АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç пенсийĕсене çĕнĕрен шутлаççĕ

29 июля 2011 г.

Раççей Федерацийĕн ĕç пенсийĕсем çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн виççĕмĕш çул ĕнтĕ августăн 1-мĕшĕнчен ĕç пенсийĕсен виçине заявлени çыртармасăрах тÿрлетÿсем «çĕнĕрен шутланине» кĕртеççĕ. Çакă уйрăмах хăйсен счетне страхлав взносĕ хывакан, çавăн пекех ĕçлекен пенсионерсемшĕн питĕ усăллă.

Камсен ĕç пенсийĕсене тÿрлетÿсем кĕртеççĕ-ха? Кунта ватлăхпа тата инвалида тухнине пула ĕç пенсийĕ илекен ĕçленĕ «ĕçлекен» пенсионерсем, ватлăхри ĕç пенсийĕн страховани пайне çирĕплетнĕ çар пенсионерĕсемпе РФ субъекчĕсен, федерацин, муниципалитет патшалăх служащийĕ пулса нумай çул ĕçленине пула пенси çумне хушса тÿленипе страховани пайĕ илекенсем кĕреççĕ. Çемьене тăрантаракана çухатнипе илекен пенсие çирĕплетнĕ хыççăн тепĕр çулхи августăн 1-мĕшĕнчен тÿрлетÿсем кĕртеççĕ.

Тÿрлетÿсем кĕртнĕ чух Пенси фондне килекен страхлав взносĕсене «пенси çирĕплетнĕ е ăна юлашки хут шутланă тапхăртан» шута илеççĕ.

Пенси виçине палăртнă е тÿрлетÿсем кĕртнĕ хыççăн 12 уйăх иртсен пенсие тепĕр хут шутлаттарма ирĕк пур. Çакна пенсионер заявлени çырса парсан кăна тепĕр уйăхран шутласа параççĕ. Тĕслĕхрен, эсир пенсие 2010 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче тухнă тейĕпĕр. Çав çулах августăн 1-мĕшĕнчен пенси виçине страхлав взносĕсене кура тÿрлетÿсем кĕртнĕ. 2011 çулта августăн 1-мĕшĕ хыççăн пенсие тепĕр хут шутлаттарма пулать. Ун чухне пенсионерăн августри тÿрлетÿрен хăтарма ыйтса заявлени çырма тивет.

Августăн 1-мĕшĕнчи тÿрлетĕве вара пенсионер заявлени çырмасăрах тăваççĕ терĕмĕр.

Çавăнпа та пенсионерăн хăйне мĕн кирлине – тÿрлетÿ «корректировка» е çĕнĕрен шутласа пани «перерасчет» – хăйĕн татса памалла.

Паллах, тÿрлетÿ кĕртнĕ хыççăн пенси кăштах ÿсет. Мĕн чухлĕ ÿсесси пĕтĕмпех страховани взносĕн виçинчен килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика