АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунăм кÿтрĕ ас илсе...

03 августа 2011 г.

Çуралнă ялтах пурăнатăп пулсан та ачаран, çамрăкран выляса-кулса ÿснĕ вырăнсене ятарласа тухса çÿреме вăхăт çитмест. Нумаях пулмасть вĕсене курса çаврăнтăм. Чăн та, чунăм çав тери хурланчĕ. Хăй вăхăтĕнче илемпе тыткăна илнĕ çырмасем, уйсем, ял пралукĕсем этемрен те çÿллĕ çум курăкпа хупланнă. Иртсе çÿреме сукмак пулинччĕ. Вăл та курăнмасть. Шăнкăртатса юхакан çăлсем те юхăннă. Вĕсене пăхса, тирпейлесе тăракан та çук. Çăлран халĕ шыв та ăсмаççĕ, кĕпе те чÿхемеççĕ.

Уничере ял кĕтĕвĕ çÿрет. Мĕн пурĕ те 30-40 сурăх çеç. Çавăнтах темиçе пуç кăкарнă пăру пур. Ăçтан-ха иртнĕ пурнăç куç умне ан тухтăр; Колхоз-совхоз пĕтрĕ те ял та саланма пуçларĕ. Аслă ăру пурнăçран уйрăлни те кулянтарать. Вĕсем чăвашлăха, йăла-йĕркене хăйсемпе пĕрле илсе кайнăн туйăнаççĕ. Çамрăксем вара ĕç шыраса Мускав, Питĕр, Сочи çулĕсене такăрлатаççĕ. Пурăнмалăх укçа ăçта параççĕ – унта ĕçлеççĕ. Урамра шăв-шав кăларма хăть икĕ-виçĕ ача пулинччĕ. Вĕсем те курăнмаççĕ.

Ял халăхĕ сăра-эрехпе иртĕхме пуçларĕ. Хăшĕ-пĕри хаяр шĕвек ăшнех путрĕ. Аслă ăру çак ÿкерчĕксене курса хурланать. Ара, иртнĕ пурнăç япăхпа çеç палăрса юлман-çке халăхра. Паллах, кун-çул пĕр вырăнта тăмасть, ялан улшăнать. Анчах та пуçлăхсем ял çине пăхма пăрахни сисĕнет.

Тавралăха курса çÿренĕ май пуçăмра çакнашкал сăвă йĕркисем çуралчĕç. Тĕрĕсрех, ял çыннин шухăш-кăмăлне сăвă урлă пĕлтерес терĕм.

... Ас илсе куççуль ман юхрĕ,

Тем капланчĕ чĕрене.

Çăлти шыв та хурлăн юхрĕ,

Улăштарчĕ кĕввине.

Пĕтĕмпех халь урăх пурнăç,

Урăхла халь! Çĕнĕлле!

Мĕн калас; Иртни вăл – манăç,

Йăлт çухалчĕ. Эх, тĕнче!

Йăмрасем çаплах лараççĕ

Уртăнса карта çине.

Ман пекех-мĕн ватăлаççĕ,

Ирттереççĕ ĕмĕрне.

Чунăм ман салхуллăн кÿтрĕ,

Ас илсе иртнисене...

А.ПЕТРОВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ,

Шуршăл ялĕ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика