АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырра шанаççĕ, ырра кĕтеççĕ

05 августа 2011 г.

Пÿлĕме кĕрсенех ача-пăча сасси хăлхана янратрĕ. Кăн-кăвак куçлă хĕр ача мана конференци залне ăсатрĕ, унăн сăнĕпе кулли асра юлчĕ...

Шупашкарти Мускав районĕнчи çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче «çавра сĕтел» иртрĕ. Калаçу «Кашнинех шанчăк пур» проект çинчен пычĕ. Кăçал вăл йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ ачасене пулăшакан фондăн грантне тивĕçлĕ пулнă.

Шутласа пăхăр-ха, хăш-пĕр çемьере ÿсекен ачасем мĕнле асап тÿсеççĕ, лайăх пурăнассишĕн саккуна та пăсаççĕ... Ача мĕнлерех çын пулса ÿсессин сăлтавĕ çемьере тесе тĕрĕсех калаççĕ çав. Вăхăтра тĕрĕс канаш паманни, кирлĕ сăмах тупайманни, йывăр самантра юнашар пулманни... Тен, çакă та ачасене хамăртан уйăрса тискерлетет; Шăпах çак çивĕч ыйтусене татса пама пуçарнă проекта. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ (август уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен) Атăл леш енчи «Парус» экологипе сывлăх комплексĕнче, иккĕмĕшĕ декабрь уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 7-мĕшĕччен «Чайка» санаторире иртĕ. Лагере çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси шута илнĕ 40 ача (вĕсенчен тăваттăшне условнăй майпа явап тыттарнă, виççĕшĕпе следстви ĕçĕ пырать) кайĕ. Чи асли 17 çулта, кĕçĕнни – 13-ре. Çак ачасемпе специалистсем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те ĕçлеме пултарĕ. «Шаг навстречу» вăхăтлăх лагерьте ачасем ытларах туризмпа, спортпа туслашĕç. Анчах ку ушкăнпа ĕçлеме çăмăл пулмĕ. Вожатăйсем хăйсем те ачасенчен икĕ-виçĕ çул çеç аслăрах, çавăнпа та кунта пурте пĕр шайра пулĕç, пĕр пек условисенче вăхăта ирттерĕç. Йывăрлăхсем пуласса тунмаççĕ проекта хатĕрлекенсем, çапах кăсăклă программа тата психологи тĕлĕшĕнчен тĕрĕс хутшăну йĕркелени хăйсен ĕçне тăвасса шанаççĕ. «Сăмах вăйĕ çеç çителĕксĕр, ĕçпе пулăшмалла», – палăртрĕ Мускав район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Нина Глотова.

Проекта пурнăçлама Чăваш Республикинчи МЧС уйрăмĕ, ЧР наказанисене пурнăçланин саккунлăхне тĕрĕслекен федераци управленийĕ (УФСИН), наркологи диспансерĕ тата ыттисем те пулăшĕç. Лагерь Атăл хĕрринче вырнаçĕ, çавăнпа та пушар е шывра инкек пулас хăрушлăх пысăк. Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар пĕрлешĕвĕн канашĕ те çак ĕçе хастар хутшăнни вара хÿтлĕх кÿрет.

Проекта хатĕрлекенсен тĕллевĕ – ачасене тĕрĕс çул çине тăратасси, çемьери хутшăнусене лайăхлатасси.

...Центртан тухнă чухне каллех хĕр ачан кăн-кăвак куçĕсемпе тĕл пултăм. Теме шанса, тем кĕтсе тинкерчĕç вĕсем. Ахăртнех, ырă пуласлăха ĕмĕтленсе пăхрĕç.

К. Нестерова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика