17 августа 2011 г.
Вырма вăй илсе, пÿлме тырăпа тулсах пырать. Юлашки кунсенче кăна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 14 965 гектар çапса тĕшĕленĕ. Августăн 15-мĕшĕ тĕлне уй-хирте 770 комбайн иртен пуçласа каçченех тырă вырать. Пĕр комбайн пуçне 19,5 гектар тивет. Пурĕ вара ĕçченсем 122 890 гектар е пуçтарса кĕртмелли лаптăкăн 46,9 процентне çулнă. Çав шутран 120 370 гектарне вырса çапнă. Вăтам тухăç гектартан 27,7 центнер. Вăрнар, Комсомольски, Вăрмар, Шăмăршă, Шупашкар, Патăрьел районĕсенче кăтарту пысăкрах. Пÿлмене виç çĕр пин тонна ытла тырă кĕнĕ ĕнтĕ.
Элĕк, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Вăрмар районĕсенче çĕр улми кăлараççĕ. 103 гектар лаптăк пушаннă та. «Иккĕмĕш çăкăр» кăçал ăнса çитĕннĕ, гектартан 211 центнертан кая мар тухать. 27 гектар çинчен 703 тонна пахча çимĕç пухса кĕртнĕ. Ку ĕç Элĕк, Куславкка, Красноармейски, Муркаш, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Çĕмĕрле районĕсенче аван пырать.
Кĕрхисене акма 74 пин гектар ытла çĕр хатĕрленĕ. Çакă палăртнин 59,3 проценчĕ. Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ тата Елчĕк районĕсенче кĕрхисем акма тытăннă. Хальлĕхе унăн лаптăкĕ 1135 гектар.