АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пысăк чăрмав курмастăп»

04 апреля 2008 г.

Тин кăна-ха уй-хирте шап-шурă юр сарăлса выртатчĕ. Çурхи ăшă хĕвелпе, çумăрпа, çилпе сисĕнмесĕрех ирĕлсе пĕтрĕ вăл. Çĕр те типсех пырать. Апла вăхăтлăха шăпланнă уй-хир каллех шăв-шавпа, техникăпа тулĕ. Тăвай енче хĕрÿ тапхăра мĕнле хатĕрленеççĕ-ха? Ыйту тупсăмне тупас шутпа район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе В. Ванеркепе калаçрăмăр.

– Владимир Алексеевич, çур акине тухиччен шутлă кунсем юлчĕç. Çакă хуçалăхсенче сисĕнет-и?

– Паллах, хуçалăхсенче вăрлăх туянаççĕ, кондицие çитереççĕ, техника юсаççĕ... Çĕр типсенех кĕрхисене имçамлама, апатлантарма тытăнасшăн. Пĕлтĕр 3472 гектар акса хăварнă, ку виçĕм çулхин 115 проценчĕ. Анчахрах кĕрхисене тĕрĕслесе-пăхса тухрăмăр. Хальлĕхе чиперех-ха. Çанталăк кăна сивĕтсе, шăнтса ан ларттăр. Çур акине вăхăтра ирттересси ĕç-хĕле пĕлсе йĕркеленинчен, техника юсавлă, вăрлăх, удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ пулнинчен те килет. Районĕпе ял хуçалăх машинисен 80 проценчĕ хатĕррисен ретĕнче. Чăн та, трактор юсасси йывăртарах пырать. Çапах уй-хире тухиччен ĕçе вĕçлессе шанас килет. Юлашки икĕ çулта «Фирма Акконд-Агро», «Шимкусский», «Новый путь», «Родник» тата ытти пĕрлешÿсемпе хуçалăхсем 50 миллион тенкĕлĕх е 74 техника единици туяннă. Çапах çакă çителĕксĕр çĕр ĕçне туллин туса пыма. Кăçал татах энерги ресурсĕсем перекетлекен, çĕнĕ технологипе ĕçлекен 17 трактор-машина туянма палăртнă. Вĕсене нумай сроклăх кредитпа илесшĕн. Çур аки ирттерме те хуçалăхсем кĕске сроклăх кредит илме документсем тăратнă. Апрель пуçламăшĕнче районта техосмотр пуçланать. Уй-хире тĕрĕслемен пĕр техника та тухмĕ.

– Мĕн акатăн, çавă шăтать тенĕ...

– Пирĕн массăллă репродукци ытларах, 60 процент таранах. Пĕлтĕр элита хушăнчĕ-ха. Çĕр аренди шучĕпе района 90 тонна «Казанская 560» тулă вăрлăхĕ çитрĕ. Унăн пĕр пĕрчи 7-9 пучах таран парать. Паха вăрлăха ытти хуçалăха та сартăмăр. Паян «Фирма «Акконд-Агро», «1 Мая», «Победа», «Красная Чувашия», «Родник» пĕрлешÿсемпе хуçалăхсенче вăрлăх çителĕклех. Анчах хăш-пĕр çĕрте лару-тăру йывăртарах-ха. Районти Николаев фермер «хресчен» хуçалăхĕн паха вăрлăх 50 тонна таран.

Ăна ют çĕре мар, вырăнтах сутма сĕнтĕмĕр. Акара хамăра та кирлĕ. Кондициллĕ вăрлăх 85 процент, кăтарту куллен ÿссех пырать. Ăна тасатса имçамлаççĕ, акма хатĕрлеççĕ. Çĕр улми те пĕлтĕрхинчен ытларах, 250 гектар лартса хăварасшăн. Районта çĕр улми вăрлăхне хатĕрлесе сутассипе «Родник» пĕрлешÿ аталаннă. Апла ытти хуçалăхсене те унпа çителĕклех тивĕçтерĕ.

Удобрени 350 тонна хатĕрленĕ тата çавăн чухлех илсе килмелле. Паллах, сахал ĕнтĕ, пире 900 тонна ытла кирлĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем те çуррине çеç янтăланă. Ку енĕпе ĕçлеççĕ. Вĕсен хакĕ сасартăках ÿссе кайни ертÿçĕсене пăшăрхантарать. Çак тапхăрта сĕт палăрмаллах чакрĕ, икĕ хут таран. Çур аки умĕн хаксен улшăнăвĕ хуçалăхсене йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Унччен вара çÿлте ларакансем сĕтпе çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕ пĕр пек пуласса шантарнăччĕ. Чăн та пĕр вăхăтра çаплах пулчĕ, анчах вăхăтлăха кăна. Аш-какай та палăрмаллах хакланмарĕ. Капла тупăша уй-хир ĕç-хĕлĕ çăтса ямĕ-и?

– Владимир Алексеевич, кăçал хуçалăхсен ĕç калăпăшĕ татах ÿсмелле, республикăра 57 пин ытла гектара пусă çаврăнăшне кĕртме пăхнă...

– Тăвай тăрăхĕнче те усă курман çĕр нумай, 5055 гектар таранах. Çавăнпа кăçал 2500 гектара пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Паллах, кунта панкрут çулĕ тухнă «Нижаровский», «Можаровский», «Искра Ильича», «Родина» хуçалăхсен çĕрĕсене те кĕртнĕ. Вĕсене те пушă вырттараймăн. Хальлĕхе лаптăксене «Синтез-Агро», «Агрофирма «Акконд-Агро» предприятисене пама палăртнă. Вĕсем ура çинче çирĕп тăраççĕ. Техника енчен те пуян. Анчах ун чухлĕ çĕр илме килĕшĕç-ши? Çавăнпа ыйтăва туллин татса панă теме иртерех-ха. Çĕр ыйтăвĕ çивĕч ыйту. Халĕ эпир хуçалăхсенчи пай çĕрĕсен хуçисене документпа çирĕплетессипе те ĕçлетпĕр. Кашни çыннăнах 1-2 гектартан кая мар. Хуçалăхсем вĕсемпе вуншар çул ĕнтĕ тÿлевсĕр усă кураççĕ. Малашне çĕрĕн харпăрлăх правине илсен çынсем ăна арендăна пама е сутма пултараççĕ. Хальлĕхе 6 хуçалăх çĕрĕн хуçисене палăртса, документсем хатĕрлесе кадастр палатине тăратрăмăр. Çакă малашне лаптăксене çум курăкпа хупланса выртма памĕ тетĕп. Мĕншĕн тесен икĕ çулта йĕркеллĕ акса, туса илмесен ăна патшалăх туртса илме пултарать.

– Хуçалăхсен тепĕр çивĕч ыйту – кадрсем. Патшалăх çамрăк специалистсене яллă вырăнта хăварас тесе самай тăрăшать-ха: çурт-йĕр çавăрма çăмăллăх кредичĕ, ытти пулăшу парать. Анчах лару-тăру улшăнни сисĕнмест. Ку енĕпе сирĕн еплерех?

– Пирĕн те йывăр. Акă «Луч» хуçалăхăн ертÿçине тупаймастпăр. Зоотехниксем, агрономсем, ветеринарсем çителĕксĕр. Тăвай тăрăхĕнче çуралнă, халĕ ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен 45 студент кĕç-вĕç диплом илмелле. Вĕсемпе хĕлле тĕл пултăмăр, ертÿçĕсем ĕç условийĕсене ăнлантарчĕç. Специалистсене опычĕ çуккине пăхмасăр хуçалăхсем уйăхне 8-15 пин тенкĕ таран тÿлеме хатĕр. Çывăх вăхăтрах тепре тĕл пуласшăн, вĕсене хуçалăхсене илсе кайсах ĕç условийĕсемпе паллаштарасшăн. Пулăшĕ-и çакă тăван тăрăха таврăнма, калама йывăр. Паян механизаторсем те çитмеççĕ. Хĕлле районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа учетра тăракансене механизаторсен курсне ятăмăр. Кĕçех документсем илмелле ĕнтĕ. Çĕнĕ техника хушăннă май унпа ĕçлеме пултаракан çынсем кирлĕ. Вĕрентни сая каймасса, вĕсем çур акине хутшăнасса шанса тăратпăр. Çапах эпĕ ака-сухана ура хуракан пысăк чăрмавсенех курмастăп. Умри ыйтусене пĕлсе татса пани кирек мĕнле йывăрлăха та сирме пулăшĕ. Çурхи кун çулталăк тăрантарĕ тенĕ. Çакна ертÿçĕсем аван ăнланаççĕ.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика