АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клара Осокина: «Пурнăçа юратмалла, турник çинче туртăнмалла»

05 августа 2011 г.

Клара Осокинăпа хамăр хаçат вулаканĕсем юрă сăмахĕсене ыйтса янăран тĕл пултăмăр. Пÿлĕме вăш-ваш кĕрсе тăчĕ вăл. Çăп-çăмăл шăм-шаклă, яштака кĕлеткеллĕ илемлĕ хĕрарăм. Йăлтăр куллипе, кăмăллă сăн-пичĕпе пÿлĕме çутатсах ячĕ.

Юрий Сементер сăмахĕсемпе çырнă «Ылтăн мар-ши эс, анне;» юрра «хаçатăн 55-мĕш номерĕнче тухнăччĕ» унăн амăшĕ, Августина Васильевна Осокина, хăйĕн 85 çулхи юбилейне халалласа кĕвĕленĕ иккен. Хĕрĕсем, Кларăпа Люба, ăна сцена çине кăларнă. Самантрах халăх юратакан юрă пулса тăнă вăл. Ытти чух кирлĕ сăмахсене çырса илнĕ хыççăн хăнапа сыв пуллашаттăм пулĕ, анчах ку хутĕнче темле çĕнĕ варкăш илсе кĕнĕ хĕрарăм çинчен ытларах пĕлес килчĕ.

Клара Осокина Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми ялĕнче çуралнă. Амăшĕ, химик-биолог, шкулта завуч пулнă. Ашшĕ – çар çынни. Пилĕк пĕр тăван çитĕннĕ. Çемйипех икшер-виçшер аслă пĕлÿ илнĕ. Çемйипех юристсем, милиционерсем, вĕрентекенсем. Çемйипех юрлакансем. Çемйипех тĕрлĕ музыка инструменчĕпе калаççĕ. Осокинсен Шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи çемье ансамблĕ Хусанпа Мускавран пуçласа Молдавипе Венгри таранах çитнĕ. Раççей шайĕнчи конкурссенче чыс-хисепе тивĕçнĕ.

Клара Александровна халĕ отставкăри милици майорĕ. Хăй вăхăтĕнче вара Чăваш Енре участковăй милиционерта ĕçленĕ «Çĕнĕ Шупашкар хулинче» пĕртен-пĕр хĕрарăм пулнă. Унтан та маларах Çĕмĕрле районĕнчи Хутар шкулĕнче ачасене музыка вĕрентнĕ.

20 çул ытла йĕрке хуралĕнче тăрăшнă милици майорĕ пурнăç тăршшĕпех юрă-кĕвĕпе юнашар утнă. Хĕрĕх çула яхăн сцена çинче. Баян, купăс, фортепьяно, гитара – пуринпе те калама-выляма пултарать. Хăех юрăсем çырать, кĕвĕлет. Галина Кĕмĕл, Альбина Юрату поэтсемпе уйрăмах ăнăçлă ĕçлет. Вăл юрлакан «Кĕтет мана анне», «Сан уру йĕррисене шырарăм», «Аса илÿ» юрăсем хăйне майлă хит пулса тăнă теме те юрать.

– Клара Александровна, паянхи чăваш эстради еплерех пек туйăнать;

– Укçашăн çунса халăх çине алă сулни намăслантарать. Ятне каламăп, пĕр сумлă та хисеплĕ юрăç концертĕнче пултăм. Лайăх авкаланчĕç. Анчах чĕрĕ сасăпа пĕр юрă та юрламарĕç. Çынран намăс.

– Сассине шеллеççĕ-ши;

– Шелленинчен ытларах юрлайманни-тĕр. Студинче юрра 3-4 сасă хушса, илемлетсе çыраççĕ. Халăх умĕнче те çавнашкалах юрлама вара самай тар тăкмалла.

– Хăвăр пирки ялан чĕрĕ сасăпа юрлатăп тесшĕн-и;

– Çапла. Урăхла пулма та пултараймасть. Хама каçарман пулăттăм. Стадионта кăна ирĕксĕрех фонограммăпа усă курма тивет. Мĕншĕн тесен унта юрлама калама çук чаплă техника кирлĕ.

– Сире никам та 55 çул парас çук. Тен, сирĕн темĕнле вăрттăнлăх пур;

– Мĕн вăрттăнлăхĕ унта; Парикмахерскине те кайса курман. Хам çÿçе те хамах касатăп. Чĕрне ларттарма та кайман. Мĕн пур вăрттăнлăхĕ те уçă кăмăллă пулнинче-тĕр. Пурнăçа юратнинче. Ирпе вăрансанах кантăк патне пыратăп. Çумăр çăвать-и, аслати авăтать-и, юр вĕлтĕртетет-и, хĕвел пăхать-и – чи малтанах тĕнчене саламлатăп. Пĕлĕте, уй-хире, ача-пăчана, халăха, çĕршыва...

– Унтан сиплĕ чей е техĕмлĕ кофе хатĕрлетĕр пулĕ.

– Мĕнле чей, мĕнле кофе;! Хăвна ху юратсан ÿт-пĕве те юратмалла. Ăна массаж туса вăратмалла. Хул-çурăма хускатса авмалла. Ал-урана, хырăма, пĕтĕм кĕлеткене «чĕпĕтсе-шаккаса» вăратнă хыççăн турник çинче туртăнатăп. Сиккелетĕп. Унтан вĕри тата сивĕ душ айне тăратăп. Çаксене тума нумай вăхăт та кирлĕ мар. 15-20 минут. Çавăнпа кунĕпех хăвна çăмăл та лайăх туятăн.

– Сăмахăрсем тĕрĕссине çурта пек пĕвĕр те çирĕплетет. Хамăр пирки вара кахал теес килет. Турник çинче туртăнма мар, кăшт хускану тума та ÿркенетпĕр.

– Хĕрарăмăн хăйне пăхмаллах. Тепĕр чух кунĕпе çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа çÿретĕп. Мĕн тăвас тен, кĕреке пуçĕ пулса ĕçлеме те тивет. Каçпа киле çитсен урана тÿрех лăсăллă йывăç – уртăш, хыр е чăрăш – турачĕпе хатĕрленĕ шыва чиксе ларатăп. Ывăнни самантрах иртет, хама çĕнĕрен çуралнăн туятăп.

Çуран ытларах çÿреме тăрăшмалла. Аннем паян кун та ман пата хулана килсен вокзалтан çуран утать. Утмалăх вара самаях. Ăна та 86 çула кайнă тесе калаймĕç. Питĕ ырă кăмăллă пулнипе те çамрăк курăнать-тĕр.

Пирĕн кил картинче ялан çынччĕ. Е кивçен укçа ыйтма килетчĕç, е çавапа çурла туптаса памаллаччĕ, е çимелли ыйтатчĕç. Атте вăрçăран килсен нумай пурăнман, хĕрĕх çултах çĕре кĕнĕ «эпĕ ун чухне 9 çулта кăна пулнă». Хăй виличчен вара шкул тутарттарса хăварчĕ. Килнĕ çынсене çава шаккаса паратчĕ. 40-шер кăвакал усраттăмăр. Анне кăвакал ыйтакансене укçасăр-мĕнсĕрех парса яратчĕ. Сысна çăвăрлаттарнă. Шăратнă çăвне питех те чухăн пурăнакансене парса яратчĕ. «Чулпа перекене çăкăр памалла», – тетчĕ анне. Каларăшри пек «пемелле» теместчĕ. Çакна курса, туйса ÿснĕ эпир.

– Хăвăр ачăра та çакнах вĕрентнĕ пулĕ. Паян унпа тивĕçлипех мухтанма пултаратăр.

– Ывăлăм, Юра, поэт, композитор, оперăпа балет юрăçи. Хусанта ĕçлет. Хăй вăйĕпе корпоратив уявĕсем йĕркелессипе ĕçлекен пĕрлешÿ уçнă. Пĕчĕк чух эпĕ ăна аккордеонпа пукан çумне çыхса хăварни те пулнă. Каласа ывăннипе пукан çинчех çывăрса кайни те пулнă. Çавăншăн халĕ ывăлăм тав тăвать кăна: «Питĕ çирĕп ыйтнă эсĕ, анчах халĕ çакă мана çăмăллăх кÿрет, пурăнма пулăшать». Çак кунсенче вĕсем мана мăнук парнелерĕç. Чи телейлĕ хĕрарăм эпĕ халĕ.

– Мĕнех, саламлатпăр сире. Асламăшĕ пулса тăнă хыççăн тата çамрăкрах курăнатăр. Пултарулăхăр ÿссех пытăр. Юррăрсемпе савăнтарсах тăрăр.

Е. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика