сиссе те юлайман. Вăхăчĕ те пулман курăнать.

– Çемьене укçа-тенкĕ çитсе пымасть, – тет вăл. – Ывăнатăп. Ачана пĕччен çитĕнтерме питĕ йывăр, никамран пĕр пулăшу çук.

Валентина Михайловна хĕрарăма ăнланать, анчах ача кун-çулĕ уншăн темрен паха. Вăл Славăна хăй ытамне илсе çут тĕнчери ырă туйăм пирки ăнлантарма тытăнчĕ. Ăна хисеплени тата юратни курăнать çак тĕслĕхре. Лăпкăн калаçса ларнă хушăра шухăшĕ улшăнчĕ, реабилитаци центрне вăхăтлăха юлма килĕшрĕ ача. Унăн амăшне те ăс пачĕ Овчарова. Хĕрарăм ăнланнăн пуçне сĕлтрĕ, анчах хăйĕн пурнăçне улăштарма пултарайĕ-ши вăл?

Тăлăха юлма Турă ан хуштăр тенĕ ун шăпине тутанса пăхнисем. Мĕскĕн чунăн, ашшĕ-амăшĕн ăшшине курманран, куççулĕ те пайтах юхать пулĕ. Паянхи кунпа çеç пурăнма хăнăхнăскершĕн малашлăх тĕтре евĕр. Кĕрсе каятăн та пач çухалатăн. Кам çул кăтартса çутталла илсе тухĕ?

– Ачасен шăпи пурне те кăсăклантармалла, – тет Валентина Овчарова. – Ырă ĕçсен çулталăкĕнче чылай ырă ĕç тума тăрăшмалла. Çыннăн хуйхи-суйхине ăнланма вĕренмелле. Тĕнчере пĕр хăвшăн çеç мар, ыттисемшĕн те пурăнма хăнăхмалла. Унсăрăн çын хакĕ çухалать. Пирĕн центр «Хĕвел» ыр кăмăллăх фончĕпе пĕр шухăшлăн ĕçлет. Фонд пирĕн тĕллевсене ырласа кулленхи пурнăçра пулăшса пырать. Эпир ача интерната ан лектĕр тесе тăрăшатпăр. Унăн çемье пулмалла.

Тăлăхсене тăватă майпа усрава илме пулать: ача йышăнакан çемьене, опекунлăха, ывăллăха, ачасене пăхса тăмалли йĕркепе – патронажа. Хаçатăн çитес номерĕсенче вĕсем пирки тĕплĕнрех калаçăпăр.

Ачасем пирĕн малашлăх çеç мар, патшалăх пуласлăхĕ те. Вăл мĕнле çын пуласси çемьерен нумай килет. Интернатра çитĕнекенсенчен чылайăшĕ кил пирки ĕмĕтленет. Ашшĕ-амăшне вĕсем яланах юнашар курасшăн. Мĕншĕн тесен анне, атте сăмахсем пуринчен те пахарах, хаклăрах, илемлĕрех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика