АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юмах тĕнчинче

03 августа 2011 г.

Вĕренÿ çулĕ пуçланасси нумай та мар. Ятарлă комисси çак кунсенче Шупашкар районĕнчи шкулсемпе ача сачĕсене тĕрĕсленĕ.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ темелле. Çĕнĕрен сăрланă коридорсемпе пÿлĕмсем çуталса лараççĕ. Картишĕсем таса та илемлĕ. Сарă-хĕрлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Пĕчĕккисем вылямалли вырăна та йĕркеллĕ тытма тăрăшни сисĕнет. Çырмапуçри «Рябинушка» ача садĕнче акă столовăйне çĕнĕ оборудованипе пуянлатнă. Кĕçех вентиляци вырнаçтарса пĕтермелле. Галина Максимова заведующи каланă тăрăх хальхи вăхăтра шкул çулне çитменнисен учрежденине 76 ача çÿрет. Черетре тăракансем те чылай. Вырăн çителĕклех. Садик çĕр ачана та йышăнма пултарать. Çавна май кĕркунне хушма ушкăн уçма палăртнă. Çапах заведующине çурт тăрри юхăнса кайни пăшăрхантарать. Çакна районтан пулăшмасăр çĕнетеймĕн. Яваплă çынсем ыйтăва çывăх вăхăтра пăхса тухма шантарчĕç.

– Чăн юмах тĕнчиех, – хакларĕç тĕрĕслев-çĕсем Шорчекассинчи «Журавушка» ача садне. Кунта кĕçĕн çулти ачасене канма-выляма условисем çителĕклех. Воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕ алă айĕнчи материалсемпех пĕчĕккисене юмах тĕнчи туса панă. Шăтăк савăт-сапа, урапа тата ытти усă курма юрăхсăр япаласем ăстасем тăрăшнипе ĕмĕрне малалла тăснă. Вĕсенчен мĕн кăна хатĕрлемен-тĕр: кăмпа, юмах-халап сăнарĕсем, çăл, кĕпер, кимĕ... Клумбăри ешерсе ларакан чечексем те хăйсен асамне параççĕ. Ача-пăчан юратнă вырăнĕ ку. Хăтлă вырăнтан тухас та килмест.

Ирĕксĕрех куç умне Вăрнар районĕнчи пĕр ял тăрăхĕн ача сачĕ тухса тăчĕ. Унта нумаях пулмасть ĕçлĕ çул çÿревпе пулнăччĕ. Пĕр хутлă юхăннă кивĕ çуртра пĕчĕккисем вăхăт ирттернине ниепле те ĕненес килмерĕ. Ача-пăчана урамра выляма-канма условисем çук тесен те тĕрĕс. Пысăк лаптăкра хăйăр купи, сак та асăрхаймарăмăр. Картишне курăк пусса илнĕ, ăна чечексемпе илемлетме, хăтлăх кĕртме нивушлĕ пысăк укçа кирлĕ;

Çапах ырă тĕслĕх кăтартакансем республикăра пайтах. Акă Муркаш районĕнчи Йÿçкассинчи ача садĕнче ĕçлекенсем усă курнă пластик савăтсенчен тискер чĕр чунсем ăсталаса вырнаçтарнă: акăш, упа, тилĕ, тăмана... Картишĕнче пĕчĕк фонтан та пур. Шăнкăр-шăнкăр юхакан шыв патĕнчен кĕçĕннисем татăлмаççĕ темелле. Асамлăх тĕнчине тума каллех ашшĕ-амăшне явăçтарнă. Ялта пурăнакансем те пушаннă пластик савăтсене хаваспах ача садне пырса параççĕ. Вĕсем урамра-çырмара йăваланса выртнине асăрхаймăн.

– Эпир те йăлтах хамăр вăйпа, ашшĕ-амăшĕ – Таня Иванова, Алина Иванова, Юля Петрова, Таня Тараканова тата ыттисем – тăрăшнипе-пулăшнипе çурт-йĕре, пушă картишне юсаса çĕнетрĕмĕр, пуянлатрăмăр. Укçа-тенкĕ çитсе пыманни йывăр лару-тăруран тухма урăх çул шырама хистерĕ. Хамăр тăрăшмасан никам та килсе туса памасть. Тата ачасем валли веранда тусан та аванччĕ, – сăмахлать Марина Никитина заведующи, – шел, районтан укçа уйăрма шантармаççĕ. Хамăр укçа çитереймесси хăратать».

Унччен ача сачĕ хăйне уйрăм çуртра, икĕ хутлă керменре, вырнаçнă пулнă. Темиçе çул каялла, унта çÿрекенсен йышĕ сасартăк чакса кайнипе, тăкаксене чакарма ача садне Шĕмшерти тулли мар вăтам шкула куçарнă. Мĕншĕн тесен икĕ хутлă çурт та çурма пушă ларнă. Хальхи вăхăтра унта пурĕ 32 ача вĕренет. Вĕсен йышĕ кĕр енне татах сахалланса юлма пултарать. Мĕншĕн тесен ачасем тÿрех çывăхри база шкулсене кайма кăмăллаççĕ. Çулсерен пушанса пыракан шкул çуртĕнче тухтăр практикин офисĕ, кану центрĕ тата ача сачĕ вырнаçнă. Çывăх вăхăтра почта уйрăмĕ куçмалла. Çапах аслă çуртра вырăн çителĕклех. Унта пĕчĕккисем валли хушма ушкăн уçма та пулать. Мĕншĕн тесен ача садне 25-ĕн çÿреççĕ. Татах çакăн чухлĕ черетре тăраççĕ. Условисем вара çителĕклех. «Журавушка» ача сачĕ шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсем хушшинче темиçе хут малти вырăна йышăнни те кунта пултаруллă педагогсем вăй хунине кăтартать. Елена Никитина, Татьяна Павлова воспитательсем, Валерий Никитин музыкант, Марина Никитина заведующи чăннипех ырă сăмахсене тивĕç. Ача садне анлăлатни ял çыннисене хушма ĕç вырăнĕсем те туса парĕ.

Комисси членĕсем Шĕмшер шкул картишĕнче ашкăрса ларакан курăка çулса тирпейлеме сĕнчĕç. Кивелсе тĕсне çухатнă вывескăна та тахçанах çĕнетме вăхăт. Спортпа акт залĕсене, çурт тăррине те юсамалла. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çитиччен вĕсене йĕркене кĕртсе çитерĕç-ши; Ыйтăва татса парасси вырăнти ертÿçĕрен кăна мар, çÿлтен укçапа пулăшнинчен те килет çав.

Л.НИКИТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика