АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе уяв юнашар

10 августа 2011 г.

Иртнĕ эрнере ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Шăмăршă, Вăрнар, Пăрачкав, Улатăр районĕсенче ĕçлĕ тĕл пулусем ирттерчĕ, вырма ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Çавăн пекех вăл Улатăр хула кунне уявлама хутшăнчĕ.

«Вырма – пĕтĕм халăх тивĕçĕ»

Республика ертÿçи Шăмăршă районĕнче пулнă май чи малтан ĕçмелли шыв тасатакан станци тунă çĕре çитсе курчĕ. Палтиел çывăхĕнчи вăрманта Хырла юхан шывне пÿлсе пĕве тунă. Управра 16 млн кубла метр шыв пуçтарăннă. Хальхи вăхăтра кунта шыв тасатмалли станцин тĕп корпусĕсене тума пуçланă. Сооружени лаптăкĕ – 453 гектар.

«Таса шыв» республика программине пурнăçа кĕртнĕ май Шăмăршă, Патăрьел районĕсенчи тата Каçал Енĕн кăнтăр енчи ялĕсенче пурăнакансене çак шывпа тивĕçтермелле. Мĕншĕн тесен вырăнти пусăсенчи шыв санитари нормисене тивĕçтермест: тимĕр тата бор виçисем виçĕ хут нумайрах.

Станцие тума 780,94 млн тенкĕ кирлĕ. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ вара 2 млрд тенке яхăн. Кăçал республика бюджетĕнчен çакăн валли 155 млн ытла тенкĕ уйăрнă.

Утмăл пине яхăн çынна таса шывпа тивĕçтерес тесен шыв пăрăхĕсене 300 çухрăм таран хумалла. Проект тăрăх çак плотина 84 яла шыв парса тăрĕ. Михаил Игнатьев монтажниксемпе тĕл пулнă май стройкăна 2012 çулта хута ямаллине палăртрĕ. Ĕç-пуç вăраха кайни укçа-тенкĕ çитменнинче. Ара, управăн никĕсне 2005 çултах хывма пикеннĕ-çке. Кирлĕ чухлĕ нухрат тупăнсан кăçалхи декабрь уйăхĕнчех Шăмăршă районĕнчи виçĕ яла – Палтиеле, Анат Чаткаса, Патиреке – шыв кĕртме май пур.

Çак кунах республика ертÿçи «Мир» хупă акционер пĕрлешĕвĕн кĕрхи тулă хирĕнче пулса курчĕ. Сарлака уйра тăватă «Дон-1500» комбайн ĕçлет. Тулли пучаха алла илнĕ май чун савăнать. Ара, тухăç гектартан 30 центнер ытла тухать-çке. Районĕпе вара – 26,8 центнер. «Тыр-пула гербицидсемпе им-çамланăран çум курăк ашкăрмарĕ, – кăмăллăн калаçать директор çумĕ З.Афиятуллов. – Тухăç аван. Улăма пенсионерсене, колхозниксене çĕр пайĕн шучĕпе тÿлевсĕр леçсе паратпăр». Президент механизаторсемпе калаçнă май ĕçре ÿсĕмсем сунчĕ, чи маттуррисене вара ял хуçалăх кунĕнче парнепе хавхалантарма шантарчĕ.

«Исток» пĕрлешÿ – ура çинче çирĕп тăракан хуçалăх. Ытларах тыр-пул çитĕнтерессипе тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлет. Хуçалăхăн усă куракан çĕрĕ – 2690 гектар, мăйракаллă шултра выльăх шучĕ вара – 419. Çитес вăхăтрах «Исток» Беларуçран 150 пуç хура-шурă ăратлă пушмак пăру илсе килмелле. Хальхи вăхăтра кунта Ярăслав ялĕнчи сĕт-çу фермине реконструкци тумалли инвестици проектне пурнăçлама пикеннĕ. Унăн хакĕ – 66,2 млн тенкĕ. Президент сĕт-çу ферминче пулса курчĕ, унти ĕç-пуçпа паллашрĕ.

Район администрацийĕн залĕнче Михаил Игнатьев Шăмăршă районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсем тăрăх канашлу ирттерчĕ. Ăна пĕтĕмлетнĕ май республика ертÿçи вырма ĕçĕсене вăхăтра пурнăçламаллине палăртрĕ. «Кăçал тыр-пул тухăçĕ аван, – терĕ вăл. – Ăна тăкаксăр пухса кĕртме тăрăшмалла. Вырма ĕçне ытларах çын явăçтармалла. Тыр-пула пухса илесси – пĕтĕм халăх тивĕçĕ».

«Комбайнсен уй-хирте ĕçлемелле»

«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдингăн пилĕкрен те çÿллĕ тулă уйĕ варкăш çилпе илемлĕн чÿхенсе ларать. Пиçсе çитнĕ тулли пучахсем çĕрелле туртăнаççĕ. «Сарă тинĕсре» «хурçă карапсем» пĕрин хыççăн тепри мăнаçлăн «ишеççĕ». Ытларах энерги ресурсне перекетлекен çĕнĕ техника хуçаланать, çавăнпа ĕç кал-кал пырать. Кĕске хушăрах 1700 гектар çинчен кĕрхи тулă пуçтарса кĕртме пултарнă кунта. Унсăр пуçне сĕлĕ – 150, çурхи тулă – 200, урпа 2500 гектар юлать. Тухăç савăнтарать. Гектар пуçне 38 центнер тухать. Предприяти кăçал 16 пин тонна тырă пуçтарса кĕртме палăртать. «Çакă кирлинчен икĕ хут ытларах», – терĕ Юрий Попов ертÿçĕ. Çапах пĕлтĕрхи çанталăк пÿлмесене пушатса хăварнă, выльăх апачĕ енчен хĕсĕнсе çитнĕ хыççăн вăл ытлашши пулмĕ. Паянхи тĕллев – уй-хиртине тăкаксăр пуçтарса кĕртесси. Хальхи вăхăтра вырмана вунă комбайн хутшăнать. Михаил Игнатьев «Агрос 530» çĕнĕ комбайн çине ларса вăл мĕнле ĕçленипе те кăсăкланчĕ. «Аван техника, кондиционер ĕçлет, таса, шавлă мар. Комбайнерсене йĕркеллĕ ĕçлеме условисем çителĕклĕ», – хакларĕ вăл.

Пăрачкав районĕнчи «Заветы Ильича» хуçалăх уй-хирĕнче ĕç вĕресе кăна тăрать. Сергей Синяков ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх 320 тонна çапса тĕшĕленĕ ĕнтĕ. Гектар тухăçĕ вăтамран 26,6 центнер. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçма сенаж пин тонна хатĕрленĕ. Утă та палăртнинчен икĕ хут ытларах, 1200 тонна хывнă. Çамрăк ертÿçĕ нумаях пулмасть çĕнĕ çурт-йĕре пурăнма куçнă. Ăна «Яла социаллă аталантарасси» программăпа çĕкленĕ-мĕн. «Тăрăшарах ĕçлеме сăлтавĕ пур», – савăнăç-не пытармасть вăл. Ытти çĕрте вырма мĕнле пырать-ха; Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхĕ Евгений Лебедев пĕлтернĕ тăрăх августра вырма вĕçленмелле.

«Мордовзерноресурс» агрохолдингăн Улатăрти филиалĕнче те пĕр пин гектар майлă вырса пуçтарнă ĕнтĕ. Пÿлмене 2200 тонна тырă кĕнĕ. Предприятин тĕп директорĕ Александр Тимошенко гектар тухăçĕ 22,4 центнер терĕ. Кĕрхисене акма çĕр те хатĕр. Хальлĕхе пилĕк пин гектар хатĕрленĕ. Республика ертÿçи çанталăк условийĕсене пăхмасăр кăçал ăнса пулнă тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртессине хăвăртлатма ыйтрĕ. Шел, Улатăр районĕнче вырмана 34 комбайн кăна хутшăннă. «Комбайнсен ангарта тăмалла мар, уй-хирте ĕçлемелле. Ун чухне тин халăх çăкăрлă пулĕ», – палăртрĕ президент.

Улатăрта М. Игнатьев 6-мĕш гимназие, çĕнĕ котельнăйне çитсе курчĕ. Котельнăй хута кайнăранпа çулталăк. «Коммуналлă инфраструктурăна модернизацилесси» хула программине пурнăçа кĕртме вырăнти бюджет укçипе, кредитпа усă курнă. Инженери сетьне тĕпрен улăштарнă. «Кун пек котельнăйсем хулара улттă, хутса ăшăтмалли сезон пуçланиччен Гоголь урамĕнче тата тепри хута каймалла», – каласа пачĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Марискин.

Улатăр – авалхи хула. Çак кунсенче кунта пурăнакансемпе хăнасем вăл 459 çул тултарнине анлăн уявларĕç. Ир-ирех культура çурчĕ умĕнче вырăс халăх пултарулăхĕн «Звучи, российская глубинка!» фестивалĕ уçăлчĕ. Кăçал вăл çĕршывăн сакăр регионĕнчен 17 пултарулăх ушкăнне пуçтарнă. Артистсем кунĕпех илемлĕ ташши-юррипе савăнтарчĕç çынсене. «Труд» стадионра çăкăр пĕçерекенсен конкурсĕ иртрĕ. Алă ăстисем патĕнчен те халăх татăлмарĕ. Пуян экспозиципе хаваспах паллашрĕç, асăнмалăх парнесем туянчĕç. Уява Шупашкарти аэроклуба çÿрекенсем татах та илемлетрĕç. Хула çийĕпе парашютсем вĕçнине çынсем сывламасăр тенĕн сăнарĕç. Савăнăçлă уяв вара каçхине стадионра уçăлчĕ.

– Улатăр архитектура палăкĕсемпе, чиркÿсемпе тата, паллах, ĕçчен те кăмăллă çыннисемпе пуян, – палăртрĕ уяв ячĕпе саламланă май республика ертÿçи. Вăл халăх пултарулăхĕн фестивальне килнĕ артистсене тав турĕ. Атăлçи тăрăхĕнчи регионсем килĕштерсе пурăннине, çакăн пек уявсем туслăха çирĕплетме пулăшнине палăртрĕ. Ĕçре палăрнисене президент наградăсем пачĕ. Хула пуçлăхĕ М. Марискин «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медаль орденне тивĕçрĕ.

В.Петрова, Л. Никитина.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика