АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн кирлĕ савăк пурăнма?

03 августа 2011 г.

Ÿркенмен çын ăста пулнă. Çак сăмахсене Степановсен çемйи çинчен каланăн туйăнать. Хăйсен йăвине вĕсем Шупашкар районĕн-чи Сопаккасси ялĕнче çавăрнă. Туслă çемьере савăнса-кулса 3 ача ÿсет: Дима, Настя тата Вова. Районта Степановсем нумай ачаллисен шутĕнче.

Çумăр çуни те чăрмантармарĕ, Степановсем патне çул тытрăм. Яла кĕмелли сукмакпа утатăп. Йĕри-тавра симĕс курăк ешерет, хитре те капмар çуртсем куçа илĕртеççĕ. Çулса хунă утă шăрши сăмсана кăтăклать, йытă вĕрни илтĕнет... Епле илемлĕ тавралăх! Хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă çурт курăнса кайрĕ. Пÿрт тавра ешĕл курăк, чÿречисенче – тĕрлĕ-тĕрлĕ чечек. Çакăн-та иртет хисеплĕ çемье пурнăçĕ.

Хуçисем – Валерипе Ольга Степановсем – хаваспах кĕтсе илчĕç. Шала кĕрсен ялти çурт тесе калаймăн, хулари хваттертен пĕртте кая мар. Тутлă кукăль шăрши, ача-пăча сасси, ăшă пÿрт – тата мĕн кирлĕ савăк пурăнма?!

Чей ĕçнĕ вăхăтра хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа пачĕç. Пулас упăшкипе арăмĕн паллашăвĕ питĕ кăсăклă. Оля çак районтах Мемеш ялĕнче çуралнă, Валера – Сопаккассинче. Вĕсен шăписем 1997 çулта пĕрлешнĕ. «Май уйăхĕнче Кăшавăшра акатуйччĕ. «Ăраскал» передача килнĕччĕ. Çамрăксем пурте ташă каçне пухăннă, эпир те юлташ хĕрĕпе унтахчĕ. Вăхăта савăнăçлă ирттернĕ хыççăн килелле утаттăмăр, çулпа каччăсем иртетчĕç. Пĕри ман çине куç илмесĕр пăхнине асăрхарăм, вăтанмасăрах хитре сăмахсем пăшăлтатрĕ. Киле ăсатса ячĕ. Çакăнтан пуçланчĕ те «пирĕн» пурнăç», – савăнса каласа пачĕ Оля. Çапла вара Ольăпа Валерий 1998 çулхи июльте туй кĕрлеттернĕ. Ашшĕн чĕркуççийĕ çинче ларакан Вова, кĕçĕн ывăлĕ, амăшĕнчен куç илмест, çепĕç куллипе хавхалантарать.

Малтан, паллах, çăмăл пулман. Оля, 7 ачаллă çемьере ÿснĕскер, йывăрлăхсенчен хăраса тăман. Ĕç пурнăçра мĕнле вырăн йышăннине аван пĕлет. Мăналти вăтам шкултан вĕренсе тухсан хулана кайнă. Шупашкарта ача-пăча садĕнче воспитательте вăй хунă. Мăшăрĕ вара пĕчченех ÿснĕ. «Амăшĕ, Альбина Ивановна, ăна пĕчченех пăхса ÿстернĕ. Вăл питĕ патвар та хастар хĕрарăм. Альбина Ивановна тăрăшнипех ĕнтĕ çак çурта хăпартса лартрăмăр. Унсăрăн кун пек пурнăç тутлă тĕлĕкре çеç пулĕччĕ... Тавах ăна», – тет кинĕ.

Паянхи кун Оля килте ачапа ларать, мăшăрĕ вара пушар пайĕнче водитель пулса ĕçлет.

Çемье йăвине 2000 çулта тума пуçланă, шалти тирпей-илем ĕçĕсем çамрăк мăшăра халĕ те канăç памаççĕ-ха. Паллах, çурт лартасси çăмăл ĕç мар, укçи-тенки самай кирлĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тенĕ пек пулса пырать, тăрăшулăх та пулăшать. Юратупа çемье ăшши алă усма памасть Степановсене. Ачисем те савăнтараççĕ. Настьăпа Дима хальхи вăхăтра Кăшавăшри вăтам шкулта ăс пухаççĕ: хĕрĕ полици ĕçченĕ пулма ĕмĕтленет, ывăлĕ спортпа туслă.

К.СЕРГЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика