АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх символĕсемпе йĕркесĕр усă курсан – штраф

12 августа 2011 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче саккун проекчĕсене çирĕплетрĕç, тĕрлĕ вăхăтри йышăнусене улшăнусем кĕртрĕç.

Граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш ирĕклĕ пушар дружинисене йĕркелесси, хальхи вăхăтра çакăн пек 700 яхăн подразделени ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ.

«Ялăн социаллă аталанăвĕ» программăна 2013 çулччен тăснине кура Министрсен Кабинечĕн членĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене патшалăхăн уйрăм полномочийĕсемпе тивĕçтермелли вăхăта улăштарчĕç. Çавна май ЧР 17 саккунĕн 1 пайне улшăнусем кĕртмелли саккун проектне çирĕплетрĕç.

Культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова çĕнĕ саккун проекчĕпе паллаштарчĕ. Малашне патшалăх символĕсемпе йĕркене пăсса усă куракансене хытăрах айăплав кĕтет.

Физкультурăпа спорт тытăмĕнче хальччен пулнă вун тăватă предприяти-организацие улăштарса Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕсем туса хума палăртрĕç.

Çавăн пекех чрезвычайлă лару-тăрура граждансене ĕçмелли тата хуçалăхра усă курмалли шывпа тивĕçтермелли çăл куçсене хатĕрлеме тивĕç хула-яла палăртрĕç. Вĕсен шутне Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Улатăр хулисем тата Йĕпреç, Буинск, Кире поселокĕсем кĕрĕç. Çавăн пекех кăткăс лару-тăрура Шупашкар çывăхĕнчи çĕр айĕнчи шывсемпе усă курма май пур, хула администрацийĕн 2015 çулччен çав вырăнсене йĕркене кĕртмелле, кирлĕ оборудовани вырнаçтармалла. Правительство членĕсем муниципалитет харпăрлăхĕнче шутланакан гидротехника сооруженийĕсене тĕпрен юсаса çĕнетмелли проект документацине хатĕрлеме 2011 çулта Вăрнар, Пăрачкав тата Вăрмар районĕсене республика бюджетĕнчен субсиди уйăрма йышăнчĕç.

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов 2011-2013 çулсенче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссисем йĕркелеме район, хула, республика бюджечĕсенчен субвенци уйăрассине çирĕплетме ыйтрĕ. Ку укçа-тенкĕпе çавăн пекех вĕсен саккунлă интересĕсене хÿтĕлеме тата ĕç-хĕле пурнăçлама усă курĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика