АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрлĕхен курăкĕ

29 июля 2011 г.

Халăхра ăна Иван-чай теççĕ. Питĕ усăллăскер. Таçта та ÿсет. Метр-метр çурă çÿллĕш те çитĕнет. Июнь уйăхĕнчен пуçласа августчен шупкарах кĕрен тĕслĕ чечекре. Чечекĕпе çулçине тата тунине çеçкене ларнă вăхăтра пухаççĕ. Хĕвел лекмен уçă вырăнта типĕтеççĕ. Тымарне кĕркунне кăлараççĕ те кăмакара е духовкăра 65 градусран вĕри мар температурăпа типĕтеççĕ.

Хĕрлĕхен курăкĕнче С витамин лимонпа танлаштарсан 6 хут нумайрах. Унти белока организм питĕ лайăх йышăнать. Çавăн пекех тĕрлĕ микроэлемент чылай: марганец, тимĕр, пăхăр, кальци, кали, натри тата ытти те.

Хĕрлĕхен курăкĕнче кофеин çук, çавăнпах унпа хатĕрленĕ чей организм-ри веществосен çаврăнăшне пăсмасть.

Хĕрлĕхен курăкĕ иммунитета çирĕп-летет, пуç ыратнине, ыйхă килменнине ирттерет, пыршăлăх ĕçне лайăхлатать, шыçăсене тÿрленме, юн юхассине чарма пулăшать. Ун витĕмĕпех хăшĕ-пĕри эрех ĕçме пăрахать. Çавăн пекех вăл арçынсене нушалантаракан шăк хăмпи çумĕнчи ар парĕн шыççине те «простатит» сиплет. Ку тĕлĕшпе ăна çитекенни çук та теççĕ.

Усăллăхĕпе питĕ палăрса тăнипе ăна шăнса пăсăлсан, инфекци чирĕсемпе чирлесен, невроз, хырăмлăх чирĕсене, колитпа гастрита, сывлав çулĕсен чирĕсене сиплеме, амалăхран юн кайсан ĕçме сĕнеççĕ. Хĕрлĕхен чейне ачасене шăлĕ тухнă вăхăтра ĕçтерни усăллă, çавăн пекех çие юлнă хĕрарăмсемпе кăкăр çитерекен амăшĕсемшĕн те лайăх вăл.

Унран хатĕрленĕ чей «200 г вĕрекен шыва 2 чей кашăкĕ хĕрлĕхен курăкĕ» асамлă шăршипе пахалăхне виçĕ кунчченех упрать.

Хĕрлĕхен тымарне чĕрĕлле те, пĕçерсе те çиеççĕ. Унран çăнăх авăртса çăкăр пĕçерме те юрать.

Хырăмлăх, гастрит, колит чирĕсем чухне хĕрлĕхен шывĕ вĕретмелле: пĕр стакан шыва 15 г курăк. 15 минут вĕретмелле, 45 минут тăрăлтарса лартмалла. Апат умĕн пĕрер кашăк ĕçмелле.

Халăх медицининче ăна шыçă чирĕсене сиплеме те усă кураççĕ. Тибет медицининче унăн тымарĕпе сифилиспа гонорея чирĕсене сиплеççĕ, пирĕн тăрăхра унпа тула тухайманнинчен, шур кайнинчен, пуç ыратсан усă кураççĕ.

Чей ĕçме çамрăк çулçипе пĕрле татса илнĕ туна тăррине усă кураççĕ. Чей тĕсĕ тĕттĕм хăмăр тĕслĕ пулать. Хĕрлĕхен курăкĕ пуриншĕн те усăллă. Кама та пулин ĕçме юраманнине ку таранччен палăртман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика