АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйри пуянлăха – пÿлмене

17 августа 2011 г.

Саппасра – çулталăк çурăлăх

Кăçал хресченшĕн чăннипех те тухăçлă, ăнăçлă çул пулчĕ темелле. Çумăрлă, ăшă çанталăкра мĕн лартни-акни йăлтах шăтса тухса вăй илчĕ. Чăн та, аслатиллĕ вăйлă çил ÿсен-тăран лаптăкĕсене сăтăр турĕ-ха, çапах пысăк тухăç тăкака саплаштарасси паллă. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче уй-хирте çитĕннине вăхăтра, тăкаксăр пуçтарса кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Ĕçĕ вара çу кунĕсенче пайтах, ĕлкĕр кăна. Утçи вĕçленсе те ĕлкĕреймерĕ, хапха умĕнче – вырма.

– Тинех хĕле тулли пÿлмепе кĕрĕпĕр, выльăх апачĕ те çителĕклех пулĕ, – кăмăллăн пĕлтерет Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхоз председателĕ Святослав Егоров. – Хальхи вăхăтра утă – 905, сенаж 4770 тонна хатĕрленĕ. Ку ĕç малалла пырать. Унсăр пуçне тырă, улăм та çителĕклех пулĕ. Саппасри çулталăк çурăлăх та çитмелле. Хуçалăхра ĕçлекенсене тата пай çĕрĕсен хуçисене утă-улăмпа тырра килĕсенех çитерсех паратпăр. Кăçал вĕсен те выльăх апачĕ ытлашшипех пулĕ.

Хуçалăхăн мăйракаллă шултра выльăх 1200 пуç, сыснасем те çавăн чухлех. Ĕне – 470. Хула çывăхĕнче кĕтÿ çÿретме вырăн сахаллипе выльăх-чĕрлĕхе фермăра кăкармасăр тăратаççĕ. Вĕсене хиртен симĕс масса çулса çитереççĕ. Халĕ хĕллехи рацион çине куçнă май хушма апат та параççĕ. Рацион улăштарни сăвăмра та палăрать. Талăкра ĕне пуçне 11 литр сăваççĕ. Сĕт-çу заводне килограмне 10 тенкĕ те 80 пуспа ăсатаççĕ. «Унччен апат туянса укçа пĕтернипе шута илсен пирĕншĕн ку тăкаклă, хальхи вăхăтра сĕтĕн хăй хаклăхĕ 11 тенкĕ те 50 пуса кайса ларать», – сăмахлать Святослав Александрович.

Пĕлтĕрхи йывăр çул пÿлмене кăна мар, хуçалăх кассине те палăрмаллах пушатса хăварнă. Выльăх апачĕ туянма 20 млн тенкĕ тухса кайнă.

– Тĕп кĕтĕве упраса хăварма çуркунне сысна çурисемпе пăрусене сутрăмăр, – каласа парать ертÿçĕ. – Çакă апата перекетлерĕ, йывăр тапхăрта укçа тума пулăшрĕ.

Районти хуçалăхсем патшалăхран выльăх апачĕ туянма кайнă тăкака саплаштарма 20 млн тенкĕ субсиди илнĕ пулсан, Ленин ячĕллĕ колхоз – 1341 пин тенкĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсене чакарни те аграрисене лачакана путма паман. Хуçалăх ăратлă выльăх ĕрчетме лицензи илнипе тупăш та ытларах кĕме тытăннă. Çамрăк выльăхсене сутни кассăри укçа-тенке палăрмаллах ÿстернĕ.

Халĕ выльăх апачĕ хатĕрленипе пĕрлех вырма та пырать. Гектарти вăтам тухăç 25-30 центнер. Кунта тĕп йывăрлăх – механизаторсем çителĕксĕрри. Вырмара 50 пин тенкĕ ытла ĕçлесе илме май пурри, укçасăр пуçне тырă пани илĕртмест тейĕн вырăнти механизаторсене. Хула çывăхĕнче пурăннă май ытларах унта туртăнаççĕ. Ĕççине çынсене аякран чĕнме лекет.

Уй патши – куккурус

Пĕлтĕрхи йывăрлăха шута илсе кăçал районта куккурус лаптăкне 2,5 хут ÿстернĕ. Халĕ вăл 1355 гектар йышăнать. Çав шутра Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн 300 гектар. Кăçалхи çанталăк çак ÿсен-тăраншăн шеп кăна темелле. Вăрман пек кашласа ларакан куккурус виçĕ метртан та çÿлерех кармашнă.

– Халĕ тата тепĕр уйăх çитĕнмелле-ха. Сентябрьте кăна унран силос хывма пуçлăпăр, – терĕ Шупашкар район администрацийĕнчи ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев. – Йĕркеллĕ пуçтарса кĕртсен гектар пуçне 300 центнер симĕс масса илме пулать. Белокпа пуянскер сăвăма палăрмаллах хăпартĕ, талăкра ĕне пуçне 2-4 литр таранах.

Паллах, ăнса çитĕннĕ ÿсен-тăрана пухса кĕртме ятарлă техника та кирлĕ. Анчах районта вăл пурĕ те иккĕ кăна. Куккуруса çитĕнтерме пăрахнипе юлашки вăхăтра ăна туянманпа пĕрех. Киввисем вара юрăхсăра тухнă темелле тата вĕсен хăвачĕ те пĕчĕк. Ирĕксĕрех кÿршĕсенчен пулăшу ыйтмалла. Сăмах май, çак культура ĕлĕкрех республикăра пысăк лаптăк йышăннă. Анчах вăхăт иртнĕ май вăл манăçа тухса пынă. Тен, выльăх-чĕрлĕх йышĕ чакса кайни те унран хăпма пулăшнă. Çапах куккурус выльăх-чĕрлĕхшĕн тутлăхлă апат пулнине, пĕчĕк лаптăкран пысăк тухăç илме май пуррине ăнланса илчĕç курăнать хуçалăхсенче, юлашки вăхăтра ытларах акса хăварма тытăнчĕç. Апла малашне хакне пăхмасăрах техника туянма тивет. «Тепле пулсан та ăнса çитĕннĕ культурăна çĕртсе-шăнтса ямастпăрах, уйри пуянлăха пуçтарса кĕртетпĕрех», – палăртрĕ В. Мустаев. Вăл каланă тăрăх кăçал районта выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕç-пуç палăр-маллах лайăхланнă. Утă та палăртнинчен ытларах, 8 пин тонна, янтăланă. Сенаж та 20 пин тонна хывнă ĕнтĕ. Ку каллех палăртнинчен чылайрах. Хальхи вăхăтра кашни условнăй выльăха 24 апат единици тивет. Нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут çулма тытăннă кăна-ха.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика