АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç тупмашкăн пулăшать, вĕрентет, сĕнÿ парать

17 августа 2011 г.

«Ĕç – пурнăç тыткăчи», – тесе ахальтен каламан халăхра. Вăл çынна илем кÿрет. Ăна çухатсан вара алă усăнать. Юрать-ха хальхи вăхăтра районсенче халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем пур. Шăмăршă районĕнчи центр ĕçченĕсем те «вĕсем улттăн» килен-каяна кирлĕ сĕнÿпе пулăшма тăрăшаççĕ, ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтереççĕ. Кунта вăй хуракансем хăйсен яваплăхне туйса ĕçлеççĕ.

Çамрăксем стажировка иртеççĕ

«Çуллахи вăхăтра ачасене те ĕçе явăçтарма шут тытрăмăр, – тет центр ертÿçи С.Кузьмин. – Тăватă ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе тата шкул директорĕсемпе килĕшÿсем турăмăр. Çапла вара паянхи кун 36 ача валли ĕç вырăнĕсем йĕркелерĕмĕр. Мĕн тăваççĕ-ха вĕсем; Ял, шкул территорийĕсене тирпей-илем кÿреççĕ, ялти палăксене пăхса тăраççĕ, ват çынсене пулăшаççĕ, шкул пахчинче ĕçлеççĕ тата ытти те. Укçине вара, 15 пин, район администрацийĕ уйăрать. Паллах, пысăк нухрат мар вăл, çапах та ачасене хавхалантарма çителĕклĕ. Çамрăк ăрăва ĕçе юратма вĕрентмелле. Унсăр пуçне çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме хăйсене валли кăштах укçа-тенкĕ те пулĕ. Çав вăхăтрах, тен, çул çитмен çамрăксен хушшинче преступлени тăвасси те чакĕ».

Сергей Владимирович каланă тăрăх Васан, Пăчăрлă Пашьел, Карапай Шăмăршă тата Шăмăршă ял тăрăхĕсенче çуллахи вăхăтра ачасем тăрăшсах ĕçлеççĕ.

Тин çеç професси илнĕ яшсемпе хĕрсем те ĕç шыраса центра пыраççĕ. Тĕрĕссипе, стажсăр, опытсăр çынна ĕçе вырнаçма çав тери йывăр. Çавна май центр ĕçченĕсем ятарлă программăна пурнăçа кĕртсе çамрăксене вырăнти предприятисемпе организацисене стажировкăна яраççĕ. Федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе 2011 çулта 13 выпускник стажировка иртмелле пулсан, августăн 1-мĕшĕ тĕлне 11 çамрăк районти тĕрлĕ организацире хăйĕн пĕлĕвне ĕçпе çирĕплетет. Вĕсен çумĕнче – икĕ наставник. Тăватă уйăх хыççăн хăшĕ-пĕри вырăнтах юлать, теприсем вара урăх çĕрте ĕç тупаççĕ. Чи кирли – стажировка вăхăтĕнче опыт пухни, çĕнĕ технологие алла илни, ĕç вырăнĕпе тĕплĕн паллашни, професси тĕлĕшпе пĕлĕвне ÿстерни.

Виçĕ çула çитиччен ачисене пăхакан çамрăк амăшĕсен професси илме, квалификацине пысăклатма май пур. Вăл шутра ĕç вырăнĕнче шутланакансем те, ĕçсĕррисем те. Вĕреннĕ вăхăтрах вĕсене стипенди тÿлеççĕ. Пĕлÿ илнĕ хыççăн ĕçе вырнаçма май пур. Çакнашкал хĕрарăмсем малтан ятарлă анкета ыйтăвĕсене хуравланă. Вĕсенчен чылайăшĕ менеджер, кондитер, маникюрша, бухгалтер ĕçĕсене суйласа илнĕ. Хальхи вăхăтра асăннă центрта 18 хĕрарăм кассир-сутуçă профессине алла илет. Занятисем эрнере виçĕ кун иртеççĕ. 2,5 уйăх вĕреннĕ хыççăн центр ĕçченĕсем вĕсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтереççĕ. «Вырăн-ти райпо лавккисенче сутуçăсене ылмаштарма шăпах çынсем кирлĕ, – тет А.Столярова ертÿçĕ специалист. – Çавна май эпир ĕç вырăнĕсене малтанах тупса хунă».

Сентябрь уйăхĕнчен вара газ котельнăйĕн операторĕсене вĕрентме тытăнĕç. Ку профессие кăмăллакансем те пулаççех.

Ĕçе пуçарма – субсиди

Чăваш Республики ĕçсĕрлĕхе чакарма тĕллевлĕ программа йышăннă. Хăйсен ĕçне йĕркелесе яма ĕмĕтленекенсене пулăшмашкăн патшалăх 58800 тенкĕ субсиди уйăрса парать. Çакă ĕçсĕрлĕхшĕн çулталăкра тÿлекен пособи виçи. Курттăм укçа ĕçсĕр юлнă граждансене предприниматель ĕç-хĕлне пуçарса яма, тупăш илме пулăшать. Иртнĕ çулсенчи пекех кăçал та Шăмăршăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çак тĕллевпе чылай çын килнĕ. Çичĕ уйăх хушшинче 51 çын хăй ĕçне пуçарма федераци бюджетĕнчен субсиди илнĕ. Хăшĕ-пĕри парикмахерски, лавкка, çĕвĕ цехĕ уçнă, теприсем вара хушма хуçалăха аталантараççĕ. «Ялта ытларах выльăх-чĕрлĕхпе тупăш илме тăрăшаççĕ, – кăмăллăн сăмахлать М.Удочкина ертÿçĕ специалист. – Акă Пуянкассинче пурăнакан Калашниковсен çемйи патшалăх пулăшăвĕпе ăратлă сыснасем туянчĕ. Шăмăршăри Сергей Огурцовпа Надежда Бирюкова «вĕсем мăшăрсем» вара сысна, путене, кролик ĕрчетеççĕ. Малашне мăйракаллă шултра выльăх туянасшăн. Хастарскерсем выльăх апачĕ те хатĕрлесе хунă ĕнтĕ».

Патшалăх пулăшăвĕпе маларах тĕллевлĕ усă курнисем халĕ чылайăшĕ ура çинче çирĕп тăраççĕ. Хăшĕ-пĕри вара хăйсем те хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ.

Ятарлă программăпа

Чăваш Республикинчи халăха 2011-2013 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программа та туллин пурнăçланать кунта. Унпа килĕшÿллĕн инвалидсене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕç тупса пама пулăшаççĕ. Енчен те пĕлтĕр икĕ инвалида ĕçе вырнаçтарнă пулсан, ятарлă программа тăрăх кăçал тăхăр сусăр çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтермелле. Çавна май вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтерекенсем инвалидсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа центра виççĕмĕш ушкăнри 20 инвалид пынă. Çичĕ уйăх хушшинче ятарлă икĕ программăпа 18-ăшне ĕç тупса панă. Вĕсем тĕрлĕ предприятире делопроизводитель, кладовщик, охранник, администратор, сутуçă-консультант пулса ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне центр ĕçченĕсем сусăр çынсене общество ĕçне явăçтараççĕ, вĕренме яраççĕ, психологи пулăшăвĕ параççĕ. Профориентаци çăмăллăхĕ панă тĕслĕхсем те пур.

Паянхи саманара нумай ачаллă çемьесене пурăнма çăмăл мар. Çавна май ашшĕ-амăшне пулăшас тĕллевпе патшалăх вĕсене тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупса пама тăрăшать. Федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе центр ĕçченĕсем 2011 çулта виçĕ ашшĕ-амăшне ĕçпе тивĕçтернĕ. Нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтарма 150 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

Центр йĕркеленипе ют регионсене ĕçлеме каякан та чылай. Ытларах кĕрхи тата çурхи ĕçсене пурнăçлама инçе çула тухаççĕ ентешсем. Сăмахран, июль уйăхĕнче икĕ хĕрарăм Воронежа «Центрально-Черноземная Яблочная Компания» пĕрлешĕве вăхăтлăха ĕçлеме тухса кайнă. Пан улми пуçтарнă çĕрте тăрăшаççĕ вĕсем. Унсăр пуçне Мускав çывăхĕнчи теплицăсенче ĕçлеççĕ, Волгоградри стройкăна хутшăнакан та пур. Хальхи вăхăтра Шăмăршă тăрăхĕнчи çичĕ çын ют регионта вăй хурать. «Ытти çулсенче вăтăр çынран кая мар кайнă», – тет М.Ложкина ертÿçĕ специалист.

Çапла, ĕç шыраса таçта та çитет чăваш. Ĕçчен пулнăран пур çĕрте те килĕштереççĕ ăна. Ахальтен мар авалтанпах ĕç çукран кĕрĕк арки те пулин йăвалама сĕннĕ. Халĕ те ĕçсĕр пурăнма пултараймасть вăл. Шăмăршăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ентешсене яланах пулăшать, хапăл тăвать.

В.ПЕТРОВА.

Шăмăршă районĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика