АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни тенкĕпе тухăçлă усă курмалла

17 августа 2011 г.

ЧР Президенчĕ Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен вырăнти органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрлени çинчен каласа панă. Кăçал пĕрремĕш класа каякан ачасем йышлăрах. Хальлĕхе 18 шкула хатĕрлесе çитереймен – вĕсенче юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытларах укçа уйăрнă. Шкулсенче энерги перекетлемелли мероприятисене ирттернĕ, хăрушсăрлăха çирĕплетес енĕпе те нумай ĕç тунă. Шкул автобусĕсене юсама хушма укçа уйăраççĕ, 34 автобус туянма конкурс ирттерессине пĕлтернĕ.

Президент шкулсене вĕренÿ çулне хатĕрлес ĕçе вăхăтра пурнăçламаллине, бюджетăн кашни тенкипе тухăçлă усă курмаллине палăртнă. Çавăн пекех шкулсен çумĕнчи территорисене тирпейлемелли çинчен те аса илтернĕ.

Юстици министрĕ Надежда Прокопьева çурхи çар призывĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Чăваш Енрен 3,2 пин ытла çамрăка çара ăсатнă, призыв планне ирттерсе пурнăçланă. Çар комиссарĕ Александр Мокрушин пĕлтернĕ тăрăх пирĕн республика иккĕмĕш разрядлă комиссариатсенчен пĕрремĕш вырăн йышăннă. Юлашки çулсенче çар ретне тăрассинчен пăрăнакансен шучĕ те чакса пырать.

Михаил Игнатьев президент тивĕçлĕ мĕн пур ведомствăна ăнăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă, Тăван çĕршыва юратма вĕрентни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, массăллă спорта аталантарни яшсене çар службине хатĕрлес ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен каланă.

Вице-премьер – строительство министрĕ Александр Гончаров муниципалитетсене техника инвентаризацийĕ тата усă куракан ресурссене шута илекен приборсем лартас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа панă. Вăл палăртнă тăрăх Куславкка, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче, Çĕмĕрле хулинче çак ĕç тивĕçлĕ шайра пулса пымасть. Президент вырăнсенчи пуçлăхсене çак ыйтусене куçран вĕçертме юраманни пирки асăрхаттарнă.

Юлашкинчен пысăк пĕлтерĕшлĕ тата икĕ темăна çĕкленĕ: хăш-пĕр лавккара хаксене ÿстерсе яни тата çулсен хĕррисене çÿп-çапран тасатманни. Районсемпе хуласенче пулнă май президент çакна хăй курса ĕненнĕ. Михаил Игнатьев вак суту-илÿ тытăмĕнчи хаксене тата таварсен пахалăхне тĕрĕслесе тăрас енĕпе мерăсем йышăнма, çулсен хĕррисене тирпейлеме хушнă.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика