АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ят ылтăнран та çутă

03 августа 2011 г.

Г.Ф.Судаков ветеран 54 çул каяллахи пулăма халĕ те лайăх астăвать. Ял-йыш ăна вырăнти хуçалăха ертсе пыма суйланă. Георгий Федорович хăйĕн вăй-халне шанманран сĕнĕве малтан йышăнман, вунă кун тăхтанă. Ял халăхĕ вара ăна ертÿçĕ пулма çирĕплетнех.

Георгий Федорович «Молния» хуçалăх тилхепине 20 çула яхăн тытса пынă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă вăл. Асăннă хуçалăх Ураскилт салине кăна мар, Тури Вылă, Шĕнтреш, Мăн Тукташпа Кĕçĕн Тукташ ялĕсене пĕрлештернĕ. Пысăкскере ертсе пыма çăмăл пулман. Çавна май тавра курăм-не аталантарма шут тытнă Г.Судаков. Мĕншĕн тесен салари 7 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ хыççăн тĕрлĕ сăлтава пула малалла ăс пухма тÿр килмен ăна. Вăрçă хыççăн вăл Мăн Вылăри вăтам шкулта вĕреннĕ. Каярахпа вара куçăмсăр майпа Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухнă.

Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр те тухнă вăл. Вăрнарти çамрăк салтак курсне çÿренĕ хыççăн Мускав облаçĕнчи Кротово поселокне лекнĕ. Кунта связистсем хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ, çар вăйĕсене çыхăнупа тивĕçтерекен салтак пулса тăнă. Асăннă шкул хыççăн вĕсене Узбекистана куçарнă. Каярахпа вара Белоруссин виççĕмĕш фронтне лекнĕ. Хĕвел Тухăç Пруссие ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă. 1954 çулта çеç тăван ене таврăннă вăл. Пĕр вăхăт райкомра инструкторта вăй хунă.

Георгий Федоровичăн кун-çулĕ пархатарлă иртет. Мăшăрĕпе Валентина Васильевнăпа виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Паян вĕсен йăхне ултă мăнукĕ тата пĕр кĕçĕн мăнукĕ малалла тăсать. Судаковсем пурнăç çулĕпе 55 çул юнашар утаççĕ. Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса тату пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕ. Сумлă çынсем тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ, ял-йыш та хисеплет вĕсене, сума сăвать.

Л.МЕДВЕДЕВ.

Элĕк районĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика