АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тутлă пулă шÿрпи

03 августа 2011 г.

Çамрăк журналистсене пурнăçра мĕн кăна кăсăклантармасть пулĕ: ял хуçалăхĕ, экономика, политика, культура... ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев пире Шупашкар районĕнчи илемлĕ вырăна, Мăштавăш кÿлли хĕррине, пулă шÿрпи çиме чĕнчĕ.

Президента тĕрлĕ ыйту патăмăр. Чăваш чĕлхи, глобализаци, интернет... «Пирĕн глобализаци условийĕнче те чăваш культурине, йăли-йĕркине, историне упраса хăвармалла. Ку – тĕп тĕллев», – палăртрĕ хăйĕн шухăшне президент. Каярах çамрăк специалистсем чăваш хаçат-журналĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен сăмахларĕç.

«Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ Дмитрий Моисеев çивĕч ыйту çĕклерĕ. Ăна, ялта ÿснĕскере, шкулсен шăпи пăшăрхантарать иккен. Юлашки çулсенче патшалăх программисем çамрăк çемьесене тĕрлĕ енчен пулăшни çуралакан ачасен шутне самаях ÿстерчĕ. Çапах та ача сачĕсенче вырăн сахал пулни, тĕп шкулсем йĕркелесе кивĕреххисене хупни шухăшлаттарать. Республика вĕсене мĕнле те пулин пулăшу пама пултарĕ-ши; Президент çамрăксем пуласлăх çинчен шутланишĕн хĕпĕртерĕ, май пулнă таран пулăшма шантарчĕ. Михаил Васильевич çивĕч ыйтусене хуравланă май шÿтлеме те манмарĕ. Пулă шÿрпи хăйне килĕшнипе çамрăк журналистсене те ăна çиме хистерĕ. Сĕтелĕ чăнах та тулăх, журналист-сен тÿрех ыйту çуралчĕ: «Çак сĕтел çинчи апат-çимĕç сирĕн чи юратни, эсир килĕштерекенни-и;» – интересленчĕç çамрăксем. «Хырăм выçнă чухне мана пур апат та чухах», – ним шутласа тăмасăр хуравларĕ республика ертÿçи. Унăн çемйи çинчен те ыйтса пĕлчĕç. Хăйĕн мăшăрне Михаил Васильевич патшалăх ĕçĕсемпе «купаламасть», хутран-ситрен çеç канаш ыйтать.

«Çуллахи вăхăтра ачасем лагерьсенче канаççĕ, сирĕн пепкесем те хваттер шăрăхĕнче лармаççĕ пулĕ. Тен, ăçта та пулин канма кайнă;» – тесе ыйтрĕç президентран. «Ялти таса сывлăш, хуçалăхри ĕçсем – акă вăл чи лайăх кану! Манăн ачасем те çавăн пекех ялта канаççĕ».

Уйрăмах çамрăксене ялти пурнăç хумхантарать. Паян ялта пурăнас текен çамрăксем валли мĕнле çăмăллăхсем пур тесе ыйтрĕ Чăваш радио корреспонденчĕ Катя Степанова. «Паллах, условисем пур. Патшалăх енчен тĕрлĕ енлĕ пулăшу программисем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Ял хуçалăх пайĕнче, сывлăх сыхлавĕнче тата ытти сферăра ĕçлекен çамрăксене ялта çурт тума самай пысăк пулăшу пур. Çамрăк специалист-сен яла килес ĕмĕчĕ пысăк пулсан эпир вĕсене яланах пулăшма хатĕр», – тесе пĕлтерчĕ Михаил Игнатьев.

Мана та ял хуçалăхĕнчи ĕç-пуç кăсăклантарчĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан Чăваш Енре лару-тăру аван пынине пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. Хуçалăхсенче выльăх апатне ик-виç çуллăха хатĕрленине уйрăммăн палăртрĕ. Çанталăк та аван тăрать. Уй-хирте вырма ĕçĕсем хĕрÿ пыни куç кĕретех. «Çумăрсем пуçланиччен уйсене хими препарачĕсемпе çум курăкран тасатма ĕлкĕрнĕ хуçалăхсен пысăк тухăç илесси çинчен ĕмĕтленме пулатех, теприсен вара чавса çыртма лекет», – терĕ.

Унтан журналистсем çĕнĕ технологи аталанăвĕ çине куçрĕç. Этнер Егоров блоггер республикăри çамрăксем валли IT-парк кирлине аса илтерчĕ. Специалистсем çĕршывра ун пек вырăнсене темиçе те хатĕрленĕ, вăл çынсемшĕн меллĕ пулмалла. «Республикăра кун йышши парк пулассишĕн пĕртте иккĕленместĕп, унсăрăн пирĕн Чăваш Ен аталанăвĕ ытти регионтан тăрса юлĕ», – çирĕппĕн хуравларĕ президент.

Çĕнĕ технологипе ĕçлекен предприятисен ĕçĕ-хĕлĕ, спорт, йăла-йĕрке, культура, чăваш чĕлхине упрасси тата çавăн пекех эрех-сăра сутассине кăштах чарассипе çыхăннă ыйтусем те хăйсен хуравĕсене тупрĕç.

Икĕ сехет хăвăрт иртсе кайрĕ, çамрăксен кăмăл-туйăмĕ те çĕкленчĕ. Президент пурне те таса кÿлĕре шыва кĕме чĕнчĕ.

Кун пек тĕл пулусем пĕрре мар ирттернĕ республика ертÿçи. Савăк кăмăлпа ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунса хăнасемпе сыв пуллашрĕ, малашне те çакăн пек калаçусем пуласса шантарчĕ. Эпир те Михаил Васильевича пулă шÿрпишĕн тав турăмăр.

К.Нестерова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика