АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаклама вĕренĕпĕр-ши?

10 августа 2011 г.

Çĕр – Чăваш Енĕн тĕп пурлăхĕ. Халăх йышлă пурăнакан, çырма-çатраллă республикăн вăл нумай та мар темелле. Шел, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăксемпе те туллин усă кураймастпăр. Çултан çул усă курманнипе вĕсене хыт хура пусса илнĕ. Тепĕр хут пусă çаврăнăшне кĕртесси çăмăл ĕç мар. Тĕрĕссипе, лайăх ĕçлесе пыракан предприятисенче çĕр акма-лартма та çителĕксĕр. Арканнă хуçалăхсенче вара никама та кирлĕ мар. Çум курăкĕ алхасакан уйсем пулăхлă тăпрана пысăк сиен кÿреççĕ. Вĕсем нÿрĕке туртса илеççĕ, ял хуçалăх культурине сăтăрлакан чир-чĕре, хурт-кăпшанкăна ĕрчеме пулăшаççĕ. Типсе ларнă курăк вут-çулăм тухасран та хăрушă. Хăпса пĕтме пулĕ-и вĕсенчен; Юлашки çулсенче Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри управленийĕпе ытти ведомство ĕçченĕсем усă курман çĕрсене тупса палăртассипе ĕçлеççĕ-ха. Республикăра акакан-сухалакан çĕр 750 509 гектар. 2008 çулта комисси 97,5 пин гектар акăнмасăр юлнине палăртнă. Тепĕр хут тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн татах 4,2 пин гектар хушăннă. Çулталăкран вара аллă çĕр лаптăкĕ, 4,5 пин гектар, ахаль выртни палăрнă. Айăплисене административлă явап тыттарса 24,5 пин тенкĕлĕх штраф тÿлеттернĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнче кăна пай çĕрĕсен 2730,4 гектарĕ çум курăкпа хупланнă. Шупашкар районĕнчи вун икĕ çын виçĕ çула яхăн хăйсен лаптăкĕ «34 гектар» пирки пачах та аса илмен.

Асăрхаттарни те, явап тыттарни те яланах пулăшмасть иккен. 2009 çулта 47 предписанирен «4,5 пин гектар тĕлĕшпе» вун çиччĕшне çеç вăхăтра пурнăçланă.

ЧР ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх 2010 çулхи январь тĕлне республикăра 55 541 гектар усă курман çĕр пулнă. Элĕк, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Вăрмар, Куславкка тăрăхĕсенче уйрăмах нумай. Пĕлтĕр 19 250 гектар çинче агротехника ĕçĕсем туса ирттернĕ. Çав шутран 11 627 гектарне акса хăварнă. Анчах специалистсем каллех 7,2 пин гектар сухаламасăр-акăнмасăр юлнине палăртнă. Улатăр районĕнче кăна 3,1 пин гектар юхăнса выртнă. Етĕрне, Вăрнар, Красноармейски, Шупашкар районĕсенче те пайтах вăл.

Усă курман çĕр шутĕнче пайпа илнисем – 27 пин «64 процент», «Синтез Агро» пĕрлешĕвĕн –11 пин, муниципалитетăн 4 пин гектар.

Пай çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртесси Элĕк «районта сухалакан çĕрĕн 20 проценчĕ», Сĕнтĕрвăрри «15 », Улатăр «14», Канаш «10», Çĕмĕрле «10», Пăрачкав «9», Вăрмар «9» тăрăхĕсенче уйрăмах йывăррăн пырать. Асăннă районсенче 31 573 гектар çинче çум курăкĕ алхасать. Ку – республикипе усă курман лаптăкăн 75 проценчĕ.

Кăçалхи тĕрĕслевре 188 гектар пулăхлă тăпра ахаль выртнине асăрханă. Çавна май должноçри пилĕк çын тата пĕр гражданин тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă.

Кăçал никама та усă кÿмен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем Пăрачкав, Канаш, Шăмăршă, Красноармейски районĕсенче уйрăмах нумай. Чылай вăхăт усă курманнипе хăш-пĕр уйсем сухаласа-акса хăварма та юрăхсăр. Йĕпреç енче акă унччен пысăк тухăç кÿнĕ 125 гектар çĕр халĕ кĕтÿ кĕтме çеç юрăхлă.

Кăçал республикăра пусă çаврăнăш-не 41 859 гектар кĕртме палăртнăччĕ. Анчах вăл пурнăçа кĕреймерĕ. Пурĕ 5 976 гектар çинче кăна агротехника ĕçĕсене пурнăçлама вăй çитернĕ, çав шутра 1914-шне акса хăварнă. Шел, ытти çĕрте яланхиллех хыт хура алхасать. Хăçан хаклама вĕренĕпĕр çĕр-аннемĕре;

Н. Васильева.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика