АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçĕннисене пĕлÿ пама

17 августа 2011 г.

Общество итлевĕсенче вĕренÿ çинчен калакан саккунăн виççĕмĕш вариантне пăхса тухнă. Малтанхи иккĕшне пăрахăçланă. Ку хутĕнче чиновниксем шкулчченхи вĕрен-ĕвĕн стандарчĕсене хатĕрлеме палăртаççĕ.

Хальхи вăхăтра кĕçĕннисене пĕлÿ пама тĕрлĕ программăпа усă кураççĕ. Ку енĕпе ятарлă перечень пулмаллине калаççĕ чиновниксем.

Шкул программипе танлаштарсан садикри вĕренĕве ятарлă паллăпа хаклама кирлĕ мар. Урăхла каласан, шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕн выпускникĕсене патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне «ЕГЭ» тыттармĕç. Чи кирли – ачана шухăшлама, коллективра пĕр чĕлхе тупма вĕрентесси. Çавăн пекех патриотла воспитани парасси тата шĕвĕрккесен сывлăхне çирĕплетесси.

Хальлĕхе «кĕçĕннисен технологине» хăш-пĕр регионта çеç аталантарасшăн. Çавна май РФ Вĕренÿ министерстви пуçарăвĕпе стажировка ирттерме çĕршывра 16 площадка «кашни федераци округĕнче икшер» йĕркелесшĕн. 2013-мĕш çул вĕçĕччен унта пĕтĕм Раççейри муниципалитетсен представителĕсем пĕлÿ илĕç. Унсăр пуçне тренинга педагогсем, депутатсем, социаллă тата финанс департамĕнчĕн представителĕсем те хутшăнĕç. Ятарлă курс хыççăн чиновниксем хăйсен тăрăхĕ валли шкулч-ченхи сектора аталантармалли программа хатĕрлĕç. Каярахпа вара стажировка йĕркелекенсем проектсем пурнăçланнине тĕрĕслесех тăрĕç.

Федерацин «Вĕренÿ çинчен» саккунĕн çĕнĕ редакцийĕнче шкулч-ченхи çăмăллăхсемпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх гарантийĕсене çирĕплетнĕ. Ашшĕ-амăшĕн ачана патшалăх е уйрăм çын тытса тăракан садике, е çемье ушкăнне пама ирĕк пур. Халĕ çĕршывра 2 млн яхăн ача садике кайма черетре тăрать. Вĕсенчен 70 проценчĕ – виçĕ çул тултарманнисем. Çулталăк вĕçĕччен шкулчченхи учрежденисенче 200 пине яхăн вырăн йĕркеленĕ. Ача сачĕн тытăмне аталантарма федераци бюджетĕнчен миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика